Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Марина Карягина ылтӑн лауреат ята тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.10.2023 12:16 | 4796 хут пӑхнӑ
Персона
Марина Карягина архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
Марина Карягина архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Хусанта «Лиффт» пӗтӗм Раҫҫейри VII литература фестивалӗнчен пирӗн ентешӗмӗр Марина Карягина Ылтӑн лауреат ятпа таврӑннӑ. Унтан та ытларах — ҫав сумлӑ фестиваль ҫитес ҫул пирӗн республикӑра иртӗ.

Фестиваль вӑхӑтӗнче, сӑмах май каласан, Мускаври Александр Куприн режиссёрӑн «Амфистроф. Встречное течение» фильмне те хавхаланса сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: фильмра хальхи вӑхӑтри паллӑ та пултаруллӑ чӑваш поэчӗн Марина Карягинӑн пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Раҫҫейри писательсен тата Раҫҫейри кинематографистсен союзӗсен членӗ пирки поэзи анинчи ҫӗнӗ ҫӗре ватакан тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Мӗншӗн тесен Марина Карягина ку сӑмаха чӑннипех те тивӗҫ. Вӑл — халиччен тӗнче поэзийӗнче пулман амфистроф ӑсти. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, ку сӑмах хальлӗхе словарьте те ҫук-ха. Карягина амфистрофӗсем сулахайран сылтӑмалла, сылтӑмран сулахаялла тарӑн шухӑшпа вуланаҫҫӗ. Палиндромра (Марина Карягина ку жанрпа та ҫырать) йӗркесем малтан та, хыҫалтан та пӗр пек вуланаҫҫӗ пулсан, амфистрофра шухӑш пӗлтерӗшӗ улшӑнать, пӗр текстрах икӗ хайлав пулса тухать. «Амфистроф — чӑннипех тӗлӗнтерекен жанр. Тӗнче поэзийӗнче кун пек ҫыракан хальччен пулман», — терӗ фестиваль йӗркелӳҫи Маргарита Аль, Евразири халӑхсен Ассамблейинчи литература канашӗн ертӳҫи, Пӗтӗм тӗнчери писательсен «WOW» организацийӗн президенчӗ.

Фестивале хутшӑнакансене ЮНЕСКОн Ырӑ кӑмӑл элчи Александра Очирова тата Еврази халӑхӗсен ассамблейин правительствӑсем мар организацисен пӗтӗм тӗнчери союзӗн генеральнӑй секретариачӗн ертӳҫи Светлана Смирнова та саламланӑ.

Фильм хӑтлавне хутшӑннисем Марина Карягина пултарулӑхне пӗр шухӑшлӑн ырласа йышӑннӑ май унӑн ӑсталӑхӗнчен татти-сыпписӗр тӗлӗннине чунтан палӑртнӑ. «Марина Карягинӑна эпӗ пуҫласа Шупашкарта, «ГолосА» фестивальте итленӗччӗ. Вӑл пысӑк, асамлӑ, тӗлӗнмелле поэт!», — хавхаланса та ҫунатланса палӑртнӑ Хусанти Айрат Бик-Булатов поэт.

«Лиффт» фестиваль йӗрки тӑрӑх, унӑн ялавне ылтӑн лауреата параҫҫӗ. Ӑна Марина Карягинӑна «тӗнче поэзийӗнче ҫӗнӗ жанр уҫнӑшӑн» панӑ. Палӑртар: хальччен ку фестивале Мускав, Крым, Сочи, Тюмень, Ӗпхӳ, Баку, Турци, Египет ҫыравҫисем ылтӑн лауреат пулса тӑнӑран литература мероприятийӗ ҫав регионсемпе ҫӗршывсенче пуҫтарӑннӑ. Килес ҫул Чӑваш Енре тата Африкӑри Ганӑра иртмелле.

#Кени, #Сочи, #фильмсем, #Хусан, #Турци, #пултарулӑх, #поэтсем, #Мускав, #Крым, #фестивальсем, #Баку, #Египет, #Африка, #Ӗпхӳ, #Тӗмен

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2023.11.01 11:53
Саламлатӑп!!! Маттур!!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем