Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫула тухас тесе укҫасӑр юлнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.07.2021 19:54 | 935 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
mir-da.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mir-da.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула кайма пуҫтарӑннӑ ҫынсене улталанӑ тӗслӗх нумайланса кайнӑ.

Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен Курильскри хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. 38-ти хӗрарӑм отпускра пулнӑ май Шупашкартан Чулхулана кайса килес тенӗ. Ун валли вӑл ҫынсене турттаракансем валли йӗркеленӗ приложенисенчен пӗринпе усӑ курнӑ. Водитель хӗрарӑма ҫул укҫин пӗр пайне куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм банк карттин реквизитне ҫырнӑ хыҫҫӑн унӑн банк картти ҫинчен 127 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ун хыҫҫӑн «водитель» ҫыхӑнӑва тек тухман.

Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти водитель улталаннӑ. Хусана кайма шухӑшланӑскер ултавҫӑ серепине ҫакланса 62 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

#ултав, #Шупашкар, #Курильск, #Чулхула, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #ҫул-йӗр, #транспорт, #ШӖМ, #укҫа-тенкӗ, #ултавҫӑсем, #пӑтӑрмахсем, #Хусан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем