Шӑматкун, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарта сунарҫӑсен «Охотники Чувашии – 2019» (чӑв. Чӑваш Ен сунарҫисем — 2019) фестиваль-конкурсне пуҫласа ирттерӗҫ. Ӑна республика шайӗнче йӗркелӗҫ. Вӑл Йӑлӑмра 12 сехетре пуҫланӗ.
Фестиваль-конкурса пыракансене тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятине уйрӑмшарӑн та кайма май килӗ, туристсен ушкӑнӗпе те.
Фестиваль-конкурс вӑхӑтӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсемпе пӗчченшер юрлакан артистсем сцена ҫине тухӗҫ. Чи лайӑх сунарӑсене чыслӗҫ. Чӗрчунсене юратакансем валли сунар йыттисен куравне йӗркелӗҫ.
Фестиваль-конкурса Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени, Хула администрацийӗн Йӑлӑмри территори управленийӗ, Чӑваш Енри сунарҫӑсемпе пулӑҫсен пӗрлешӗвӗ тата Шупашкар хулин тӗп вулавӑш тытӑмӗ йӗркелӗҫ.
Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Илтимӗр Ефремов ҫак кунсенче Мускавра ӗҫлӗ тӗлпулусем ирттернӗ. Кун пирки вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Мускавра ӗҫлӗ тӗлпулусем ирттеретӗп... Чӑваш киноӳнерне аталантарас тӗлӗшпе ӗнер Раҫҫей кинематографи пӗрлӗхӗнче пултӑм. Паян вара, Елена Рябцева кинорежиссёрпа Пӗтӗм чӑвашсен пӗрремӗш «Асам» киносценарисен питчингне хутшӑнакансене валли ятарлӑ мастер-классем йӗркелесси пирки тӗлпулса калаҫрӑмӑр. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче (кунне каярах пӗлтеретӗп) унӑн мастер-классӗ иртӗ», — хыпарланӑ Илтимӗр.
Аса илтерер, «Асам» пӗтӗм чӑвашсен IV кинофестивалӗ иртнӗ май киносценарисен питчингне йӗркелеме йышӑннӑ. Кинофестивале чӳк уйӑхӗн 11-15-мӗшӗсенче Шупашкара пуҫтарӑнӗҫ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Республика кунне анлӑн уявлать. Ҫавна май ӗнер Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пиротехниксен ӑмӑртӑвӗ пулчӗ. Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери XII «Асамат» фестивальне пилӗк команда хутшӑнать. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи каҫхине вӗсем хӑйсен конкурс программипе паллаштарчӗҫ. Унта Шупашкарти
«Пироснаб-Поволжье», Питӗрти «Пиротехнические Дворы Петергофа», Мускаври «Салюты лучших коллекций», Сергиев Посадри «Пиро-шоу», Кӑркӑстанри Бишкек хулинчи «ПироМаг» командӑсем хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерствин сайтӗнче командӑсемшӗн сасӑлав пырать. Хальлӗхе Шупашкарти ушкӑн малта пырать. Сасӑлав паян 13 сехетре вӗҫленӗ.
Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене паян чыслӗҫ.
Паян 22 сехет те 30 минутра фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чыслӗ тата фестивалӗн гала-кӑтартӑвӗ иртӗ.
Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫсейри ачасен уҫӑ фольклор фестивалӗ уҫӑлӗ. «Легенды. Сказки. Предания» (чӑв. Халапсем. Юмахсем) ят панӑскере ҫӗртме уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсенче ирттерме йышӑннӑ. Ӑна Республика кунӗ ҫитнине халалланӑ.
Фольклор фестивальне Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ пуҫарнӑ. Мероприятин тӗп тӗллевӗ тесе вӗсем халӑх пултарулӑхне упраса хӑварма тата аталантарма пулӑшасси тесе калаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне Раҫҫейри халӑхсен юрӑпа ташӑ фольклорне те упраса хӑварас тӗллевлӗ. Фестивале ҫӗршывӑн 11 регионӗнчен килсе ҫитмелле.
Фестиваль иртнӗ май финпа угор юмахӗсемпе халапӗсене тӗпе хурса йӗрклеенӗ ача-пӑча ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлӗ.
Тутарстанри Чистай районӗнне кӗрекен Анат Кӑтрата ялӗнче «Юрла, ташла чӑваш ҫынни» ятлӑ фестиваль иртнӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче ҫав ялти хастарсем пуҫарса янӑ.
«Малтанхи ҫулсенче унта ансамбльсем йышлӑ ҫӳрерӗҫ, юлашки ҫулсенче фестиваль ял уявне ҫаврӑна пуҫларӗ тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Ячӗ картне ларсах каймарӗ-и, урӑх сӑлтав-и, инҫетре пурӑнакансене калама хӗн. Йӗркеллӗ финансировани пулсан, тен ҫӗкленӗччӗҫ тесе шутлатпӑр, мӗншӗн тесен ҫакна тума Анати Кӑтратара культура хӑвачӗ пур», — тесе ҫырнӑ Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче.
Иван Ильин ертсе пыракан юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ пур ҫӗре те ҫитсе пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшать иккен. Транспорт пулсан.
Сӑмах май, шӑпах Чистай районӗнчи Анат Кӑтрата ялӗнче республика шайӗнче Уяв ирттерме тытӑннӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар хулинче Урамри кино фестивалӗ иртӗ.
«Кино под открытым небом» (чӑв. Уҫӑ пӗлӗт айӗнчи кино) мероприятие пирӗн республикӑра 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пуҫласа ирттернӗччӗ. Ӑна «Чӑвашкино» киностудипе электрон документацин архивӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ,15-мӗш ҫурт) умӗнче 20 сехетре пуҫланӗ.
Кино юратакансене мультфильмсем, кӗске метрлӑ фильмсем кӑтартӗҫ. Вӗсене иртнӗ ҫул Раҫҫейри ҫамрӑк режиссерсем ӳкернӗ.
Кино куракансен укҫа тӳлемелле мар. Ҫапла-ҫапла. Урамри кино фестивальне пынисем пултаруллӑ ҫамрӑксен ӗҫӗсемпе пӗр пус тӑкакланмасӑрах паллашайӗҫ.
Севастополь хулинчи Л.Н. Толстой ячӗллӗ тӗп вулавӑшра «Язык родной - родник живой» (чӑв. Тӑван чӗлхе — чӗрӗ чӗлхе) фестиваль-концерт иртнӗ. Ӑна Севастополь хулин Правительстви, Севастопольти нацисемпе культура пӗрлешӗвӗсен ассоциацийӗ (унӑн ертӳҫи — Евгений Баккал. Вӑл, сӑмах май, караимсен наципе культура пӗрлӗхне те ертсе пырать иккен) тата Севастополь хулинчи наципе культура центрӗ (ертӳҫи — Ольга Малиновская) йӗркеленӗ.
Севастопольти Андрей Яковлев хастар чӑваш пӗлтернӗ тӑрӑх, концерт-фестивале 20 нацин фольклор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче чӑвашсем те пулнӑ. Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин «Туслӑх» (илемлӗх ертӳҫи — Марина Громенко) фольклор ансамбль пултарулӑхӗпе куракансем кӑмӑлтан паллашнӑ.
Этникӑсен хушшинчи журналистикӑн гильдийӗн «Национальный акцент» (чӑв. Наци акценчӗ) пирӗн ҫӗршывра ҫулла ирттерекен чи лайӑх наци уявӗсене палӑртнӑ. Списока 20 уява кӗртнӗ. Ҫавсен шутӗнче чӑвашсен Акатуйӗ те сумлӑ вырӑн йышӑнать.
Списока пирӗннисен евӗр Акатуй уявсенчен Сабантуйпа уҫнӑ. Чи лайӑх уявсен шутне ҫавӑн пекех удмуртсен «Быг-быг»-ӗ, якутсен «Ысыах»-ӗ, вепс культурин «Древо жизни» (чӑв. Пурнӑҫ йывӑҫҫи) фестивалӗ, вырӑс пултарулӑхӗн «Самоварфест» фестивалӗ, удмуртсен «Кöрбан»-ӗ тата ытти уяв пур.
Чӑваш Акатуйӗ пирки вӑл ака-суха уявӗ, ҫураки пӗтернӗ хыҫҫӑн палӑртаҫҫӗ тесе ӑнлантарнӑ. Кӑҫал ӑна Шупашкарти Анне монуменчӗ патӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уявлама палӑртса хунӑ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнче чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен «Шур ҫӑл» фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ.
Асӑннӑ уяв Пушкӑртстанӑн 9 районӗпе (Ӗпхӳ, Пелепей, Шаран, Ермеккей, Федоровка, Мияки, Мелеуз, Пишпӳлек, Кармаскалӑ) Тутарстанри Анат Чаллӑ хулинчи ачасем пухӑннӑ. 7-18 ҫулхи 178 ача пуҫтарӑннӑ унта.
Ҫакӑн пирки Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗ культурине сыхласа хӑварса ӑна тата та паллӑрах тӑвас, тӑван чӗлхене аталантарас, ҫитӗнекен ӑрӑва наци культурине юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевсене пурнӑҫлать. «Шур ҫӑл» фестиваль учредителӗсем – Пушкӑртстанри Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ, Пишпӳлек район администрацийӗ тата «Родник» агрофирма (ертӳҫи – С.К. Михайлов).
Фестиваль ытти ҫулсенче Алексеевка ялӗнчи Панулми пахчинче иртнӗ. Кӑҫал ҫанталӑк сивӗ пулнине кура уява Пишпӳлекри культура керменне пухӑннӑ.
Ыран, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Элӗкре «Виръял шевлисем» йӑлана кӗнӗ фестиваль иртӗ. Вӑл 19 сехетре пуҫланмалла.
Элӗк район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль-конкурса ҫулталӑкра пӗр хутчен йӗркелеҫҫӗ. Мероприятие унти хкастарсем кӑҫалхипе 24-мӗш хут ирттереҫҫӗ. Ӑна вӗсем регионсен шайне кӑларнӑ.
«Виръял шевлисем» фестивале кӑҫал Элӗк, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Патӑрьел районӗсем хутшӑнӗҫ. Фестивале ҫитес кӑмӑллине тӗрлӗ тӑрӑхри 30 ытла ҫын пӗлтернӗ. Вӗсем — 15-рен пуҫласа 40 ҫул таранчченхисем.
Фестиваль-конкурса хутшӑнакансен чӑвашла икӗ юрӑ юрламалла. Вӑл эстрада юрри, хӑй ҫырнӑ юрӑ, тӗрлӗ мелпе илемлетнӗ чӑваш халӑх юрри пулма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |