Тутарстанӑн тӗп хулинче пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен «Восточный базар в Казани» (чӑв. Хусанти тӗрӗк пасарӗ) пысӑк шайри калӑпӑшлӑ музыка фестивалӗ иртӗ. Унта Чӑваш халӑх артистки, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗ Августа Уляндина тата «Ярды» халӑх юррин театрӗ — этно-фолк ушкӑн хутшӑнӗ.
Тӗрӗк халӑхӗсен эстрадин пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш фестивалӗ юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Хусанти «Пирамида» культурӑпа кану комплексӗнче иртӗ.
Гала-концерта 10 ҫӗршыври тата Раҫҫейӗн 12 регионӗнчи коллективсем хутшӑнӗҫ. Сумлӑ йышра — Августа Уляндинан Халӑх юррин театрӗ. Асӑннӑ ушкӑн чӑваш юррине ҫӗнӗлле янӑратать.
Етӗрне районӗнчи Лапракасси ялӗнчи «Вирьял» фольклор ансамблӗ Ненец автономи округӗнчи Нарьян-Мар хулине ҫитнӗ.
Юпа уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче Нарьян-Мар хулинче «Енава мюд» ятпа халӑх пултарулӑхӗн регионсен хушшинчи фестивалӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейӗн 11 регионӗнчи фольклор ушкӑнӗсемпе юрӑҫсем хутшӑннӑ. Фестивалӗн кӑҫалхи теми — «Йӑлана кӗнӗ культурӑри арҫын вырӑнӗ».
Фестивале хутшӑнакан «Вирьял» фольклор ансамбльне Лев Иванов ертсе пырать. Пултарулӑх ушкӑнне йӗркелени 30 ҫултан та иртнӗ. Асӑннӑ ушкӑна ҫӳрекенсем халӑх кӗвӗ инструменчӗсемпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ: шӑпӑр, сӑрнай, каккӑр, кавал, шӑхличӗ, параппан.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗччен М.Д. Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ иртӗ. Унта тӗрлӗ театр коллективӗнче тӑрӑшакан 170 ытла артист хутшӑнӗ.
Фестиваль Екатерина Иванова-Блинован «Сӑр чикки» оперӑпа уҫӑлӗ. Культура программинчи тепӗр премьера – М.М. Ипполитов-Ивановӑн «Ася» оперине ҫӗнетсе куракан патне ҫитерни. «Асьӑн» сцена ҫинчи ҫӗнӗ версине икӗ аслӑ шкул студенчӗсемпе преподавателӗсем «Росконцерт» организаци пулӑшнипе хатӗрленӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче курма май килӗ.
Куракансем гала-концерта уйрӑмах кӑмӑлланине кура ун пирки те каласа хӑварас килет. Концерт программине Екатерина Фенина, Иван Васильев, Дамир Закиров, Виктория Войтенкова, Михаил Журков, Алиса Шалгинова, Алексей Сазонов, Регина Рустамова тата Маргарита Финогентова хутшӑнӗҫ. Дирижёрӗ – Михаил Леонтьев.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «В гостях у Асанне и Асатте (бабушки и дедушки)» (вырӑсла-чӑвашла хутӑштарса ҫырнӑ ҫак ята чӑвашла ҫапларах куҫармалла-тӑр: Асаннепе асатте патӗнче хӑнара) ятпа ҫамрӑк ҫемье клубӗсен республикӑри фестивалӗ иртнӗ.
Мероприятие Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ йӗркеленӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртме РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева та пулӑшнӑ.
Мероприяти тӗллевӗ вара ҫапларах:чӑвашсен йӑли-йӗркине амӑшӗнчен хӗрне, ашшӗнчен ывӑлне парса хӑварасси. Фестиваль Тури Ачакри 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн музейӗнче иртнӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Ен делегацийӗ Мускавра пулнӑ. Унти ВДНХра «Ылтӑн кӗркунне» ял хуҫалӑх куравӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмра хыпарланӑ тӑрӑх, Мускава пирӗн тӑрӑхисем 200 кг шӑрттан тата 300 кг сыр илсе кайнӑ. Апат-ҫимӗҫпе вӗсем «Ылтӑн кӗркунне» гастрономи фестивальне хутшӑннӑ.
Куравран пирӗннисем 51 медальпе, ҫав шутран 41-шӗ ылтӑн, таврӑннӑ.
Кунсӑр пуҫне аммиак, карбамид тата азот удобренийӗ туса кӑларакан «Уралхим» предприятипе тата ытти хӑш-пӗр организаципе килӗштерсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ.
Мускавра иртекен «Ылтӑн курав» гастрофестивале чӑвашсем те хутшӑнӗҫ. Пӗтӗмпе курава ҫӗршывӑн 58 регионӗнчи 300 ытла производитель пуҫтарӑнӗ. Гастрофестиваль ВДНХра юпа уйӑхӗн 5-9-мӗшӗсенче иртӗ.
Чӑваш Енрен унта Ольга Кошелева сыр ӑсти те хутшӑнӗ. Пӗр-ик уйӑх каялла вӑл «Раҫҫейри чи лайӑх сыр – 2022» конкурса ҫӗнтернӗ.
Регионӑн сентри ҫинче качака тата ӗне сӗтӗнчен ӑсталанӑ 20 тӗрлӗ ытла сыр вырӑн тупӗ. Унсӑр пуҫне — Етӗрнери аш-какай комбиначӗн шӑрттанӗ; «Сырьёзная компания» ҫемье производствинче туса кӑларакан улма-ҫырла чипсӗ тата ытти пылак апат-ҫимӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Атӑл леш енче сунарҫӑсен фестиваль-конкурсӗ иртӗ. Унта сунарҫӑ билечӗ пур ҫынсем (18 ҫултан аслӑраххисем) кӑна хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви.
Фестиваль 12-17 сехетсенче Сосновка поселокӗнче иртӗ. Унта хутшӑнакансене тӗрлӗ конкурс кӗтет. Тӗслӗхрен, сунарта тытнӑ чӗрчунран апат хатӗрлемелле, винтовкӑран пемелле, чӑрмавсене парӑнтармалла.
Конкурса хутшӑнакансене пурне те диплом, сувенир парӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара грамотӑпа, медальпе, хаклӑ парнепе чыслӗҫ.
Паян Мускаври «Коломенское» музей-заповедник территорийӗнче славян искусствин регионсем хушшинчи «Русское поле» (чӑв. Вырӑс уйӗ) XI пултарулӑх фестивалӗ иртет. Пултарулӑх мероприятине Раҫҫей халӑхӗсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне тата Мускав хулине йӗркеленӗренпе 875 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фестивале Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑнӗҫ. Ҫав шутра – халӑх ташшин «Суварята» (чӑв. Суварҫӑсем) ача-пӑча халӑх ансамблӗ (ертӳҫи — Раҫҫей тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов) тата «Родные просторы» (чӑв. Тӑван тӑрӑх) халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Кондратьева).
Чӑвашсем Хусанта иккӗмӗш хут иртнӗ «Этно-fashion» фестивале хутшӑннӑ. Кун пирки Телеграмри чӑвашла каналсенчен пӗри пӗлтернӗ.
Культура фестивалӗнче «Паха тӗрӗ» фабрика хӑй ӑсталакан тумтире кӑтартса панӑ. Чӑваш пикисем наци тумне «Ҫиларман» ушкӑн юрри янӑранӑ, Александр Воробьевпа Олег Вунберов чӗрӗ сасӑпа юрласа чӑваш тумӗн куравне тата илемлӗрех тума пулӑшнӑ.
«Культура кочӗ — пурнӑҫ стилӗ» ятпа йӗркеленӗ ӗҫ-пуҫ Хусанти Г. Камал ячӗпе хисепленекен театр умӗнчи тӳремре иртнӗ.
Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче Пыл сӑпасӗн фестивальне ирттерӗҫ. Унта хӑнасене ҫӗршыври регионсенчен кӑна мар, СССР йышӗнче пулнӑ республикӑсенчен те кӗтеҫҫӗ.
Уяв ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Пӗтӗм расхута «Звениговский» аш-какай комбиначӗн хуҫи Иван Казанков хӑйӗн ҫине илӗ. Уявра дегустацисем, куравсем, концертсем, конкурссем, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ.
Аса илтерер: Сиктӗрме-Хусанкайра нумаях пулмасть чӑвашсем «Уява» пухӑннӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |