Банкра ӗҫлекен ҫамрӑк специалист ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Ҫапла вӑл 25 пин тенкӗ ҫухатнӑ.
19 ҫулти хӗр патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл финанс учрежденийӗн ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер пӗлтернӗ тӑрӑх, ултавлӑ майпа пама хатӗрленнӗ кредита чарса лартмалла. Хӗр палламан ҫын каланине пурнӑҫласа пынӑ та 25 пин тенкине ҫухатнӑ.
Хӗр хӑйне улталани пирки полицие пырса каласа кӑтартнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Шупашкарта троллейбус водительне ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Вӑл вӗсене 1,75 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку укҫана арҫын кредит илнӗ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне "Мускаври йӗрке хуралҫи" шӑнкӑравланӑ.
Шупашкарти 38 ҫулти арҫын та самай пысӑк укҫасӑр юлнӑ. Хӑйӗнпе "Тӗп банк ӗҫченӗ" тесе паллаштарнӑ арҫын ӑна пухнӑ 755 пин тенкине урӑх счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне кредит илтернӗ. Ҫапла вӑл ултавҫа 2 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа ҫыру ҫӳретме тытӑнса кайнӑ. Хайхи этем хӑйӗнпе Корея арҫынни, режиссёр тесе паллаштарнӑ.
Кӑштахран арҫын дипломати почти урлӑ посылка ярса панине ӗнентернӗ. Анчах ӑна илме «йывӑрлӑх» сиксе тухнӑ тесе каланӑ. Хӗрарӑма малтан таможня укҫине тӳлеме ыйтнӑ, унтан — налукшӑн.
Ҫапла майпа хӗрарӑм 100 пин тенкӗ ытларах куҫарса панӑ.
Хӑйне шӑнман пӑрпа лартса янине ӑнланса илсен хӗрарӑм пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм пылесос туянас тенӗ. Лайӑхскерне, чаплӑскерне, хаклӑскерне. Ӑна вӑл маркетплейссенчен пӗри урлӑ саккас панӑ.
Тавар килессе килнӗ-ха. Анчах пылесос вырӑнне шыв тултарнӑ канистра ярса панӑ.
Улталаннӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне васканӑ, вӗсене ултавҫӑсене явап тыттарма ыйтса ҫӑхавланӑ.
Пакунлисем РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйипе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Куславкка районӗнчи 67 ҫулти хӗрарӑм патне мессенджерта палламан ҫын шӑнкӑравласа хӑйӗнпе йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, такам ун ячӗпе кредит илесшӗн, унӑн ҫулне пӳлес тесен кредит илсе укҫана урӑх счет ҫине куҫармалла имӗш.
Хӗрарӑм итленӗ, банка кайса кредит илнӗ, унта ӗҫлекенсене укҫа пӳрт тӑрри юсама кирлӗ тесе суйнӑ. 300 пин кредит илсен хӗрарӑм Шупашкара кайнӑ, унта укҫана пайӑн-пайӑн тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ.
Шупашкарти 59 ҫулти хӗрарӑма ултавҫӑсем хӑратса пӑрахнӑ. Вӗсене ӗненсе вӑл ют счет ҫине 5 миллион ытла куҫарнӑ.
Ун патне хӑйӗнпе йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ арҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн харпӑр даннӑйӗсене ют ҫынсем пӗлнӗ, вӗсем ун ячӗпе кредит илсе укҫана Украинӑна ярасшӑн имӗш. Ҫапла ан пултӑр тесе палламан ҫын хӗрарӑма кредитсем илме, укҫана хӑй каланӑ счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ӑна ӗненсе вӑл хӑй пухнӑ 430 пин тенке тата кредит илнӗ 5 миллион та 318 пин тенке куҫарса панӑ.
Хӗрарӑм хӑйне улталанине банкри харпӑр кабинета кӗрсен кӑна ӑнланнӑ. Унта вӑл илнӗ кредитсем хупӑнманни курӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк арҫын маркетплейсра ӗҫлесе илес тенӗ те укҫасӑр юлнӑ.
32 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, ун патне хушма укҫа ӗҫлесе илме сӗнсе ҫырнӑ ҫыру мессенджерсенчен пӗринче ҫитсе выртнӑ.
Кунне 15-шер пин тенкӗ таран хушма укҫа тума пулать тесе ӗнентернӗ хайхисем. Ҫапла путӑр тесен нумаях та кирлӗ мар-мӗн, тавар айне «килӗшет» текен паллӑ лартмалла тата хӑш-пӗр продукцие туянмалла. Тӑкака ӗҫ укҫипе пӗрле саплаштарма шантарнӑ.
Арҫын 164 пин тенкӗлӗх тавар туяннӑ. Укҫана каялла тавӑрма май килмен.
Шупашкарти 41 ҫулти хӗрарӑм кредитсем илсе тултарса вӗсене ултавҫа куҫарса панӑ. Хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине вӑл кайран кӑна ӑнланнӑ.
Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче ун патне «банкӑн пулӑшу службин ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн счетне ҫӗмӗрнӗ, такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗн. Хӗрарӑм счета блокировка тума ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫленӗ, ку пулӑшмассине ӑнлантарса мӗн тумаллине каласа пынӑ. Кайран хӑйсемпе «йӗрке хуралҫи» тесе паллаштарнӑ ҫынсенчен те шӑнкӑравсем килме пуҫланӑ.
Шупашкар хӗрарӑмӗ аферистсем каланипе темиҫе банкра кредит илнӗ. Укҫана вӑл тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ. Ҫапла вӑл 3 миллион та 450 пин тенкӗ ултавҫӑсене панӑ. Хӑйне улталанине хӗрарӑм укҫа пӗтсен, кредит пама пӑрахсан кӑна ӑнланнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм мессенджерта пуҫлӑхӗнчен ҫыру килнӗ тесе ӗненнӗ те питӗ пысӑк укҫа ҫухатнӑ.
Ҫырура "пуҫлӑх" унӑн йӗрке хуралҫисемпе тата банк ӗҫченӗсемпе калаҫмаллине пӗлтернӗ. Хӗрарӑма номер пуҫлӑхӑн пулманни те, унӑн сӑнӳкерчӗкӗ ҫукки те иккӗлентермен.
Кӗҫех ун патне шӑнкӑравланӑ. Палламан ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн счечӗсене такам тапӑннӑ, ҫавӑнпа кредит илсе укҫана "хӑрушсӑр счет" ҫине куҫармалла имӗш. Хӗрарӑм вӑл каланине итлесе кредит илнӗ 2 миллион тенке ултавҫӑ счечӗ ҫине куҫарнӑ.
Улатӑрти 64 ҫулти хӗрарӑм пухнӑ 2 миллион та 950 пин тенкине кӑна мар, кредит илнӗ 200 пин тенке те ултавҫа куҫарса панӑ.
Ун патне палламан хӗр шӑнкӑравланӑ. Вӑл Тӗп банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер хӗрарӑма такам унӑн харпӑр кабинетне кӗнине, счет ҫинчи укҫа ҫухалма пултарассине каланӑ. Ӑна упраса хӑварас тесен урӑх счет ҫине куҫармалла-мӗн.
Хӗрарӑм банка кайса хӑйӗн укҫине, 2 млн та 950 пин тенке, илнӗ. Кунсӑр пуҫне хваттер юсама кирлӗ тесе банкран 200 пин тенкӗ илнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫа 3 млн тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |