Пушкӑртстанра пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑм Чӑваш Енри ҫынсене улталаса укҫаллӑ пулнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче япала сутакан ҫынсене шыраса тупнӑ та вӗсем патне шӑнкӑравланӑ.
Пушкӑртсан хӗрарӑмӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн сутуҫӑсен карточки ҫинче пӗр пус та юлман – йӑлтах сӑптӑрса кайнӑ. Хайхискер вӗсене таваршӑн кӑштах укҫа тӳлесе хума шантарнӑ, унтан укҫа темшӗн куҫманнине каланӑ та банкомат патне пырса хисепсене пусма ыйтнӑ. Ҫапла вӑл мобильлӗ банка кӗнӗ. Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм ав унӑн вӑлтине ҫакланнӑ: сусӑрсен кӳмине сутса 4 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ҫак хӗрарӑма тытса чарнӑ. Суд пулнӑ, ӑна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Нумай ачаллӑскер судра ҫапла ӑнлантарнӑ: «Ачасене тӑрантарас тесе, пӗлетӗр-и, эпӗ ним пирки те шутламан».
Тӗнче тетелӗнче кашни утӑмрах – ултавҫӑсем. Ҫавӑнпа ЧР ШӖМӗ асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Халӑх тетелӗсенче ларнӑ чухне ҫынсем мӗн ҫырнине ӗненмеллех-и?
Нумаях пулмасть Улатӑрта пурӑнакан 23 ҫулти хӗр 3 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӑх тетелӗнче аппӑшӗнчен ун патне ҫыру килнӗ, лешӗ укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Йӑмӑкӗ нимӗн шутламасӑрах кӑтартнӑ счет ҫине укҫа куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл аппӑшӗ патне укҫа ҫитнипе ҫименнине пӗлме шӑнкӑравланӑ. Лешӗ вара нимӗнле укҫа та ыйтман, йӑмӑкӗ страницӑна «ҫӗмӗрнӗ» ултавҫӑсемпе ҫырӑннӑ иккен.
Вӑрнарта пурӑнакан 29-ти хӗрарӑм никамран та кивҫен илмен. Анчах пӗр кунхине ун патне пӗлӗшӗ шӑнкӑравланӑ та кивҫене хӑҫан парса татассипе интересленнӗ. Ун патне халӑх тетелӗнче ҫак хӗрарӑмран ҫыру килнӗ-мӗн, укҫа ыйтнӑ. Чӑннипе вара ку ӗҫ – ултавҫӑсен.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан 24-ри хӗр ӗҫ укҫин справкисӗрех кредит илме ӗмӗтленнӗ. Ун патне халӑх тетелӗнче «кредитор» ҫырнӑ, страховкӑшӑн 5 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Укҫа кӑтартнӑ счет ҫине куҫсанах «кредитортан» пӑс та юлман.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫын двигатель туянасшӑн пулнӑ, анчах ун вырӑнне ӑна икӗ михӗ кирпӗч ярса панӑ. Куншӑн вӑл самай укҫа тӳленӗ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫак арҫын полицие килсе йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче Chery Fora автомобиль валли двигатель сутнине курнӑ та кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Сутуҫӑ таваршӑн 27 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ, двигателе транспорт компанийӗ урлӑ ярса пама шантарнӑ.
Посылка килнӗ-ха, анчах унта двигатель мар, икӗ кирпӗч пулнӑ. Арҫын сутуҫӑ патне шӑнкӑравланӑ, анчах лешӗ телефона сӳнтернӗ ӗнтӗ. Полицейскисем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл – Ярославльте пурӑнакан 29 ҫулти арҫын. Ӑна РФ ШӖМӗн Етӗрне районӗнчи уйрӑмне илсе ҫитернӗ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри арҫын лайӑх ӗҫ шыраса ултавҫӑсен аллине лекнӗ. 36 ҫултискер машиниста ӗҫе илесси пирки ҫырнӑ пӗлтерӗве курнӑ та кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Телефона «ӗҫе вырнаҫтаракан уйрӑмӑн пуҫлӑхӗ» тытнӑ.
Хайхискер ӗҫе илмелли условисемпе паллаштарнӑ: документсен копине электронлӑ почтӑна ярса памалла тата смолетпа Сургута вӗҫмешкӗн 7 пин тенкӗ куҫармалла. Ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленнӗ арҫын япӑххи пирки шутламан та – йӑлтах пурнӑҫланӑ.
Анчах 7 пин тенкӗ куҫарса парсанах «ӗҫе вырнаҫтаракан пай пуҫлӑхӗ» ҫухалнӑ. Халӗ полицейскисем ултавҫа тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ тата Канаш районӗсенче пурӑнакан икӗ ҫын ултавҫӑсене аллине лексе шар курнӑ. Хайхискерсем сутса тупӑш тӑвас вырӑнне тӑкак ҫеҫ курнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан 68 ҫулти арҫын ҫӗрулми сутни пирки тӗнче тетелӗнче хыпар лартнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та банкомат патне пыма ыйтнӑ. Хайхискер таваршӑн укҫа тӳлесе хурассине ҫирӗплетсех каланӑ. Сутуҫӑ япӑххи пирки шутламан, ултавҫа банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Ҫапла майпа унӑн счечӗ ҫинчен 65 пин тенкӗ «ураланнӑ».
Канаш районӗнче пурӑнакан 58 ҫулти арҫын ҫапла майпах улталаннӑ. Вӑл утӑ сутнӑ. Ултавҫӑсем ҫав схемӑпах ӗҫленӗ. Ҫак арҫыннӑн карточки ҫинчен 10 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Пӗррехинче Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнчи пӗр сайтра мотобуксировщик йӳнӗпе сутнине курнӑ. Хайхискер лавкка менеджерӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем тавара мӗнле туянмалли, епле илсе ҫитермелли пирки калаҫса татӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн Шупашкар ҫынни сутуҫа 26 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Анчах тавар ун патне ҫитмен, сутуҫӑ вара телефона тытман, пӗр кун пулнӑ сайта вара блокировка тунӑ.
Тӗп хулара пурӑнакан 44 ҫулти арҫын та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче илӗртӳллӗ рекламӑна ӗненнӗ те килӗшнӗ холодильникшӗн 18 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ. Анчах япала палӑртнӑ кун килмен, арҫын сутуҫӑпа ҫыхӑнма хӑтланнӑ, анчах сайт ку вӑхӑта пулман ӗнтӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 78 ҫулти хӗрарӑм участковӑй асӑрхаттарнӑ пулин те ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Кӑҫал юпа уйӑхӗнче тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм телевизорпа рекламӑлакан тавара туяннӑ, ӑна килех килсе панӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та саккасшӑн 750 пин тенкӗ преми пама шантарнӑ. Анчах малтан страховка тумалла, счетшӑн тӳлемелле… Хайхи хӗрарӑм шутсӑр ӗненмелле калаҫнӑ, ватӑскер вара тӗрлӗ счетсем ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ.
Амӑшӗ пӗрмай укҫа куҫарни ывӑлне пӑшӑрхантарнӑ, ҫавӑнпа вӑл участковӑйран пулӑшу ыйтнӑ. Пакунли ватӑскерпе калаҫнӑ, анчах лешӗ унӑн сӗнӗвӗсене шута та илмен.
70 пин тенкӗ ҫухатсан кӑна кинемей тӑна кӗнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӗррехинче Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм патне электронлӑ почтӑна «телей ҫырӑвӗ» килнӗ. Аякри тӑванӗ вилсе кайнӑ-мӗн, унӑн шанчӑклӑ ҫыннисем унран пысӑк эткер юлнине пӗлтернӗ. Эткерҫи пӗртен-пӗр вӑл кӑна-мӗн.
Кӑштахран каллех ҫыру килнӗ: эткере ахаль кӑна илме ҫук иккен, малтан кирлӗ документсене хатӗрлемелле. Кун валли вара укҫа кирлӗ. Савӑнса кайнӑ хӗрарӑм укҫи-тенкине шеллемен, лешсем ыйтнӑ счет ҫине куҫарнӑ та куҫарнӑ… Эткере тивӗҫес тесе кредитсем те илнӗ. Хайхискер пӗтӗмпе 1 миллион та 400 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Паллӑ ӗнтӗ: кун хыҫҫӑн «шанчӑклӑ ҫынсенчен» шӑрши-марши те юлман. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри ҫынсем ултавҫӑсен серепине тӑтӑшах ҫакланаҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 59 ҫулти арҫын та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ.
Пӗррехинче ун патне хӗр шӑнкӑравланӑ та укҫа тавӑрма пулӑшма шантарнӑ. Вӑл пирамидӑна хывнӑ укҫа-тенке тавӑрса пама пулӑшакан компани консультанчӗ-мӗн. Чӑнах та, унччен арҫын панкрута тухнӑ микрофинанс организацине укҫа хывнӑ пулнӑ.
Хӗр нухрата тавӑрма питӗ ҫӑмӑл пулнине ӑнлантарнӑ: телефон ҫине ятарлӑ программа кӑна лартмалла. Ӑна вӑл телефон ҫине ярса панӑ. Шупашкар ҫынни йӑлтах пурнӑҫланӑ та… каллех укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Хайхискер хӗре онлайн-банка кӗмелли парольсене каланӑ. Темиҫе минутран ҫыхӑну татӑлнӑ, банк карточки ҫинчен 20 пин тенкӗ ытла «хырса» кайнӑ.
Етӗрнере пурӑнакан арҫын хӑйӗн машини валли двигатель саккас пама шутланӑ. Анчах посылкӑра кирлӗ япала килмен, ултавҫӑсем кирпӗч тултарнӑ михӗсем ярса янӑ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫак 46 ҫулти арҫын полицие ҫитнӗ, ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ. Тӗнче тетелӗ урлӑ двигатель саккас парса ӑна Ярославль хулинчен транспорт компанийӗ урлӑ ҫитерме палӑртнӑ-мӗн.
Етӗрне арҫынни таваршӑн кӑштах укҫа та тӳлесе хунӑ: 3 пин тенкӗ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑ посылка накладнойӗн копине кӑтартнӑ. Вара 46-ри арҫын ытти укҫана – 24 пин тенке – куҫарнӑ. Анчах двигатель вырӑнне кирпӗч ҫитнӗ.
Халӗ полици ултавҫа тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |