Шупашкар хулинче 9 ҫулти ача хӑйӗн ашшӗ ячӗпе микрозайм илнӗ, ӑна вӑл ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Виҫҫӗмӗш класра вӗренекен арҫын ача онлайн-вӑйӑ валли виртуаллӑ валюта туянас тенӗ. Интернет-платформӑсенчен пӗринче вӑл видео пӑхнӑ, ун айӗнче ҫамрӑк вӑйӑҫа илӗртмелле каҫӑ пулнӑ. Ҫавӑнта кӗрсе кайса ача мессенджерсенчен пӗринчи чата лекнӗ.
Унта ӑна вӑйӑ валюти туянма сӗннӗ. Каланине итлесе ача хӑйӗн ашшӗ ячӗпе кивҫен укҫа илсе 54 пин тенке ют счет ҫине куҫарса панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 64 ҫулти арҫын патне мессенджерта палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Ҫав хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи харпӑр кабинета ҫӗмӗрнӗ иккен. Кунпа усӑ курса ултавҫӑсем унӑн ячӗпе кредит илесшӗн имӗш.
Ҫак хӗрарӑм хушнипе арҫынпа арӑмӗ банка 500 пин тенкӗ кредит илме кайнӑ. Укҫана вӗсен «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла пулнӑ.
Банк менеджерӗ сисчӗвленнӗ: арҫын пӑлханнӑ, ыйтусене йӗркеллех хуравламан. Банк ӗҫченӗ ултавҫӑсем усӑ куракан мел пирки каласа кӑтартсан тин арҫын йӑлтах каласа панӑ. Менеджер ӑна полицие кайма сӗннӗ.
Мария Большакова менеджера вара ШӖМӗн Тав хучӗпе чысланӑ.
Шупашкарти 32-ри хӗрарӑм Леонардо Ди Каприопа курнӑҫма ӗмӗтленнӗ. Тӗнче тетелӗнче унпа ҫыхӑнас тесе комментарисем хӑварнӑ, ҫырусем янӑ. Кӗҫех ун патне электронлӑ ҫыру килнӗ, Ди Каприоран-мӗн. Актер ӑна юратнине пӗлтернӗ. Вӗсем 5 уйӑх хутшӑннӑ.
Кайран ӑна суперфанатсен йышне кӗме сӗннӗ, ҫапла актерпа видео урлӑ калаҫма пулать иккен. Анчах ку укҫалла-мӗн. Хӗрарӑм 80 пин тенкӗ кредит илсе куҫарса панӑ.
Анчах вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнине чухламан.
Хайхи «актер» видео урлӑ чӑнах та шӑнкӑравланӑ. Анчах - пӗр ҫеккунтлӑха кӑна. Хӗрарӑм ӑна курса та юлайман.
Кайран вӗсем малалла ҫырӑннӑ. «Леонардо ди Каприо» Шупашкара килме шантарса ҫул укҫишӗн тӳлеме ыйтнӑ. Ӑна каялла тавӑрса парать имӗш. Ҫавӑн чухне тин 32-ри хӗрарӑм вӑл Голливуд ҫӑлтӑрӗпе мар, ултавҫӑпа калаҫнине ӑнланнӑ.
Улатӑр хулинче пурӑнакан хӗрарӑм каллех улталаннӑ. Малтанхинче вӑл газ уҫлакан предприятие инвестици хывас тесе ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ, хальхинче хӑйӗн патне банк ӗҫченӗ тесе шӑнкӑравланӑ этеме ӗненнӗ.
53-ри хӗрарӑм пакунлисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл ӑна такамсем ун ячӗпе 199 пин тенкӗ кредит илесшӗн тесе тыттарнӑ. Укҫана «хӑрушсӑр» счет ҫине куҫарма ыйтнӑ. Каланине итленӗ хӗрарӑм. Тепӗр кунне вӑл тата тепӗр 78 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫапла майпа вӑл икӗ кунта 277 пин тенкӗсӗр тӑрса та юлнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кредит учрежденийӗсенчен пӗринче ӗҫлекен 54 ҫулти кассир патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ.
Хӑйӗнпе вӑл Тӗп банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ӑна вӑл Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи уйрӑм пӳлӗмне ватнӑ, кредит илме хӑтланаҫҫӗ тесе ӗнентернӗ.
Хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Унтисем ӑна ултавҫӑсем тесе хуравланӑ. Апла пулин те кассир ют ҫынпа ҫыхӑну тытма пӑрахман, 150 пин тенкӗ кредит илсе куҫарса панӑ.
Шупашкарти 31 ҫулти арҫын Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче ултавҫӑсене 1 млн та 700 пин тенкӗ кусарса панӑ. Йӑлтах раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланнӑ.
Ун патне телефон ҫыхӑнӑвӗн операторӗн ӗҫченӗ ҫыхӑннӑ имӗш. Арҫынран номере упраса хӑварас кӑмӑл пурри-ҫуккипе кӑсӑкланнӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне палламан ҫынсем шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Вӗсем - банк, полици, патшалӑх палӑшӑвӗсен порталӗн ӗҫченӗсем имӗш. Хайхи Шупашкар арҫыннӑн аферистсене тытса чармалла-мӗн. Ҫапла вӑл виҫӗ банкра кредит илсе ултавҫӑсене 1 млн та 700 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 14 ҫулти ача карас телефонӗ туянас тенӗ. Ӑна Ҫӗнӗ ҫулта ҫывӑх ҫыннисем укҫа парнеленӗ. Ача ҫав укҫапа ҫӗнӗ йышши телефонлӑ пулма ӗмӗтленнӗ.
Смартфон сутасси ҫинчен калакан пӗлтерӗве каччӑ паллӑ мессенджерсенчен пӗринче асӑрханӑ. Ун пек телефон 100 пин тенкӗ ытла тӑрать. Пӗлтерӳре телефона 10 пинрен те йӳнӗрехпе туянма май пуррине пӗлтернӗ.
Ача Ҫӗнӗ ҫулта хӑйне парнеленӗ укҫана, 11 пин тенке, куҫарса панӑ. Анах унтан татах укҫа ыйтнӑ. Каччӑ хӑйне улталанине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 80 ҫулти кинемей хваттерсӗр тӑрса юласран хӑранипе укҫасӑр юлнӑ.
Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ватӑ хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе следователь тесе паллаштарнӑ. Ҫав ҫын кинемее унӑн хваттерне ют ҫынсем сутса янӑ, халӗ банкри укҫана илесшӗн тесе ӗнентернӗ. Укҫасӑр тӑрса юлас мар тесен ӑна хӑрушсӑр счет ҫине куҫаса ямалла тенӗ.
Банк ӗҫченӗсене кинеми укҫа кирлӗ пулса тухрӗ тесе каланӑ. Ҫапла вара 80-ри хӗрарӑм 450 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Шупашкарти 64 ҫулти арҫынна ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Вӑл вӗсене 1 миллион тенкӗ тыттарса янӑ.
Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Полици ӗҫченӗ имӗш вӑл. Хайхискер ӑна банкра такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланнине ӗнентернӗ. Кайран тепӗр ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Вӑл арҫынна укҫине счет ҫинчен илме, ӑна курьера парса яма ӳкӗте кӗртнӗ. Ӗненмелле пултӑр тесе ултавҫӑсем полицейскин суя удостоверенине ӳкерсе ярса панӑ.
Ҫапла Шупашкар арҫынни палламан ҫынна 1 миллион тенкӗ тыттарса янӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри ватӑсене Новосибирскри 19 ҫулти хӗр улталанӑ. Вӑл вӗсене тата Костромари ватӑсене 1,5 миллиона яхӑн тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
«Сирӗн тӑванӑр ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ» схемӑпа усӑ куракансен капкӑнне Костромари 4 ватӑ, Шупашкарти 2 пенсионер ҫакланнӑ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пакунлисенченчен Шупашкарта пурӑнакан 99 ҫулти кинемейӗн мӑнукӗ пулӑшу ыйтнӑ.
Ют хӗр пенсионеркӑна мӑнукӗ инкеке лекнӗ, ӑна пула ҫынсем аманнӑ, вӗсене сиплеме укҫа кирлӗ тесе тыттарнӑ. Унтан хӗр кинемей патне килне пынӑ, вӑл унӑн ҫур миллион тенкине тата укҫапа юнашар упраннӑ ылтӑн япалисене йӑтса тухса кайнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ултавҫӑ-хӗре тытса чарнӑ. Ӑна суд 2 ҫуллӑха тӗрмене хупса хунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |