Ӗнер ЧР Патшалӑх Канашӗн председательне Леонид Черкесова «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн секретарьне суйланӑ. Унччен ку пукана Вячеслав Тимченко йышӑннӑ.
Леонид Черкесова вӑрттӑн сасӑлавпа суйланӑ. "Ҫыхӑнура" портал тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ку должноҫе йышӑнассишӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов кӗрешнӗ.
Палӑртмалла: Леонид Черкесов 1966 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — хирург, ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑнӗ. Кадр ыйтӑвне ҫитес кунсенче татса памалла.
Партин регионти уйрӑмне Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов ертсе пыма тытӑнас сӑмах тухнӑ.
Партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ пулнӑ Вячеслав Тимченко сенатор хӑйне ҫав ӗҫрен кӑларма ыйтнӑ. Вӑл ку должноҫре 5 уйӑха яхӑн ҫеҫ тимленӗ.
Сӑмах май каласан, кӗркунне муниципалитетсенче депутатсене палӑртмалли суйлав иртӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗшӗн те ҫав сасӑлав пӗлтерӗшлӗ.
Кӑҫал иртнӗ «Иннопром» куравра «Трактор савучӗсем» концерн Чӗмпӗр облаҫӗнчи предприятипе ҫыхӑну йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ. Кун пирки ЧР Промышленноҫ министерстви пӗлтерет.
Тракторсемпе бульдозерсем туса кӑларма Раҫҫейри пайсем кирлӗ. Кӳршӗ облаҫри теттесем туса кӑларакан «Полесье» вара Чӑваш Енри тракторсене тата бульдозерсене сӑнарлӗ. Ҫапла ачасем пирӗн регионти пек техникӑпа та выляма пуҫлӗҫ.
Пӗлтӗрхи тата 2020 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх, Чӑваш Енри тӳре-шара тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Ҫавна май Раҫҫей правительстви грант уйӑрса панӑ.
2020 ҫулшӑн - 465 миллион тенкӗ, пӗлтӗрхишӗн 524 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ. Ку укҫапа ял хаҫалӑхне, сывлӑх сыхлавне тата ҫурт-йӗр тытӑмне пулӑшӗҫ.
300 миллион тенки ял хуҫалӑх техникине туяннӑшӑн паракан субсидие саплаштарма кайӗ. 25 миллион тенкипе 4 фельдшерпа акушер пункчӗ тӑвӗҫ. Ҫурт-йӗр туянакансене палӑшма 199,3 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унпа республика Элтеперне Олег Николаева банк ӗҫченӗсем паллаштарнӑ.
Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн – Раҫҫейӗн Тӗп банкӗн Атӑл-Вятка тӗп управленийӗн Чӑваш Республикинчи наци банкӗн управляющийӗ пулма Максим Фролова ҫирӗплетнӗ. Максим Петрович Тӗп банкра 25 ҫул ытла ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл Самарӑра тӑрӑшнӑ. Унта регионти уйрӑмӑн управляющийӗн ҫумӗ пулса 6 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ.
Шупашкарти тӳре-шара кашни эрнерех апат-ҫимӗҫ, ытти тавар хакне тишкерсех тӑрать. Хула администрацийӗ юлашки эрнере мӗн йӳнелнине пӗлтернӗ.
Тӗрӗслев акӑ мӗн кӑтартнӑ: тӗтӗмленӗ кӑлпасси 81 тенкӗ йӳнелнӗ, сысна ашӗн хакӗ - 63 тенкӗ, чей 51 тенкӗ чакнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӑмарта 5 тенкӗ йӳнелнӗ, кишӗр вара - 2 тенкӗ.
Хаксене Авокадо, Магнит, Калач, Санар, Перекресток, Пятерочка,
Карусель, Свой гастрономчик, Лента, Метро лавккасенче тишкернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑра алхаснӑ ҫил-тӑвӑл мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутланӑ. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 47 ытла миллион тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Телеграм-каналӗнче хыпарланӑ.
Ҫил-тӑвал хыҫҫӑн инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерекен комиссин черетсӗр ларавӗ иртнӗ. Унта тӳре-шара муниципалитетсен шайӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимне тума йышӑннӑ.
Уйрӑмах Комсомольски, Йӗпреҫ, Канаш районӗсем шар курнӑ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, асар-писер ҫанталӑк 47 ытла миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Элтепер ҫил-тӑвӑлран шар курнӑ ҫынсене пулӑшмаллине каланӑ, Финанс тата Ӗҫлев министерствисене укҫа уйӑрас ыйтӑва пӑхса тухма хушнӑ.
Чӑваш Енӗн финанс министрӗ пулса ӗҫленӗ Светлана Енилина Питӗр хулинче тӑрӑшнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Светлана Енилина Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевпа пӗр командӑра ӗҫленӗччӗ. Республика Элеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Олег Николаева шансан ӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.
Аса илтерер: Светлана Енилина Питӗрте Финанс комитечӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче тытӑннӑччӗ. Халӗ ӑна Финанс комитечӗн председателӗн должноҫне шанса панӑ. Хушӑва Питӗр хулин кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Алексей Кизилова ӗҫрен кӑларнӑ.
Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа паян республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Алексей Кизилов министерствӑра унччен те ӗҫленӗччӗ. Кайран Мускав облаҫӗнче, Чехов хулинчи 1-мӗш район пульницин тӗп тухтӑрӗнче тимлеме тытӑннӑччӗ. Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнче шаннӑччӗ.
Паян 9 сехетре Мускавра Паллӑ мар салтакӑн вилтӑпри патӗнчен ҫулӑм илӗҫ. Ӑна авточупупа пӗрле Чӑваш Ене илсе килӗҫ. Ҫак ҫулӑм Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнчи окоп чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалланӑ палӑк патне ҫитӗ, унпа унти ҫулӑма ҫутӗҫ. Вӑл ӗмӗр сӳнми пулӗ.
Александр садӗнче ЧР Элтеперне Олег Николаева, саккун тӑвакан влаҫ органӗсен элчисене, ҫамрӑк армеецсене, нимеҫӗсене, Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсене, Кремль курсанчӗсене, тыл ӗҫченӗсен ҫемйисене кӗтсе илӗҫ.
Ҫулӑма йӑтнӑ авточупу Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин ятне ҫӗнсе илнӗ хӑш-пӗр хула урлӑ Чӑваш Ене ҫитӗ. Колонна йышӗнче байкерсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи машинӑсем пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |