Нумаях пулмасть РФ Президенчӗ Владимир Путин самоизоляцие кайнӑ. Ку унӑн таврашӗнчи ҫынсем кӑшӑлвируспа чирленипе ҫыхӑннӑ. Кремльти ҫын каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫынсем вӑхӑтра ревакцинаци туманнипе аптӑраса ӳкнӗ.
Чирленӗ ҫынсем вакцинациленнӗ, анчах вӗсен каярахпа антителӑсем сахалланнӑ, ревакцинацие вара вӑхӑтра туман. «Пурте чире нимӗнле паллӑсӑр, ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттереҫҫӗ. Йывӑр пӗр тӗслӗх те ҫук», - тенӗ Президент пресс-секретарӗ Дмитрий Песков.
Владимир Путин самоизоляцире сахалтан та пӗр эрне пулӗ. Ҫапах вӑл унчченхи пекех ӗҫлет.
Чӑваш Енӗн юстици министрӗнче тӑватӑ ҫул тӑрӑшнӑ Наталья Тимофеева Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Федерацин Атӑлҫи округӗнчи Чӑваш кадет корпусне ертсе пыма тытӑннӑ. Унччен вӑл ҫулталӑк ытларах Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ.
Наталья Тимофеева Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ шутланать, ӑна «Чӑваш Республики умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль орденӗпе чысланӑ.
Наталья Юрьевна 1979 ҫулхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Приморье тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «юриспруденци», «хими» специльноҫсене алла илнӗ. «Чӑвашторгтехника» организацире юрисконсульт, пай пуҫлӑхӗ пулнӑ, кайран ЧР Культура министерствинче консультант-юристра, тӗп специалистра, пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. 2011-2015 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче тимленӗ, унта министр ҫумӗ таран вырӑн йышӑннӑ. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитетне ертсе пыма тытӑннӑ, комитетран министерство туса хунӑ хыҫҫӑн министр пуканне йышӑннӑ. Кайран ӑна министр тивӗҫӗнчен хӑтарнӑ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулма Ольга Хлебниковӑна шаннӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумне Николай Жукова ӗҫрен авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑларнӑччӗ.
Ольга Хлебникова унччен Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче вӗренӳпе производство енӗпе директорӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫапла вара республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Алла Салаевӑн каллех виҫӗ заместитель. Вӗсем: Алексей Лукшин, Наталия Скворцова тата Ольга Хлебникова.
Ӗнер Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумне Николай Жукова ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Николай Жукова ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине документра ӑнлантарса тӑман.
Паянхи ир тӗлне илсен, республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Алла Салаевӑн икӗ заместитель тӑрса юлнӑ. Вӗсем: Алексей Лукшин тата Наталия Скворцова. Министрӑн ҫавӑн пекех пулӑшуҫӑ пур. Вӑл — Влада Бадина.
Шупашкарта вырнаҫнӑ «Чувашторгтехника» (чӑв. Чӑвашторгтехника) акционерсен обществи ҫӑвакан машинӑсен производствине уҫасшӑн.
Асӑннӑ предприятире хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пулнӑ.
«Чӑвашторгтехника» компанин директорӗ Наиль Хайрутдинов хӑнасене пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятире ҫӑвакан машинӑсен производствине уҫасшӑн. Ҫав машинӑсем ҫума, дезинфекцилеме пултарӗҫ.
Завод валли ҫӗр лаптӑкӗ кирлӗ. Алексей Ладыков ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра татса пама шантарнӑ.
Шупашар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушӑран халӑхпа «тӳрӗ лини» ирттерет. Ҫитес «тӳрӗ лини» авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртӗ.
Алексей Ладыкова ыйту парас килет-и? Ҫак кун 10 сехет ҫурӑран пуҫласа 12 сехетчен 23-50-06 номерпе шӑнкӑравламалла.
Администрацири ытти тӳре-шара та халӑхпа «тӳрӗ лини» ирттерӗ. Вӗсем ӗҫ кунӗсенче 13 сехетрен пулӗҫ. Йышӑнӑва 23-50-34 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать.
Паян Чӑваш Енӗн Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑнусем пулса иртнӗ.
Чӑваш Республикин Конституцийӗн 72-мӗш статйин 6-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ пулма Эмир Бедертдинова ҫирӗплетнӗ. Эмир Нуртдиновича министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче шаннӑччӗ.
Эмир Бедертдинов Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Мари Элти политехника институтӗнче вӗреннӗ. Унӑн ӑсчах степенӗ пур. Вӑл — техника наукисен кандидачӗ. 2016 ҫулччен Мари Элта тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. Ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен Тутарстанри вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Кайран Мари Элта Вӑрманпа усӑ куракансен союзӗн директорӗнче ӗҫленӗ.
Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ пулма вара Елена Дымзӑна ҫирӗплетнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашӗн председательне Альбина Егоровӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑласси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ.
Чӑваш парламенчӗн спикерӗ 1958 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче ҫуралнӑ. 1999 ҫулта Питӗрти патшалӑх техника университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, унта «Экономика тата предприятие ертсе пырасси» специальноҫа алла илнӗ. Ҫамрӑк чухне вӑл Шупашкарти планпа экономика техникумӗнче ӑс пухнӑ. Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи финанс пайӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Каярах асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — экономика, пурлӑх тата хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. 2010-2016 ҫулсенче Чӑваш Республикин Конкурентлӑ политика тата тариф службине ертсе пынӑ.
Чӑваш Республикин Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин «Чувашгаз» (чӑв. Чӑвашгаз) унитарлӑ предриятин директорне Сергей Варлашкина ӗҫрен кӑларнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче республика ертӳҫи Олег Николаев ҫӗнӗ йышӑну кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн предприяти пуҫлӑхӗ пулма Эдуард Никифорова шаннӑ.
«Чӑвашгаз» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине Шупашкарта 2001 ҫулта регистрациленӗ. Предприятин устав капиталӗ 13,7 млн тенкӗпе танлашать.
Сӑмах май каласан, паянхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 900 киле патшалӑх шучӗпе газ кӗртме заявка пухӑннӑ. Аса илтерер: патшалӑх кӑвак ҫулӑма кил патне илсе ҫитерес тӑкака хӑй ҫине илӗ, киле кӗртнишӗн — ҫурт-йӗр хуҫисем хӑйсем.
Чӑваш Республикин Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин «Чувашгаз» (чӑв. Чӑвашгаз) унитарлӑ предриятин директорне Сергей Варлашкина ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ.
Сӑмах май аса илтерер: ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Енре газ кӗртес ыйтупа ӗҫлекен регионти штаб туса хунӑччӗ. Ӗҫлӗ хутра 2021-2025 ҫулсенче Чӑваш Енри уйрӑм ҫын ҫурчӗсене газ кӗртесси пирки пырать. Ун пек йышӑнӑва маларах ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑччӗ. Федераци саккунӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен вӑя кӗчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |