Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 67 ҫулти арҫын пӗр кунта миллиона яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Вӑл ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ.
Лешӗсем юлашки ҫулсенче анлӑ усӑ куракан ансат меслетпе улталанӑ. Ҫитмӗле ҫывхаракан ватта вӗсем банк картти ҫинчен такам укҫа вӑрласшӑн тесе ӗнентернӗ. Укҫа ют ҫын аллине ан ҫаклантӑр тесен телефон ҫине пынӑ ултӑ цифрӑран тӑракан кода калама ыйтнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм калаҫнӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Арҫын ют ҫынна смс-кода каланӑ хыҫҫӑн унӑн счечӗсенчен пӗрин ҫинчи 978 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Шупашкарти 50 ҫулти арҫын 345 тенкӗсӗр юлнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи 53 ҫулти арҫын – 158 пин тенкӗсӗр. Юлашкинчен асӑннӑ тӗслӗхре телефон ҫине банк счечӗпе усӑ курмалли айсарӑм вырнаҫтарса пама шантарса улталанӑ.
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхи 9 сехетре Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчи укҫана такам вӑрлама пуҫланӑ имӗш.
Палламан арҫын укҫана «ҫӑлмалли» меслет пӗлтернӗ. Хӗрарӑм вӑл каланине пурнӑҫласа пынӑ. Анчах ку укҫана ҫӑлма пулӑшман, пачах тепӗр май – хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчен 800 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ.
Шар курнӑскер кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗр миллиона яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ун патне пӗр этем шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗн пирки вӑл банк ӗҫченӗ тесе улталанӑ. Хӗрарӑмран: « Эсир чӑнахах та кредит илесшӗн-и?» — тесе кӑсӑкланнӑ.
Кивҫене кӗме шухӑшламан хӗрарӑм шикленсе ӳкнӗ, хӑй нимле кредит та илме палӑртманнине пӗлтернӗ. Ултавҫӑ-этем хӗрарӑма пулӑшма шантарнӑ. Телефон кӗпҫин тепӗр вӗҫӗнчи ҫын сӑмахне ӗненсе хӗрарӑм хай сисмесӗрех пӗр миллиона яхӑн тенкӗ кивҫен илсе ҫав укҫана пач палламан ҫынна куҫарса панӑ.
Йӗрке хуралҫисем пули-пулми ҫынна шанмалла маррине, банкпа ҫыхӑнмаллине пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм патне ултавҫӑ 50 хутран ытла шӑнкӑравланӑ. Ҫапах вӑл ӑна шӑнман пӑр ҫине лартса яма пултарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм патне хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Хӗрарӑмӑн кредит пур, ӑна часрах тӳлесе татмалла имӗш. Лешӗ телефон ҫине сарӑм лартмаллине, онлайн майпа ссуда илмеллине пӗлтернӗ. Ку итленӗ, кайран хӑйех ҫав ҫынна 700 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫа куҫсан тин хӗрарӑм йӑнӑш тунине ӑнланнӑ, полицие ҫитсе пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫурлан 27-мӗшӗнче ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакансенчен ултав мелӗпе 2 миллион ытла тенкӗ илнӗ. Пӗр хӗрарӑм патне ултавҫӑ пӗр кунра 50 ытла хутчен шӑнкӑравланӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискер трейдинг интернет-сайта кӗнӗ хыҫҫӑн укҫа-тенкӗ ҫухатнӑ.
Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Финанс аналитикӗ имӗш вӑл. Арҫын ӑна криптовалютӑна сутма вӗрентме шантарнӑ. Ҫапла майпа хӗрарӑм палламан суту-илӳ лапамӗнче счет уҫнӑ.
Хӗрарӑм вара электронлӑ суту-илӳре темех пӗлсе кайман. Вӑл арҫын ярса панӑ программӑсене лартма килӗшнӗ. Арҫын 10 кунра укҫа ӗҫлесе илме пулӑшасси пирки юмах ҫаптарса шанчӑка кӗнӗ.
Аферист хӗрарӑма кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ, пысӑк процент шантарнӑ. Кредита парсанах арҫын хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчи укҫана тӗрлӗ электронлӑ енчӗксем ҫине куҫарнӑ. Хӑй вара ҫухалнӑ. Хӗрарӑм ӑна 1 миллион та 140 пин тенкӗ «парнеленӗ».
Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнче пурӑнакан ватӑ хӗрарӑма ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Хайхискер укҫа реформи пулнине ӗненнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 84 ҫулти хӗрарӑм алӑкӗнчен палламан ҫын шакканӑ. Хайхискер хӑйӗнпе соцӗҫчен тесе паллаштарнӑ. Вӑл ҫӗршывра укҫа улшӑннине пӗлтернӗ. Ҫак соцӗҫчен ҫавӑнтах уҫана улӑштарма сӗннӗ.
Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм палламан ҫынна 15 пин тенкӗ панӑ. Ӑна вара шӳтлӗ укҫа тыттарса хӑварнӑ.
Ӗнер Шупашкарта пурӑнакан 85 ҫулти кинемей полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискере ултавҫӑ шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ, унӑн укҫине вӑрланӑ.
Кинемей патне пӗр хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Хӑй «соцӗҫчен» иккен. Вӑл тивӗҫлӗ канури ҫынсене апат-ҫимӗҫ тивӗҫессине пӗлтернӗ, адреса ыйтнӑ. Хайхи хӗрарӑм кинемейӗн укҫа пуррипе ҫуккипе те кӑсӑкланнӑ. Саккунра улшӑнуесм пулаҫҫӗ-мӗн, ҫавӑнпа вӗсене ылмаштармалла.
Ҫав вӑхӑтрах алӑкран такам шакканӑ. «Нимеҫӗ» иккен. Вӑл карчӑкӑн укҫине илсе тухса кайнӑ. Пӗтӗмпе – 342 пин тенкӗ.
Халӗ полицейскисем ҫав ҫынсене шыраҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсем сахал мар. Вӗсем аккаунта ҫӗмӗрсе кӗреҫҫӗ те урӑх ҫын ячӗпе укҫа ыйтаҫҫе.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑм ав тусӗнчен Инстаграмра ҫыру илсен нумай шутласа тӑман, 500 тенкӗ куҫарса панӑ. Хайхи тус ачи аварие лекни пирки, ӑна часрах хаклӑ йышши операци тумалли ҫинчен ҫырнӑ. Ку ӗненнӗ, укҫа куҫарсан ҫеҫ тусӗ патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗн йӑлтах йӗркеллӗ иккен, хӗрӗ сып-сывах. Халӗ йӗрке хуралҫисем ултавҫӑ кам иккенне палӑртаҫҫӗ.
Ултавҫӑсем сӑн ӳкерчӗк илеҫҫӗ те унпа усӑ кураҫҫӗ, укҫа ыйтаҫҫӗ. Чылай чухне вӗсем пӗр пек текстпах усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑнпа асӑрхануллӑ пулмалла.
Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне 79-ти кинемей пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ун патне хваттере палламан арҫын килнӗ, хӑйӗнпе курьер тесе паллаштарнӑ. Хайхискер урӑх хулара пурӑнакан тӑванӗсенчен парне илсе килнӗ имӗш.
Арҫын хутаҫ тата каялла пама вак укҫа, 2600 тенкӗ, ыйтнӑ. Сдачӑна вӑл парнесемпе пӗрле илсе кӗме шантарнӑ. Анчах каялла вӑл таврӑнман, ҫухалнӑ.
Арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – Шупашкарта пурӑнакан 49-ти ҫын. Унччен вӑл кун пек преступленисемшӗн пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ ҫак арҫын ытти ҫакнашкал преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пухнӑ укҫине йӑлтах ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Укҫи сахал пулман: 2,3 миллион тенкӗ.
Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банкӑн хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхи арҫын унӑн счетне ултавҫӑсем тапӑнни пирки пӗлтернӗ.
Арҫын укҫана илсе «хӑрушсӑр» счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Анчах кун пирки никама та шарлама хушман.
65-ри хӗрарӑм икӗ кун банксене ҫӳресе укҫине алла илнӗ. Банкри ӗҫченрен вара счетпа мӗн пулни пирки ыйтман. Хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине укҫана куҫарсан ҫеҫ ӑнланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |