Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Чӑваш чӗлхи
![]() Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ скриншот Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енри министрсем чӑвашла челлендж ирттерме йышӑннӑ. Тӗнче тетелӗнчи ырӑ акцие республикӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче пуҫарса янӑ. Вӑл унччен пӗр кун республика Элтеперӗ Олег Николаев наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварассипе канашлу ирттернине пӗлтернӗ май чӑваш чӗлхи хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн, ҫемйин чӗлхи пулнине палӑртнӑ. «Шел те, эпӗ хамӑн ачасемпе чӑвашла калаҫмастӑп. Юсанма вӑхӑт. Ҫитменнине тата чӑвашсем ҫинчен каласа кӑтартмалли нумай. Чӑвашсем чи юрӑллӑ-кӗвӗллӗ халӑх пулнине эсир пӗлнӗ-и? Юрламан е пӗр-пӗр музыка инструменчӗпе калама пӗлмен ҫынна хисеплемен», – тесе ҫырнӑ министр «Контактра». Дмитрий Краснов «#говорюначувашском», «#поюначувашском» челлендж пуҫарса ярассине пӗлтернӗ; видео, аудио ҫырса илсе маларах асӑннӑ хештегсемпе тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарма сӗннӗ. Хӑй вӑл чӑвашла ваттисем сӑмахӗсене ҫырса илнӗ. Эстафетӑна Дмитрий Краснов ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Ним япӑххи те ҫук!
Ӑсланма пуҫларӑмӑр иккен аранах!
"Челлендж" мӗн иккенне пӗлмен Валери ТУРКАЙ