Ҫӗртме уйӑхӗн 3-6-мӗшӗсенче Раҫҫей халӑхӗсен тӑван литературисен фестивалӗ иртӗ. Чӑвашсен «Хавал» ушкӑнӗ «Контактри» хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чӑвашсем те хутшӑнӗҫ.
Мускаври фестивале Мальвина Петрова, Александр Блинов (Алпарух) хутшӑнӗҫ. Фестиваль Мускаври Хӗрлӗ тӳремре иртӗ.
Мальвина Петрова ҫӗртмен 3-мӗшӗнче 12 сехет те 15 минутра, ҫӗртмен 6-мӗшӗнче 12 сехет те 30 минутра сӑвӑ вулавӗсенче хутшӑнӗ.
Александр (Алпарух) Блинов ҫӗртмен 4-мӗшӗнче 12 сехетре чӑваш чӗлхи ҫинчен каласа парӗ.
Ҫу уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче Саранскра Атӑл тата Урал тӑрӑхӗнчи композиторсен Пӗтӗм Раҫҫейри XXXI фестивалӗ иртнӗ.
Ҫулсерен йӗркелекен культура мероприятине эпир маларах асӑннӑ тӑрӑхсенчи регионсен тӗп хулисенче черетлентерсе ирттереҫҫӗ. Ӑна унчченхи ҫулсенче Пушкӑртстанӑн, Мари Элӑн, Тутарстанӑн, Удмурт Республикин тӗп хулисенче йӗркеленӗ.
Шучӗпе XXXI хутчен иртнӗ фестиваль программи хор музыкин, халӑх инструменчӗсен музыкин, камера музыкин концерчӗсенчен тӑнӑ. «Фольклор тата композитор» концерт та, «Мордовская легенда» балет-юмах та кӑтартнӑ, ӑсталӑх лаҫҫи те ӗҫленӗ. Фествиале Чӑваш Енри ӑстасем те хутшӑннӑ.
Хӗрлӗ Чутайри «Солнышко» (чӑв. Хӗвелӗш) ача пахчинче Ача-пӑча Фольклориадин фестивальне ирттернӗ. Ӑна Раҫҫейре кӑҫал халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне ирттернӗ май йӗркеленӗ. Сӑмах май, ҫӗртмен 23-мӗшпе 27-мӗшӗсенче Шупашкарта I Ача-пӑча Фольклориади иртӗ — районти мероприятие унта хатӗрленсе ирттернӗ те.
Ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем илемлӗ тумсемпе ташланӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ. Воспитательсем те чӑваш тумӗсем тӑхӑнса хутшӑннӑ. Фестивальте тӗрлӗ номинацисем пулнӑ: халӑх юрри, халӑх ташши, халӑх кӗвӗ инструменчӗсем, чӑваш халӑх вӑййисем.
Хӗрлӗ Чутай районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх фестиваль пурин кӑмӑлне те кайнӑ: ачасем те унта хавассӑн хутшӑннӑ, воспитательсем те пӗтӗм чунне парса ӗҫленӗ.
«Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗ Питӗрти фестивале хутшӑннӑ.
Асӑннӑ хулара юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех «Добровидение» халӑх юррисен фестивалне йӗркелеҫҫӗ.
«Буревестник» социаллӑ культура центрӗн сцени ҫине тухнӑ чӑвашщ ансамбльне куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑ. Халӑх юррисене хальхи майлӑ илемлетсе юрлани те Питӗрти куракансене килӗшнӗ.
Чӑвашсен концерчӗ пӗр сехет ҫурӑ таран тӑсӑлнӑ. Халӑх вӗсен кашни номерне ӑшшӑн йышӑннӑ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Чӑваш Енре культурӑри тата ӳнерти ҫӗнӗ йышши технологисене пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗн грантне уйӑрса парӗҫ.
Укҫана Патӑрьелӗнчи клуб тытӑмне «Анатри чӑвашсен тӗпелӗ» проекта пурнӑҫа кӗртме 100 пин тенкӗ парӗҫ; Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрне «Нумай енлӗ Чӑваш Ен» мода ART-фестивальне ирттерме — 200 пин тенкӗ; Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Чӑваш Енӗн литература маршручӗсем» проект валли — 200 пин тенкӗ, Вӑрмарти ача-пӑчан ӳнер шкулне «РемеслоKreatiff» арт-мастерской валли — 100 пин тенкӗ; «Акация» культура керменне «Пуҫарусен курупки. Ача-пӑча фольклорӗ. Килӗштерсе усӑллӑ ӗҫлекен территори» пӗчӗк халӑхсен фольклор фестивалӗ валли — 100 пин тенкӗ; Сӗнтӗрвӑрринчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Шӗнерпуҫпе паллаш» проекта пурнӑҫлама — 100 пин тенкӗ; Етӗрне районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Ҫӗнӗ ҫӗр хывакан: Аркадий Павлович Айдак» проект валли — 100 пин тенкӗ; Пӑрачкав районӗнчи тӗп клуб тытӑмне «Пӑрачкав парӑсӗсем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен регионсем хушшинчи М. Бочкарев ячӗллӗ фестиваль-конкурсне ирттерме —100 пин тенкӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшенче, 18 сехетре, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Шупашкарта иртекен XV пӗтӗм тенчери кинофестваль уҫӑлӗ.
Ҫав каҫ сцена ҫине Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Кабо тата Нина Шацкая «Пятое время года... Любовь» (режиссёрӗ – Юлия Жженова) юрӑллӑ-кӗвӗллӗ тата поэзи спектаклӗпе сцена ҫине тухӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн оркестрӗ эстрада тата халӑх юррисене илем кӳрӗ, авалхи романссем янӑрӗҫ. Артситсем Александр Пушкин, Сергей Есенин, Василий Жуковский, Афанасий Фет, Борис Пастернак, Игорь Северянин, Белла Ахмадулина сӑввисене вулӗҫ.
Республика уявӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 23-26-мӗшӗсенче, Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри симӗс ылтӑн» фестиваль иртӗ.
Унта Раҫҫейри тата хамӑр патри сӑра савучӗсем, сӑра вӗретекенсем хутшӑнӗҫ, чи лайӑх ӗҫмен дегустацийӗ пулӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку мероприятие кашни ҫулах ирттерме палӑртнине каланӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Ен – Раҫҫейре хӑмла чи нумай туса илекен регион. Пирӗн патра ҫулталӑкра 180 тонна хӑмла пухаҫҫӗ, Раҫҫейӗпе - 7,5-8 пин тонна. Пирӗн республикӑра ҫӗршывра туса илне хӑмлан 90 процентне хатӗрлеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрне уҫнӑранпа 77 ҫул ҫитнӗ. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче театрта «Три подружки» спектакль лартнӑ. Культура учрежденийӗн йӗркелӳҫи, пӗрремӗш директорӗ тата режиссёрӗ Сергей Мерзляков пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра театра Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елизавета Абрамова директор пулса ертсе пырать, илемлӗх ертӳҫи — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов.
Театр труппи 19 артистран тӑрать.
Культура учрежденийӗ ҫулсерен тӗрлӗ фестиваль ирттерет.
Республика кунне кӑҫал Шупашкарпа пӗрлех Куславкка районӗнче те ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен хыпарланӑччӗ-ха.
Уява епле йӗркелессине ӗнер, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, муниципалитетри канашлура сӳтсе явнӑ. Унта республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ.
«Песни России» (чӑв. Раҫҫей юррисем) фестиваль-марафон Куславкка районӗнче иртӗ. Вӑл фестивале йӗркелекенни — Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина. Район хӑнисемпе унта пурӑнакансем валли Надежда Бабкинӑн «Русская песня» ансамблӗ концертпа килмелле.
Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ кӑҫалхипе 16-мӗш хут иртӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ака уйӑхӗн 8-17-мӗшӗсенче пулӗ.
Фестиваль "ТИТИАНиЯ" тата "Болеро" балетсемпе уҫӑлӗ. Вӗсене Мускаври паллӑ постановщиксем Софья Гайдукова тата Константин Матулевский хатӗрленӗ. Ӳнерҫӗ-постановщикӗ - ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи , ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Валентин Федоров. Дирижерӗ - Раҫҫей халӑх артисчӗ, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн ӳнер искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Морис Яклашкин.
Паллах, фестивале ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен, ют ҫӗршывсенчен килӗҫ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче балет фестивалӗ гала-концертпа вӗҫленӗ. Сӑмах май, фестиваль программине кӗртнӗ постановкӑсене "Пушкин карттипе" те туянма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |