Ҫӗмӗрле хӗрарӑмне 7 ҫул шыранӑ. Ӑна федераци шыравне те панӑ. Нумаях пулмасть ҫав хӗрарӑма тытса чарнӑ.
Ҫӗмӗрле хӗрарӑмӗ ултав ӗҫӗпе аппаланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ҫынсене 1,5 миллион тенкӗлӗх улталанӑ. 2008-2009 ҫулсенче вӑл пӗрле пурӑнакан арҫынпа пӗр ҫынна пурӑнмалли кӗтес йӳнӗпе туянма пулӑшасса шантарнӑ. Ӗненмелле пултӑр тесе хайхискерсем Шупашкарта хӑтлӑ хваттерсем тара тытнӑ. Шупашкар хулин, Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне районӗсен ҫыннисем ҫав хӗрарӑмпа арҫынна 1,5 миллион тенкӗ тыттарнӑ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑсем регион тулашне тухса тарнӑ, телефон номерӗсене улӑштарнӑ.
2010 ҫулта вӗсене федераци шыравне панӑ. Тӑватӑ ҫултан арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна 5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ. Вӑл УДОпа тухнӑ ӗнтӗ. Халӗ хӗрарӑмӑн явап тытмалла. Ӑна Киров полицейскийӗсем тытса чарнӑ. Ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗ. Кӗҫех суд пулӗ.
Чӑваш Енре тӑватӑ «хура реилтора» тытса чарнӑ. Вӗсем куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннӑ преступленисем тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «хура риелторсем» ӗҫкӗҫсемпе, ӑнман ҫемьесемпе ӗҫленӗ, вӗсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Хайхискерсем ҫавсене кӑштах укҫа панӑ, унтан темӗнле документсене алӑ пусма ытнӑ. Лешсем ним пирки те шухӑшламан – хушнине пурнӑҫланӑ. Алӑ пуснӑ хыҫҫӑн хваттер е пӳлӗм «хура риелторсен» аллине куҫнӑ.
Пурӑнмалли кӗтессӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем суда ҫитнӗ, анчах вӗсен тавӑҫне тивӗҫтермен. Халӗ ҫав тӑватӑ ҫын ҫакнашкал 16 преступлени тунине ҫирӗплетнӗ. Вӗсем ҫынсене пӗтӗмпе 8 миллион тенкӗлӗх улталанӑ. «Хура риелторсене» арестленӗ. Вӗсенчен шар курнӑ ҫынсем вара полицие пырса пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
.
Ултавҫӑсем ветерансене те шӑнман пӑр ҫине лартса яма именмеҫҫӗ. Нумаях пулмасть 98 ҫулти ветерана улталанӑ.
Авӑнӑн 19-мӗшӗнче унӑн хваттерне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе газ службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ӑна хваттере кӗртнӗ. Хайхискер 8800 тенкӗ тӑракан прибор лартасси пирки каланӑ. Хӗрарӑм ветеран пулнӑ май ӑна йӳнӗрехпе тума шантарнӑ. Ҫапла ветеран 5300 тенкӗ кӑларса тыттарнӑ.
Газ тухсанах прибор ӗҫлесе каять, кун пирки тӳрех Горгаза пӗлтерӳ ҫитет имӗш. Арҫын ҫапла ӑнлантарнӑ. Специалистсем хӑйсемех килсе юсаса парӗҫ-мӗн.
Анчах кунашкал прибор 600 тенке яхӑн ҫеҫ тӑрать. Ҫапла майпа ветерана улталаса хӑварнӑ, укҫине сӑптӑрнӑ. Вӑл 9 хут ытларах тӳленӗ.
Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти арҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӗне сутнӑ чухне шар курнӑ. Ултавҫӑсем унӑн 39 пин тенкине йӑкӑртнӑ.
Хайхискер пӗр сайтра ӗне сутни пирки пӗлтерӳ лартнӑ. Кӗҫех ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Чулхула облаҫӗнчи фермер хуҫалӑхӗн бухгалтерӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл ӗне туянасшӑн-мӗн.
Арҫынсем калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн сутуҫӑ хӑйӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Карточка хыҫӗнчи виҫӗ хисепе те каланӑ вӑл.
Каярахпа арҫын банкоматра укҫа тӗрӗсленӗ, счет ҫинче 39 пин тенкӗ курсан ӑна ӗне туянакан куҫарса панӑ тесе шухӑшланӑ. Унтан ҫав арҫын каллех шӑнкӑравланӑ, темӗнле йӑнӑш пулнине, квитанци килменнине пӗлтернӗ, ҫавӑнпа сутуҫа укҫана каялла куҫарма ыйтнӑ.
Укҫа куҫарсан хайхискер килекен СМС-ҫырусем мӗне пӗлтернине ӑнланнӑ. Лешӗ унӑн ячӗпе «онлайн-пӳлӗм» тунӑ та вкладри укҫине карточка ҫине куҫарнӑ. Ҫапла майпа сутуҫӑ «бухгалтера» хӑйӗн укҫинех куҫарса панӑ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсем хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнине полицейскисене пӗлтернӗ.
49 ҫулти хӗрарӑм телекуравпа экстрасенс пулӑшу сӗннине курнӑ. Вӑл рекламӑра кӑтартнӑ телефон номерӗпе «парапсихолога» шӑнкӑравланӑ. Лешӗ хӑйӗн яланхи юррине пуҫланӑ: хӗрарӑма питӗ вӑйлӑ пӑснӑ имӗш, ӑна пӗтермелле.
«Парапсихолог» пӑснине телефонпа калаҫсах илнӗ-мӗн. Хӗрарӑм тӑватӑ йӑлана ирттермешкӗн кӗсйинчен 150 пин тенкӗ ним мар кӑларса панӑ, усси пуласса шаннӑ. Хӑйне улталанине вӑл, шел те, кая юлса ӑнланнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Раҫҫей ҫыннисене 10 СИМ-карттӑран ытларах илме чарасшӑн. Ҫакна Раҫҫей банкӗсен ассоциацийӗ пуҫарасшӑн. Банкирсен шухӑшӗпе, ку ултавҫӑсене карас телефон операторӗсен шутӗнчен укҫа вӑрлама чӑрмантарӗ.
Проект пайташӗ Денис Калугин пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе кашни ҫынна 10 СИМ-карттӑран ытлашши туянма чарасшӑн. Ун чухне картӑсене тӗрӗслекен пӗрлӗхлӗ тытӑм тӑвасшӑн.
Банкирсем палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ ултавҫӑсем телефон шучӗсенчен укҫа сӑптӑраҫҫӗ. Кӑҫал акӑ ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче вӗсем ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ вӑрланӑ.
Операторсем ҫынсене номерсем чылай параҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫӗр номер те илет. Ултавҫӑсем укҫана банкри шутран карас телефон шучӗ ҫине куҫарсан, унтан электронлӑ енчӗкрен ӑна илсен вара ултава чарма та ҫук.
Анчах Ҫыхӑну тата Экономика министерствисем ку пуҫарӑва хирӗҫ. Мӗншӗн тесен ку тӳрӗ кӑмӑллӑ абонентсен прависене пӑсать. Ведомство каланӑ тӑрӑх, ку пур-пӗрех ултавҫӑсене тытса чарас ҫук. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫыннӑн мӗн чухлӗ СИМ-карттӑ илес килет, вӑл ҫавӑн чухлӗ туянма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |