Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гимназире чӗлхе фестивалӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 30.10.2014 17:30 | 1782 хут пӑхнӑ
Хулара Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ
Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ

Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гимнази ҫумӗнче ҫулсерен иртекен чӗлхесен фестивалӗ пулнӑ. Бразилирен, Холландирен, Австрирен, Словакирен килнӗ хӑнасем шкул ачисем валли ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ.

Ачасемшӗн ку акӑлчан чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине тӗрӗслемелли мел пулнӑ. 10-мӗш «а» класра вӗренекен Дарья Тихонова, Оксана Шишокина, Карина Хачатрян, Ксения Филиппова, Денис Совин тӑлмачӑ тата гид вырӑнӗсенче пулнӑ.

Дарья Тихонова Австрири Кристинӑна пулӑшнӑ. Вӑл 19 ҫулта. Кристина хӑй те Сӗнтӗрвӑрри пек пӗчӗк хулара пурӑнать-мӗн. Хӗр сноуборда юратать. Кристина нимӗҫ алфавичӗпе тата ансат сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе паллашнӑ. Ҫавӑн пекех нимӗҫ тата чӑваш чӗлхисенчи уҫӑ сасӑсене танлаштарнӑ.

Словакири Юрий пурне те килӗшнӗ. Вӑл вырӑсла лайӑх калаҫать, анчах ӑсталӑх класне акӑлчанла ирттернӗ. Юрий Словаки пирки нумай каласа кӑтартнӑ, Словаки чӗлхипе паллаштарнӑ, вӑл вырӑс чӗлхипе пӗр пекрех пулнине палӑртнӑ.

Сӑнсем (15)

#фестивальсем, #Сӗнтӗрвӑрри, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #акӑлчан чӗлхи, #нимӗҫ чӗлхи, #Словаки, #Бразили, #Австри, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем