Чӑваш Ен Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Алесей Лукшина шаннӑ.
2015 ҫулхи утӑ уйӑхнчен пуҫласа Алексей Петрович Шупашкарти 45-мӗш шкул директорнче ӗҫленӗ. Асӑннӑ вӗрентӳ учрежденийӗ Ахазов урамӗнче вырнаҫнӑ. 2006 ҫулта Лукшин Мускаври патшалӑх уҫӑ университетӗнче юриспруденци енӗпе вӗреннӗ. 2010 ҫулта вӑл виҫӗ аслӑ шкулта квалификацие тӗрлӗ енӗпе ӳстернӗ.
Министрӑн пӗрремӗш ҫумн пуканӗ Алевтина Федоровӑна (халӗ вӑл — Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй) ӗҫрен хӑтарнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.
Ӗнер министрӑн ҫумне Илья Царевские ӗҫрен кӑларнӑ. Ку пукана паян Николай Жуков йышӑннӑ.
Йӗпреҫ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Сергей Горбунов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ вӑл республикӑри ял тӑрӑхӗсенчен пӗринче депутат шутланать иккен. Тӳре-шара пулнӑ ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, района нумай ачаллӑ ҫемьене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме 2,2 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ҫурт тума район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӗн паллаканне сӗннӗ, ӑна аукционта ҫӗнтерме пулӑшнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Лешӗ, чӑн та, ӗҫе пурнӑҫланӑ. Ҫемьене ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине те тыттарнӑ. Анчах ҫурт санитари нормипе те, строительство нормипе те килӗшсе тӑман.
Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Инна Антоновӑна ӗҫрен кӑларнӑ.
Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Министерствӑра пысӑк вырӑн йышӑн йышӑннӑ тӳре-шарана ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине ӗҫлӗ хутра ӑнлантарса тӑман. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Инна Антонова Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине 1994 ҫулта ӗҫе вырнаҫнӑ. Вӑл пай пуҫлӑхӗ, министр ҫумӗ, министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Евгения Константинова ҫак кунсенче 101 ҫул тултарнӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнине кура тӳре-шара ӑна видеоҫыхӑну урлӑ саламланӑ.
Евгения Константинова – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ, Беларуҫе ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Хӗвелтухӑҫ Прусси таран ҫитнӗ. Сержант ятне илнӗскер тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне тивӗҫнӗ.
Вӑл 1950 ҫулччен тӑван колхозӗнче ӗҫленӗ. 1950-1961 ҫулсенче Ҫӗрпӳри телеграфра тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен ялти лавккара вӑй хунӑ. Халӗ Шупашкарта хӗрӗ патӗнче пурӑнать.
Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн коллективне ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарнӑ.
Юрий Бабаев Хусанти патшалӑх медицина институтӗнчен 1991 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл «стоматолог» специальноҫӗн дипломне алла илнӗ. Медицина наукисен кандидачӗ. Врачсен пӗлӗвне ӳстермелли институтра пӗлӳ шайне ӳстернӗ.
Владимир Степанов Бабаевпа Инстаграмра паллаштарнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Юрий Бабаев врач пулса 29 ҫул ӗҫлет.
Сӑмах май, «Фармаци» предприятин унчченхи пуҫлӑхӗ Ольга Казарина кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ӗҫрен кайнӑ.
Паян Чӑваш Енри Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑя ҫирӗплетнӗ. Ку тивӗҫе пурнӑҫлама 46 ҫулти Алевтина Федоровӑна шаннӑ. Унӑн кандидатурине малтан Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй пӑхса тухса ырланӑ. Чӑваш парламенчӗн паянхи сессийӗнче вара 41 депутатран 36 депутат Алевтина Федоровӑшӑн пулнӑ.
Алевтина Федорова Чӑваш Ен вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче гуманитари пӗлӗвне илнӗ, кайран Мускаври М.А. Шолохов ячӗллӗ патшалӑхӑн гуманитари университетӗнчен патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ енӗпе вӗренсе тухнӑ.
Максим Петрова Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Хушӑва Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах Максим Петров министерствӑра автомобиль ҫулӗсен аталанӑвӗн пай пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.
Аса илтерер: ӗнер министр ҫумӗн пуканне Евгений Павлов пушатнӑччӗ.
Республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн Владимир Осиповӑн паянтан икӗ ҫум: Юрий Арлашкин тата Максим Петров.
Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Раҫҫей почти» акционерсен обществин Атӑл тӑрӑхӗнчи макрорегионӗн директорӗпе Александр Вакуленкӑпа тӗл пулнӑ.
Александр Вакуленко Раҫҫей почтин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Максим Ладиловпа паллаштарнӑ. Шӑпах ун пирки вӑл регионти филиалӑн пуҫлӑхӗ пулмалли кандидат тесе каланӑ.
Ведомствӑн ҫӗнӗ ертӳҫи почта тытӑмӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. 2006 ҫултанпа Максим Ладилов Раҫҫей почтин Чӑваш Енри управленийӗнче директорӑн операци управленийӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Паян Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йер хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумне Евгений Павлова ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ӑна республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Олег Николаев юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Транспорт тата ҫул-йр хуҫалӑхӗн министрӗн Владимир Осиповӑн халӗ пӗр ҫум: Юрий Арлашкин.
Евгений Павлов министр ҫумӗн должноҫне 2016 ҫулта йышӑннӑ. Унччен вӑл финанс пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ, патшалӑх программисене пурнӑҫлассишӗн тата ҫул-йӗр фончӗ валли уйӑракан укҫа-тенкӗпе усӑ курассишӗн яваплӑ пулнӑ.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Вӑрнарти депутатсем район администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, администраци пуҫлӑхне уҫӑ сасӑлавпа палӑртнӑ. Яваплӑ ӗҫе пурнӑҫлама Андрей Тихонова шаннӑ. Ӗҫе вӑл юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӳлӗнӗ.
Андрей Владимирович – 50 ҫулта. Вӑл Вӑрнарта ҫуралнӑ. «Август» предприятин вырӑнти филиалӗнче ӗҫленӗ, «Росгосстрах» организацин районти филиалне ертсе пынӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл район администрацийӗнче пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |