Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи ачасем спектакльсем лартса ӑмӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 30.04.2023 19:08 | 1957 хут пӑхнӑ
Культура
Фестивале хутшӑннӑ спектакльти самант. Ҫӑлкуҫ: Шӑмӑршӑ МО
Фестивале хутшӑннӑ спектакльти самант. Ҫӑлкуҫ: Шӑмӑршӑ МО

Эрнекун, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗн тӗп клуб системинче шкул театрӗсен «Асам» фестивалӗн муниципаллӑ этапӗ иртнӗ. Мероприятие Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ.

Фестивале мӗнпурӗ 100 ытла ача хутшӑннӑ, вӗсем 8 шкулта ӑс пухаҫҫӗ. Ачасем спектакльсене чӑвашла та вырӑсла та лартнӑ.

«Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Кивӗ Чукал шкулӗнчи «Сказочники» шкул театрӗ (ертӳҫисем: Денисова Л.И., Малеева Т.М.) ҫӗнтернӗ. «Чӑвашла лартнӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Пуянкасси шкул ачисем ҫӗнтернӗ, театр ӑсталӑхне вӗсене Пушкина Н.И. вӗрентет. «Халӑх тетелӗнче сасӑланӑ чи лайӑх театр» хальлӗхе палӑрман-ха, ҫӗнтерӳҫӗне сасӑлавсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн пӗлтерӗҫ.

«Асам» фестивалӗн республика шайӗнчи этапра Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗн чысне «Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире ҫӗнтернӗ ушкӑн хӳтӗлӗ.

#Пуянкасси, #Кивӗ Чукал, #спектакльсем, #ачасем, #фестивальсем, #Шӑмӑршӑ районӗ, #культура, #Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1288.63.9163
2023.05.04 16:50
Agabazar
Чăвашла лартнă спектакль Шăмăршăра — экзотика?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем