Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Люди как люди» (чӑв. Ҫынсем ҫын пекех) пӗтӗм ҫӗршыври инклюзив фестивальне хутшӑнать. Мероприяти ыран, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, уҫӑлӗ, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хупӑнӗ. Фестивале аутизм чирӗ ҫинчен ҫынсене пӗлтерес, ҫав чирпе чирлекенсене социаллӑ пурнӑҫа явӑҫтарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗ А. Бродичанский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Сколько цветов у радуги?» спектакльпе хутшӑнать. Ӑна артистсем Мускаври ВДНХра ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 18 сехетре, «Атӑл ывӑлӗсен юрри-ташши» халӑх пултарулӑхӗн регионсем хушшинчи фестивалӗ гала-концерчӗ иртӗ. Ӑнӑ курма Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи пултарулӑх ҫуртӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
Фестивале Шупашкар районӗнчи Томаккассинче ҫуралнӑ Гавриил Фёдоров (29.03.1878-26.01.1962) фольклор ӑсти, юрӑҫ ячӗпе ирттереҫҫӗ.
Фестиваль-конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – вокалпа хореографи пултарулӑхӗпе арҫынсене кӑсӑклантарасси, вӗсене социаллӑ пурнӑҫпа культурӑна явӑҫтарасси.
Конкурса хутшӑнакансем икӗ хайлав тӑратнӑ, вӗсенчен пӗри — Гавриил Фёдоров репертуарӗнчен.
Ҫак уйӑхра Шупашкарти ача пахчисенче «Культурная Чувашия» (чӑв. Культурӑллӑ Чӑваш Ен) фестиваль иртет. Ҫавна май ачасене республикӑри паллӑ композиторсемпе, музыкантсемпе, театр тата кино артисчӗсемпе паллаштараҫҫӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери музыка кунӗ пулнӑ май хулари 140-мӗш ача пахчинче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, юрӑҫпа тата композиторпа Людмила Кинерпе тӗл пулнӑ.
209-мӗш ача пахчинче музыка квесчӗ, «Кӗвве уйӑрса ил» вӑйӑ ирттернӗ. 142-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем Аннита Лоренцова ача-пӑча композиторӗпе тата хулари 3-мӗш музыка шкулӗнче ӗҫлекен педагогпа тӗл пулнӑ. 8-мӗш ача пахчинче ӑсталӑх сехечӗсем йӗркеленӗ.
1-4 классенче вӗренекен ачасен «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивалӗн республика тапхӑрне район е хула шайӗнче ҫӗнтернӗ ачасем хутшӑннӑ. Унта пурӗ 129 номер пулнӑ. Чӑваш Республикинчен 96 ӗҫ тӑратнӑ, республика тулашӗнчи вӗренӳ организацийӗсенчен (Тутар Республикипе Чӗмпӗр облаҫӗнчен) – 33 номер.
Фестиваль 4 номинаципе иртнӗ: «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш вӑййи», «Янра, чӑваш юрри», «Чӑваш ташши».
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ йӗркелекен XXVI пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ ака уйӑхӗн 8-17-мӗшӗсенче иртӗ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, классика хореографийӗнчи шедеврсемпе (сӑмахран, А. Аданӑн «Жизель» балечӗ, Л.Минкусӑн «Дон Кихочӗпе» пӗрлех «Титан’ия» (Г. Малер музыки) тата «Болеро» (М. Равель) пӗр актлӑ балетсем те пулӗҫ. Юлашкинчен асӑннисен премьерисене Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллипе хатӗрленӗ. Вӗсене куракансем патне ака уйӑхӗн 8, 9-мӗшӗсенче ҫитерӗҫ.
А. Айгин музыкиллӗ пӗр актлӑ «Арлекинада. NEW» балет та куракансене килӗшӗссе шанаҫҫӗ.
Пермьри патшалӑх хореографи училищин артисчӗсем СССР халӑх артисткине халалласа концерт кӑтартӗҫ. Вӑл ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче «Магия родного языка» («Тӑван чӗлхе асамлӑхӗ») фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ. Конкурса онлайн-форматпа ирттернӗ. Ӑна Чӑваш Енре кӑҫал ирттерекен Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ.
Фестивале 246 ҫын хутшӑннӑ, ҫав шутра — шкул ачисем, студентсем тата учительсем.
Фестиваль иртнӗ май «Эпӗ тӑван чӗлхене юрататӑп» сӑнӳкерчӗксен конкурсне, «Ташлатӑп та юрлатӑп, хавалӑ пурӑнатӑп!» пултарулӑх конкурсне, «Тӑван чӗлхе ҫинчен вулатӑп» хитре вулакансен конкурсне, «Мухтанатпӑр та тӗлӗнетпӗр чаплӑ ентешсемпе!» подкастсен конкурсне, «Чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем» буктрейлерсен конкурсне йӗркеленӗ.
Пулӑ тытма юратакансен "Пулӑҫ - пулӑҫа" спорт фестивалӗ кӑҫалхипе 18-мӗш хут иртмеллеччӗ. Анчах ҫанталӑка пула ӑна йӗркелемӗҫ. Кун пирки Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Шупашкарти шыв управӗнче пӑр ирӗлме, тапранма тытӑннӑ. Ҫавна май хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ фестивале хутшӑнакансене хӑрушсӑрлӑхпа туллин тивӗҫтерейменнине палӑртнӑ. Фестивале ҫитес ҫула куҫарма йышӑннӑ.
Палӑртмалла: ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарта 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ирттерме тытӑннӑ. Пӗр хушӑ фестивале йӗркелеме пӑрахнӑ. Пӗлтӗр каллех ирттерме тытӑннӑ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 12–24-мӗшӗсенче Петӗр Хусанкай поэт ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа вӗрентекенсемпе вӗренекенсен пултарулӑхӗн «Хусанкай вулавӗсем – 2022» фестивалӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ.
Фестивале Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт Республикисенчен пӗтӗмпе 257 ачапа 43 учительпе культура ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. «Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене чӑвашла, тутарла, вырӑсла вуласа ӳкернӗ видеороликсем хатӗрлесе кӑтартрӗҫ», — тесе пӗлтернӗ Вӗренӳ институтӗнче.
«Пӑшӑрхантараканни – конкурса хутшӑнакансенчен ҫурри ытла «Таня» поэма сыпӑкӗпе «Тилли юррисем» ярӑмри «Мехел» сӑвва вулани. Малашне фестивале хутшӑнакансен шкул программине кӗртнӗ сӑвӑсене кӑна вуламалла мар, ун картинчен те тухас пулать. Картаран тухма пултарни вӗрентекен чӑваш литературине пӗлнине тата унӑн тавра курӑмӗ анлӑ иккенне кӑтартать», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче.
О. Беспалов урамӗнчи 2а ҫуртра вырнаҫнӑ «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) КК нарӑсӑн 25-мӗшӗнче «Когда поют солдаты» (чӑв. «Салтаксене юрланӑ чух») салтак юррин фестиваль-конкурсӗ иртӗ. Кун пирки Шупашкар хулин Мускав районӗн администраци пресс-служби пӗлтерет. Фестиваль 14:00 сехетре пуҫланать.
Фестивале ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ вӑхӑтра Афганистанра пуҫ хунӑ Олег Беспалова асӑнса ирттерӗҫ. Культура мероприятийӗ Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне палӑртнӑ май иртӗ.
Фестивале хутшӑнма заявкӑсене солистсем, вокал ушкӑнӗсем, хорсем, ҫавӑн пекех автор юррине юрлакансем ярса пама пултараҫҫӗ. Хутшӑнакансен ӳсӗмӗ — 8 ҫултан пуҫласа.
Олег Беспалов — Шупашкар хулинче ҫуралса ӳснӗскер, вӑл Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн кавалерӗ (вилнӗ хыҫҫӑн чысланӑ). Унӑн ятне Шупашкарти пӗр урама, ҫавӑн пекех вӑл вӗреннӗ 7-мӗш вӑтам шкула панӑ. Ун ячӗпе унсӑр пуҫне спорт мероприятийӗсем иртеҫҫӗ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Кун пирки театрӑн сайтӗнче хыпарланӑ.
Анонс тӑрӑх хакласан, фестиваль Фёдор Васильевӑн «Шывармань» оперипе уҫӑлӗ. Тепӗр кунне, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, куракансене Фёдор Васильевӑн «Сарпике» икӗ пайлӑ балетне йыхравлаҫҫӗ, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче — Георгий Хирбюн «Гарспи» оперине. Чӑваш музыкин фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ мероприяти ытти ҫул та иртнӗ. 2019 ҫулта ӑна халалласа пресс-конференци йӗркелесен театр ертӳҫисем наци кадрӗсем енӗпе йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнине палӑртнӑ. «Чӑвашла пӗлекен солистсем сахал пирӗн. Аслӑ ҫулти рольсене калӑпламашкӑн артистсем ҫителӗклӗ тӗк, ҫамрӑккисем валли специалистсем ҫук. Пирӗн республикӑри аслӑ шкулсенче те ку енӗпе уйрӑммӑн ӗҫлемеҫҫӗ», — тенӗ ун чухне Анатолий Ильин режиссер. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнчеАндрей Михайлов корреспондент пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |