Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль пуҫланиччен пӗр уйӑхран та катӑлчӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пулӗ. Вӑл районсемпе хуласенче те иртӗ.
Унта Раҫҫейре ӳкернӗ фильмсемпе пӗрлех Индире, Беларуҫра, Польшӑра, Францире, Чехинче тата Данире калӑпланисене кӑтартӗҫ.
Этника тата регионсенчи кино программине Чӑваш Енри, Чечняри, Калмӑк Республикинчи, Пушкӑртстанри, Бурят Республикинчи, Якут Республикинчи, Хакас Республикинчи, Тутарстанри, Байкал тӑрӑхӗнчи, Свердлов облаҫӗнчи тата Тыва Республикинчи 17 ӗҫ кӗнӗ.
Кинофестиваль программинчи фильмсене Шупашкарта ҫеҫ мар, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Сӗнтӗрвӑрринче, Шупашкар, Патӑрьел, Вӑрмар, Пӑрачкав, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Элӗк районӗсенче пурӑнакансене те тӳлевсӗр кӑтартӗҫ.
«Дуняша Style» фолк-ушкӑн нумаях пулмасть Питӗрти фестивальтен таврӑннӑ. Чӑваш Енри ӑста коллектив халӑх юррисен «Добровидение» пӗтӗм тӗнчери музыка фестивальне хутшӑннӑ. Асӑннӑ мероприяти Славян культурин кунӗнче, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, иртнӗ. Фестивалӗн гала-концерчӗ «Сибур Арена» спортпа концерт комплексӗнче пулнӑ.
Фестиваль кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртнӗ. 2016 ҫулта ӑна Совет Союзӗн Геройӗ, Валентина Терешкова космонавт, СССР халӑх артисчӗ Иосиф Кобзон, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Нилов пуҫарнӑ. Хальхи вӑхӑтра фестиваль попечителӗсен шутӗнче — «Справедливая Россия» парти ертӳҫи Сергей Миронов, Рф Патшалӑх Думин халӑх хушшинчи ӗҫемпе тимлекен комитечӗн ертӳҫи Леонид Слуцкий, Раҫҫейӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Нелли Кобзон тата ытти политик, усламҫӑ, общество ӗҫченӗ.
Муркаш районӗнчи культура ҫуртӗнче эстрада юррине юрлакансен «Юратсан юрлас килет» районти фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 2015 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫалтан ӑна Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Жуков композитор ячӗпе ирттерме йышӑннӑ.
Конкурса коллективсемпе солистсем хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче вырӑнти профессионалсем те, ачасем те пулнӑ. Кашниех конкурса тӗплӗн тата тӑрӑшса хатӗрленни палӑрнӑ.
Сцена ҫине тухнисен пултарулӑхне хаклакан сумлӑ тӳресен йышӗнче Юрий Жуков та пулнӑ.
Ака уйӑхӗн 10-25-мӗшӗсенче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ иртет. Ӑна кӑҫал классика тата хальхи хореографи ӳнерне халаллӗҫ.
Фестивале Францирен, Японирен хӑнасем килсе ҫитмелле. Ҫавӑн пекех Раҫҫейри Пысӑк театр, К.Станиславский тата В.И.Немирович-Данченко ячӗллӗ музыка театрӗсен, Питӗрти Л.Якобсон ячӗллӗ балет театрӗн артисчӗсем хутшӑнӗҫ.
Фестиваль тӳрех икӗ премьерӑпа – «Не дай мне уйти» тата «Барокко» пӗр актлӑ балетсемпе – уҫӑлӗ. Пӗрремӗшне Пысӑк театр артисчӗ Андрей Меркурьев лартнӑ, теприне – Данил Салимбаев.
Кӑҫал балетсен хакӗ пӗчӗкреххине пӗлтереҫҫӗ. Фестивальте хӑнасемпе ӑсталӑх класӗсем те иртӗҫ.
Ака уйӑхӗн 9-11-мӗшӗсенче Пенза облаҫӗнче «Асамат ахрӑмӗ» ятпа Чӑваш кино кунӗсем иртӗҫ. Ӑна йӗркелеме «Чӑвашкино» киностуди, Чӑваш Енри кинематографистсен союзӗ, ЧР Наци конгресӗ пулӑшӗҫ.
Фестивале ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗнче уҫӗҫ. Чӑваш Енрен унта режиссерсем, журналистсем тата «Чӑвашкино» ӗҫченӗсем тухса кайӗҫ. Куракансене Андрей Митешин режиссерӗн «В красном море» документлӑ фильмне кӑтартӗҫ. Фильма Граждан вӑрҫин саманине интеллигенцийӗ урлӑ кӑтартса пачӗҫ.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Юрий Сергеев режиссерӑн «Наследие» тата Е. Рябцеван «Юман» фильмӗсене кӑтартӗҫ, 11-мӗшӗнче – Светлана Алякимован «Священная роща чувашского кинематографа» тата Зоя Илларионован «Хурӑн шывӗ» ӗҫӗсене.
Иркутск облаҫӗнчи Зима районӗнчи Самара ялӗнче пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чӑваш хор коллективӗсен «Халӑх чун-юрри» облаҫри V юрӑ фестивалӗ, ача-пӑча чӑваш юррин «Туслӑх хӗлхемӗ» VI фестивалӗ, «Кӗмӗл сасӑ» юрӑ конкурсӗ иртӗҫ.
Мероприятие Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура вырӑнти тӳре-шара пулӑшнипе ирттерӗ.
Фестиваль-конкурса чӑвашсен автономине йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнине халалланӑ. «Юлташ» автономие Вероника Тимофеева ертсе пырать.
Мероприятин тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхине, халӑх сӑмахлӑхне упраса хӑварасси, вокал, инструмент пултарулӑхне сарасси.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен черетлӗ хушу кӑларнӑ.
Ӗҫлӗ хутра тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлекен виҫӗ ҫынна Чӑваш Республикин Хисеп грамотисемпе чысланӑ, унсӑр пуҫне тава тивӗҫлӗ ятсем пама йышӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшакан Дмитрий Семкин вокалиста «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ят панӑ.
Дмитрий Николаевич театрта ӗҫленипе пӗрлех И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи вокал ӳнерӗн кафедрин заведующийӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, тӗрлӗ конкурспа фестивальте лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ СССР халӑх артисчӗ Николай Мордвинов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Етӗрнери паллӑ купса ҫемйинче ҫут тӗнчене килнӗ. Чӑн училищӗре (халӗ унта — гимнази) вӗреннӗ, Етӗрне уесӗнчи халӑх вӗрентӗвӗн пайӗнче ӳнер секторӗнче ӗҫленӗ, хулари хӑй тӗллӗн вӗреннӗ коллективсем лартакан спектакльсене хутшӑннӑ.
Етӗрнесем артиста асра тытаҫҫӗ. Вӑл ҫуралнӑ ҫуртра музей уҫнӑ, унта Николай Мордвинов архивӗнчи документсем, сӑнӳкерчӗксем, кӗнекесем, артистӑн япалисем упранаҫҫӗ. Училище пулнӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. «Запомните меня таким…» (чӑв. Мана ҫакӑн пек астуса юлӑр...) Н.Д. Мордвинов ячӗллӗ театр фестивалӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут иртет. Жюри председателӗ — СССР халӑх артистки Вера Кузьмина. Фестивале 45 ӗҫ тӑратнӑ. Н.Д. Мордвинов ячӗллӗ кинозалта артист вылянӑ фильмсене кӑтартаҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ача-пӑча театр коллективӗсен республикӑри «АВАНсцена» фестивалӗ пулассине пӗлтерет. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут иртӗ. Мероприятие Сӑр тата Хусан чиккисене чавма хутшӑннисен ҫулталӑкне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ.
VI фестиваль нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 18-мӗшӗччен пырӗ. Конкурс теми — «Тӑван чӗлхене шанатпӑр!».
Фестивале тӗрлӗ енпе тата стильпе ӗҫлекен ушкӑнсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хутшӑнакансен ҫулӗ 7 ҫултан пуҫласа 17 ҫулччен пулмалла. Ӗҫсем вырӑсла, чӑвашла, республикӑра пурӑнакан ытти халӑх чӗлхипе пулма пултараҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче нарӑс уйӑхӗн 3-7-мӗшӗсенче Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ.
Наци ӳнерӗн мероприятийӗ тӑватӑ сумлӑ спектакльтен тӑрӗ. Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Григорий Хирбюн «Нарспи» оперипе уҫӑлӗ. Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Федор Васильевӑн «Шывармань» оперине лартӗҫ, 6-мӗшӗнче — Андрей Галкинӑн «Хуркайӑк ҫулӗ» балетне. Сӑмах май каласан, вӑл балета Чӑваш Енӗн искусство тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей тата Чӑваш Енри композиторсен союзӗсен пайташӗ Андрей Галкин ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш музыкин фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |