Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ултӑ хӗлӗхлӗ гитарӑпа калакансен фестивалӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 02.11.2014 11:13 | 1072 хут пӑхнӑ
Культура

Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ултӑ хӗлӗхлӗ гитарӑпа калакансен фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Оксана Павлова гитаристкна тата педагога асӑнса тата вӑл ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.

Оксана Павлована музыкантсен темиҫе ӑрӑвне вӗрентсе кӑларнӑ тесе ырлать республикӑн Культура министерстви. Унӑн вӗренекенӗсем паян Шупашкарти музыка училищинче, Шупашкарти культурӑпа ӳнер институтӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлеҫҫӗ иккен.

Фестиваль темиҫе мероприятирен тӑнӑ. Пӗрремӗш пайӗнче Шупашкарти вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакансемпе унта ӗҫлекенсем концерт лартнӑ. Фестиваль ячӗпе йӗркеленӗскере юпан 15-мӗшӗнчех кӑтартнӑ-ха. Кайран, юпан 29-мӗшӗнче Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗн ҫамрӑк преподавателӗ, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Михаил Нагорнов мастер-класс ирттернӗ. Унта музыка шкулӗсенче вӗренекенсем тата музыка училищин 2-мӗш курс студентки Марина Галимова хутшӑннӑ.

Каҫхине Хусан ӑсти пӗчченех концерт кӑтартнӑ. Вӑл гитара музыкин тӗрлӗ тапхӑрти ҫеммине шӑрантарнӑ. Программӑра барокко вӑхӑтӗнчинчен тытӑнса паянчченхи таранах янӑранӑ. Гитара валли ҫырнӑ, халӑх юратакан хайлавсенчен Франсиско Таррегин «Воспоминание об Альгамбре», Мануэль де Фальин «Пурнӑҫ кӗске» балетӗнчи «Испани ташши» хайлавсем янӑранӑ. Виртуаллӑ техникӑшӑн, тембр нумай енлӗхӗшӗн пултаруллӑ ҫамрӑк гитариста зал ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ.

Сӑнсем (5)

#Шупашкар, #культура, #пултарулӑх, #фестивальсем, #Хусан

 

Комментари:

Agabazar // 1069.42.8044
2014.11.02 12:33
Agabazar
Франсиско Тарреги вырăс-шим?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем