Пӗлтӗр Шупашкарти юра Промтрактор ҫывӑхӗнчи лапама илсе тухнӑччӗ. Ҫав купа ҫуллачченех ирӗлчӗ. Кӑҫал унта пӗр купа та ҫук. Мӗншӗн? Реагентлӑ юр ирӗлсе унти пӗчӗк юханшыва лекнӗ-мӗн. Тавралла курӑк та ӳсмен. Ҫавна май "Дорэкса" штрафланӑ.
СанПинпа килӗшӳллӗн, халӗ юра шыв витмен япала сарнӑ ятарлӑ вырӑна ҫеҫ илсе тухма юрать. Шупашкарта вара унашкалли хальлӗхе ҫук. Ку ыйтӑва юр ирӗлтерекен ятарлӑ япала вырнаҫтарса татса парасшӑн. Ӑна" Дорэкс" туяннӑ, ӑна вырнаҫтарма пуҫланӑ. Вӑл 1 сехетре 60 кубла метр юр ирӗлтерӗ.
Малтан тӳре-шара хулари юра Ҫӗнӗ Шупашкарти полигона илсе тухасси пирки шухӑшланӑ. Анчах ку хака ларнине кура кун пек йышӑну туман.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хуларан юр илсе тухассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва кӑрлач уйӑхӗн вӗҫҫӗччен татса парасшӑн.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хевел» компание ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе тӑма тытӑннӑ. Тилхепене Зоя Санджиевӑна тыттарнӑ. Ку хыпара республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче паян пӗлтернӗ.
Зоя Санджиева предприяти директорӗ пулса кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен те вӑл ҫав компанирех тӑрӑшнӑ. Маларах хӗрарӑм компанин «Хевел Региональная генерация» хушма организацине ертсе пынӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти заводӑн хӗвел модулӗсене 2021 ҫулта Калмӑк Республикинчи, Свердловск тата Оренбург облаҫӗсенчи, Краснодар крайӗнчи, Казахстанри хӗвел электростанцийӗсене тума ӑсатнӑ. Хӑш-пӗр продукципе хамӑр ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи уйрӑм ҫынсен килӗнче те усӑ кураҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тӗл пулнӑ.
Чӑваш Енри икӗ театрӑн ертӳҫисем Раҫҫейри наци театрӗсен ассоциацийӗн конференцине хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн директорӗ Юрий Владимиров тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева. Пирӗн тӑрӑхран унта, тен, тата такам кайнӑ пулӗ, анчах эпир Ҫамрӑксен театрӗ Фейсбука лартнӑ сӑнӳкерчӗкӗ тӑрӑх ҫавӑн пек ӑнлантӑмӑр.
Карелин тӗп хулинче, Петрозаводскра, иртекен мероприятие ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи театрсен директорӗсем, тӗп режиссёрӗсем, илемлӗх ертӳҫисем пырса ҫитнӗ. Ҫӗнӗ института йӗркелессипе ҫыхӑннӑ конференцие 31 театр хутшӑнать. Форум темиҫе куна пырӗ. Унта Наци театрӗсен ассоциацийӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Ҫӗнӗ тытӑма йӗркелес сӗнӳпе 2019 ҫулта Раҫҫейӗн наци драма театрӗ тухнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне Урал тӑрӑхӗнчи Пермь хулинчен килнӗ Андрей Попов ертсе пыма тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
Фейсбукри культура ӗҫченӗсем ҫӗнӗ ертӳҫӗ хӑйӗн малашлӑх планӗсемпе «Советская Чувашия» хаҫата паллаштарнине сӳтсе яваҫҫӗ. Мӗншӗн шӑпах вӑл кӑларӑма тесе мар-ха. Андрей Поповӑн ӗмӗт-шухӑшне.
Ҫамрӑк ертӳҫӗ кураканӑн «портретне» ӑнланасшӑн, театрӑн ребрендингне ирттересшӗн, брендбукне йӗркелесшӗн. «Бренд» сӑмаха пирӗнтен чылайӑшӗ ӑнлананать ӗнтӗ, хайхи-майхи «ребрендинг» вара «брендбука» улӑштарса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ.
Улатӑр хула администрацине ертсе пынӑ Сергей Лукишин ӗҫрен кайма йышӑннӑ. Хӑй кӑмӑлӗпе. Ку хыпара эпир хула администрацийӗн сайтӗнчи информацирен пӗлтӗмӗр.
Асӑннӑ хулара паян Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Сергей Лукишин хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑ.
Паянах Сергей Анатольевича Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн Тав ҫырӑвӗпе тата асӑнмалӑх сехетпе чысланӑ. Республика ертӳҫи ячӗпе Сергей Лукишина республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Евгений Таланов чысланӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑха суйличчен Улатӑрӑн сити-менеджерӗн тивӗҫне администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Марунина пурнӑҫлӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Елка желаний» (чӑв. Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ) пӗтӗм ҫӗршыври акци кӑҫал та иртрӗ. Унта хутшӑнса тӗрлӗ шайри тӳре-шара, депутатсем ачасен ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.
Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн директорӗ Владимир Свешников Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти Мария Самыковӑна савӑнтарас тенӗ.
Пике сӑвӑсем ҫырать, живопись историйӗпе кӑсӑкланать. Мария 13 ҫулта чухне Мускавра пулса курнӑ-ха. Ун чухне вӑл бочче енӗпе ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Халӗ вӑл Мускаври Третьяков галерейинче пулса курма ӗмӗтленнӗ.
Владимир Васильевич пикепе амӑшне ҫула пуйӑсри ятарлӑ купепе тухма, Мускаври паллӑ вырӑнсемпе паллашма билет туянса панӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумне Наталия Скворцовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑма вырнаҫтарнӑ. Официаллӑ документра ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине пӗлтермен.
Дмитрий Захаров министрӑн паянхи куна икӗ заместитель тӑрса юлнӑ. Пӗрремӗшӗ — Алексей Лукшин, вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ шутланать, тепри — Ольга Хлебникова. Унсӑр пуҫне министрӑн пулӑшуҫӑ пур. Вӑл — Оксана Назарова.
Чӑваш Ен финанс министрӗ пулнӑ Светлана Енилина Питӗр хулинче ӗҫлеме тытӑннине эпир пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫӗнӗ ҫӗрти ӗҫе вӑл 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен кӳлӗннӗччӗ. Светлана Енилина Питӗр хулинче финанс комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Халӗ вара тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр. Светлана Енилина Питӗр хулинчи финанс комитечӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Аса илтерер: Светлана Енилина Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевпа пӗр командӑра ӗҫленӗччӗ. Республика Элеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Олег Николаева шансан ӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленине Елена Сахарова ертсе пыма тытӑннӑ. Тилхепене ӑна раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тыттарнӑ.
Елена Петровна вӗренӳ тытӑмӗнче 22 ҫул ытла ӗҫлет. 2012 ҫултанпа вӑл вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ.
Хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн вырӑнӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Дмитрий Захарова республика Правительствине ӗҫлеме илсе кайсан (вӑл унта вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн должноҫне йышӑнчӗ) пушаннӑччӗ. Елена Сахарова ҫав кунранпа вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑччӗ.
Раҫҫейре Ҫӗнӗ ҫул умӗн ырӑ йӑла пурнӑҫланма тытӑнать: «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акци. Сывлӑх енчен хавшак ачасем хӑйсен ӗмӗчӗ пирки ҫыраҫҫӗ, вӗсем чӑрӑш ҫинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Тӳре-шара, ахаль ҫынсем акцие хутшӑнса чарӑш ҫинчи теттене илеҫҫӗ те ачан ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи 15 ҫулти Владимир Васильев ДЦП-па кӗрешет. Вӑл ашшӗ-амӑшӗпе, аппӑшӗпе пурӑнать. Арҫын ача юмахсем, юрӑсем итлеме юратать. Ҫавӑнпа Ҫӗнӗ ҫулта интерактивлӑ тетте-медиаплеер илме ӗмӗтленнӗ. Ку ӗмӗте Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пурнӑҫланӑ.
Владимирӑн амӑшӗ Елена Васильевна ывӑлӗн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑшӑн питӗ савӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |