Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераци Канашне Ҫырупа тухрӗ. Мӗнле ҫӗнӗлӗхсем кӗтеҫҫӗ ҫӗршыв ҫыннисене?
Президент шкула каякан кашни ачашӑн 10 пин тенкӗ пама сӗнчӗ. Ку йыша 1-мӗш класа кайма хатӗрленекенсем те кӗреҫҫӗ. Тӳлеве ҫурла уйӑхӗн варринче парӗҫ.
Ашшӗсӗр е амӑшӗсӗр ӳсекен 8-16 ҫулсенчи ачасене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 5650 тенкӗ /Раҫҫейри вӑтам виҫе/ пама йышӑнчӗ. 7 ҫул тултарман ачашӑн илнӗ «больничнӑя» ӗҫ стажне пӑхмасӑрах шалӑвӑн 100 процентне тӳлес ыйтӑва ҫитес вӑхӑтра татса пама шантарчӗ.
Ача кӗтекен хӗрарӑмсене те пулӑшӗҫ. Малтанхи вӑхӑтрах шута тӑнӑ, пурнӑҫра йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсене уйӑхсерен укҫа тӳлӗҫ. Раҫҫейре ку виҫе вӑтамран 6500 тенкӗпе танлашӗ.
Владимир Путин Правительствӑна ачаллӑ ҫемьесене пулӑшмалли мерӑсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хатӗрлеме хушнӑ.
Пӗлтӗр республикӑра кашни ӗне пуҫне укҫа панӑччӗ. Кӑҫал та ку йӑлана малалла тӑсасшӑн-мӗн. Анчах тӳре-шара калаҫнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхинчен 100 тенкӗ ытларах тӳлесшӗн. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ял хуҫалӑх министерстви.
Ведомство кӑҫал та ӗне усракансене укҫан пулӑшма сӗннӗ. Пӗр ӗнешӗн – 2400, икӗ ӗнешӗн – 3400-шар тенкӗ, виҫӗ тата ытларах ӗнешӗн 4400-шар тенкӗ парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗр ку виҫе 100 тенкӗ сахалрах пулнӑ. Пӗр выльӑхшӑн – 2300, икӗ выльӑхшӑн 3300-шар тенкӗ, виҫӗ тата ытларах выльӑхшӑн 4300-шар тенкӗ панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 643 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Малтан ун патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ҫавскер хӗрарӑмӑн банки картти ҫинчен такамсем укҫа вӑрлама хӑтланнине ӗнентернӗ, ултавҫӑсене тытса чарма пулӑшма ыйтнӑ. Кайран тата тепӗр ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе прокуратура ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхи этем хӗрарӑма мӗнпур укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Каланӑ — тунӑ: 29-ти хӗрарӑм 188 пин тенке куҫарса та панӑ. Ултавҫӑсем унпах ҫырлахман-ха. Хӗрарӑма 455 пин тенкӗлӗх кредит илме ыйтнӑ. Ӑна та хӗрарӑм паллӑ мар счет ҫине ӑсатнӑ.
Хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине хӗрарӑм виҫӗ кунтан ҫеҫ ӑнланса илнӗ.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ, халӗ ҫӗршыв сенаторӗ, Федераци Канашӗн элчи Николай Федоров пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ? Вӑл деклараци тӑратнӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Федоров пӗлтӗр 6502875 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, унӑн мӑшӑрӗ вара – 793839 тенкӗ. 2019 ҫулпа танлаштарсан, Николай Федоров ҫавӑн чухлех ӗҫлесе илнӗ.
Сенаторӑн харпӑрлӑхӗнче 265 тӑваткал метрлӗ хваттер пур, арӑмӗн – виҫӗ ҫӗр лаптӑкӗ, пурӑнмалли икӗ ҫурт, виҫӗ хваттер. Кунсӑр пуҫне экс-президент хваттерпе, дачӑпа, «ГАЗ М-21» машинӑпа усӑ курать.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче хуҫасӑр йытӑсене усрамалли приют уҫӗҫ. Ку хыпара Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ.
Республика ертӳҫи ӗнер Шупашкар районӗнче пулнӑ. Ҫавна май вӑл приюта хатӗрленипе те паллашнӑ.
Сӑмах май каласан, кӳкеҫсем хуҫасӑр йытӑсем йышлине тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче тӑтӑшах пӗлтеретчӗҫ. Ун пеккисем ытти тӑрӑхра та пур. Йытӑсене персе пӑрахма юрамасть – чӗрчунсене хӳтӗлекенсем ҫакӑн пирки вӗҫӗмех сӑмах хускатаҫҫӗ.
Приют тума республика хыснинчен укҫа уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Пурӗ 8 миллион тенкӗ. Хуҫасӑр йытӑсене район центрӗнчи ветеринари станцийӗ пулнӑ вырӑнта усрӗҫ. Малтанласа унта 15 йытӑ усрамалӑх вырӑн пулӗ, республика хыснинчен укҫа уйӑрсан – 150 йытӑлӑх.
Приютра ӳлӗмрен ҫулталӑкне 3 пине яхӑн йытта стерилизацилеме, вакцинацилеме тата сиплеме май килӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ икӗ уйӑхра кӗсйине 800 пин ытла тенкӗ чикнӗ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче вӑл суя документсем хатӗрленӗ. Ҫапла вӑл почта уйрӑмӗн кассине хӑйӗн 860 пин тенкине хунӑ имӗш.
Документсене хатӗрленӗ хыҫҫӑн ҫав укҫа пуҫлӑхӑн счечӗ ҫине куҫнӑ. Хӗрарӑм ӑна ӗҫри компьютерпа усӑ курса куҫарнӑ. Приговор вуланӑ чухне хӗрарӑм тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарнине, унӑн пӗчӗк ачасем пулнине шута илнӗ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан тепӗр ҫын миллионера тухнӑ. «Столото» пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 5 миллион ытла тенкӗ выляса илнӗ. Анчах хальлӗхе укҫана илес ыйтупа килмен-ха.
Паян «Спортлотора» пирӗн ентеше ӑннӑ. Вӑл 28, 8, 21, 13, 34, 4 хисепсене пӗлсе суперпарнене, 5030476 тенкӗ, выляса илнӗ. «Столото» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын укҫа патне килмен. Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: вӑл билета киоскра 400 тенкӗпе туяннӑ.
Сӑмах май, кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан ҫын лотерейӑра 4,2 миллион ытла тенкӗ выляса илнӗ.
Паян ирхине 7 сехетре Красноармейски районӗнчи Карайра шыв башни йӑтӑнса аннӑ. Тӳрех каламалла: ӑна пӗлтӗр ҫеҫ республика хыснинчи укҫапа лартнӑ.
ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, подряд организацийӗ башньӑна лайӑх ҫирӗплетмен, япӑх ҫанталӑкра ӗҫленӗ. Подрядчик ҫӗнӗ башня туяннӑ вӑхӑтра ял ҫыннисем шывсӑр ан ларччӑр тесе вӑхӑтлӑха киввине вырнаҫтарӗҫ. Подрядчик ҫӗнӗ башня саккас панӑ ӗнтӗ, ӑна гаранти срокӗпе тӳлевсӗрех лартса парӗҫ.
Палӑртмалла: кӑҫал республикӑра 99 башньӑна юсама укҫа уйӑрӗҫ.
Ҫӗнтерӳ уявӗ ячӗпе Чӑваш Енри ветерансене те укҫа парӗҫ. Палӑртмалла: ку хавхалантарӑва 2019 ҫултанпа Раҫҫейри мӗнпур ветерана параҫҫӗ. Вӑл 10 пин тенкӗпе танлашать. Ку укҫана республикӑри 254 ветеран тивӗҫӗ.
Укҫана илес тесен нимӗн те ҫырмалла мар. Ветерансене ӑна ака уйӑхӗнче пенси укҫипе парӗҫ. Республикӑра пурӑнакан 254 ветеранран 52-шӗ – сусӑр, 202-шӗ вӑрҫа хутшӑннӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр 10 пин тенке республикӑра 404 ветеран тивӗҫнӗ. Шел те, вӗсен йышӗ кашни ҫулах сахалланса пырать.
Чӑваш Енре пушарта шар курнӑ ҫынсене укҫан пулӑшма палӑртнӑ. Ку проектпа ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче паллаштарнӑ.
Пушарта ҫуннӑ ҫемьене кашни ҫын пуҫне 10-шар пин тенкӗ парасшӑн. Енчен те хуралтӑ таврашӗ (мунча, гараж, сарай тата ытти) ҫунса кайсан кӑшт сахалрах укҫа парӗҫ. Ун чухне пулӑшу 5 пин тенкӗпе танлашӗ. Республика хыснинче ҫынсене кунашкал пулӑшу пама укҫа пӑхса хунӑ ӗнтӗ.
Аса илтерер: Канашри Разин урамӗнчи ҫуртра пушарта шар курнӑ ҫынсене укҫан пулӑшнӑ. Ун чухне ҫуртӑн тӑрри ҫуннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |