2018 ҫулта тата ун хыҫҫӑн ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн пособи пама пуҫланӑ. Анчах ӑна пурте тивӗҫеймеҫҫӗ. Пособие ҫемье тупӑшӗ пурӑнмалли виҫерен 1,5 хут нумайрах пулмасан кӑна параҫҫӗ.
2020 ҫултанпа вара кӑштах улшӑнусем кӗртӗҫ. Ҫитес ҫултан асӑннӑ виҫӗ 2 хут нумайрах пулмалла мар. Эппин, пӗрремӗш ачашӑн паракан пособие ытларах ҫемье илсе тӑрӗ. Кун пирки РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Патшалӑх Думин депутачӗсен умӗнче правительство ӗҫӗ пирки отчет тунӑ чухне пӗлтернӗ.
«Пӗлтӗртенпе эпир пӗрремӗш ача ҫуралнӑ ҫемьесене пулӑшатпӑр. Сӑмах тупӑш пурӑнмалли виҫерен 1,5 хут нумайрах маррисем пирки пырать. 2020 ҫултанпа ҫак виҫе 2 хутран ытларах мар пулсан пособи пама пуҫлӗҫ», — тенӗ Дмитрий Медведев.
Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Анатолий Тимофеева ӗҫрен кӑларнӑ.
Министр ҫумне пукансӑр хӑварассипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Анатолий Тимофеева министр ҫумӗн должноҫӗнчен мӗншӗн кӑларнине премьер-министрӑн кӗске хушӑвӗнче ӑнлантарса тӑман. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Анатолий Валерьевича министр ҫумӗ пулма 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче шаннӑ.
Антолий Тимофеева министр ҫумӗнчен кӑларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн Константин Яковлевӑн пӗр ҫум ҫеҫ юлнӑ. Вӑл — Елена Чернова.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн актрисинче ӗҫленӗ Тамара Манаева тата ытти хӑш-пӗр хастар Владимир Путин патне видеоҫыру ӑсатнӑ. Виҫӗ минутлӑх роликпа вӗсем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӗҫрен кӑларма та ыйтнӑ.
Видеороликпа паллашнӑ хыҫҫӑн республика ертӳҫи Михаил Васильевич Игнатьев Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина ҫӑхавланӑ. Унта вӑл видеоҫыру республикӑри социаллӑ-политика тӑрӑмне тӑнӑҫсӑрлантарать тесе пӗлтернӗ, суйса ҫырнӑ тесе палӑртнӑ.
Право хуралҫисем видеоҫырӑва лингвистика экспертизи ирттерсех хакланӑ. Анчах пуҫиле ӗҫ пуҫарма сӑлтав тупман.
Тамара Манаева вара Элтепер суйса евитленӗ тесе ҫырма хатӗррине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри тӳре-шара ҫамрӑксемпе хоккейла вылянӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн пек ӑмӑрту йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти Пӑр керменӗнче Чӑваш Енӗн Правительствин команди Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ушкӑнӗпе хоккей выляссипе юлташла ӑмӑртнӑ.
Пӑр ҫине республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тухнӑ. Чӑваш Патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ушкӑнне хавхалантарма аслӑ шкул ректорӗ Андрей Макушев ҫитнӗ.
Матч хӗрӳ иртнӗ. Хоккей вылякан тӳре-шарапа студентсене курма пынисем вӗсене алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Ӑмӑртура кам кама ҫӗнтернине палӑртман. Командӑсем пӗрне-пӗри саламланине, лайӑх вылянӑшӑн тав тунине ҫеҫ каланӑ.
ЧР Спорт министерствин тӗп бухгалтерне шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ. Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, хушӑва спорт министрӗ алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: ведомствӑн тӗп бухгалтерӗ, вӑлах финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ, тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫӗпе усӑ курса хысна укҫине телефон счечӗ ҫине хунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӑл министерствӑн пӗр экс-ертӳҫин счечӗ ҫине те укҫа хунӑ-мӗн. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан тӗп бухгалтер бухгалтери докуменчӗсене тӗп тӑвас тесе вӗсене йӑтса тухма тӑнӑ, анчах ӑна ӗҫтешӗсем асӑрханӑ.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче министерство комиссийӗ тӗп бухгалтера ӗҫрен кӑларма сӗннӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарта XXIII Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ вӗҫленчӗ. Вӑл гала-концертпа хупӑннӑ.
Фестиваль «Аттила» спектакльпе уҫӑлнӑччӗ. Аса илтерер, ӑна пӗлтӗр Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑччӗ.
Фестиваль программине хупнӑ гала-концерта хӑнасем, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем: Берлинти патшалӑх балечӗн артисчӗсем Ксения Овсяник тата Денис Виейр, Тутарстанри М. Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнчи Аманда Гомес тата Вагнер Карвальо — хутшӑннӑ.
Гала-концерта курма Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев кайнине республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Республикӑри районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем те унта ҫитнӗ иккен. Ҫакӑн пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра хыпарланӑ, ҫавна сӑнӳкерчӗкпе ҫирӗплетнӗ. Концерт умӗн пуҫлӑхсем театр фойинче пӗр рете тӑрса тухнӑ.
2002 ҫулччен Шупашкарта Хула прокуратури пулнӑ, кайран ӑна пӗтернӗ. Кӑҫал ҫӗртмен 3-мӗшӗнче вӑл каллех ӗҫлесе кайӗ. Хушӑва Раҫҫей тӗп прокурорӗ Юрий Чайка пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин прокурорӗ Василий Пословский Наци телекуравне каласа панӑ.
Хулари район прокуратурисем пӗтессине пӗлтермест ку. Вӗсем ҫавӑн пекех ӗҫлӗҫ. Хула прокуратурине хулари патшалӑх учрежденийӗсене тӗрӗслесе тӑма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе ҫӗнӗрен йӗркелесе яма шут тытнӑ.
Прокуратура Правосуди ҫурчӗн пӗрремӗш хутӗнче пулӗ. Унта халӗ статистика пайӗ вырнаҫнӑ. Ку ҫуртрах Мускав тата Ленин районӗсен прокуратурисем ӗҫлеҫҫӗ.
Автомашинӑллӑ ҫынсем хайсен тимӗр утне лартма темле май та шыраса тупаҫҫӗ. Сӗмсӗртереххисем вырӑн ҫук тесе тротуар ҫинех хӑпарса каяҫҫӗ, подъезд алӑкӗ умне те вырнаҫтараҫҫӗ. Теприсем вара пушӑ вырӑна сӑнчӑртан карта тытса ҫавӑраҫҫӗ е кивӗ урапа хурса паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӑйсен вырӑнӗ тесе куҫ хывнӑ тӗле машина номерне ҫырса ҫакакансем те пур.
Ҫавӑн пек парковкӑсене пӗтерес тесе Шупашкар хула администрацийӗнче рейдсем ирттереҫҫӗ. Апла тума Алексей Ладыков сити-менеджерах хушнӑ иккен.
Нумаях пулмасть тӗрӗслевҫӗсем тӗп хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнче тата Гастелло урамӗнче пулнӑ. Сӑнчӑр карнисене ватса тухнӑ. Кун валли лум тата болгарка кирлӗ пулса тухнӑ. Сӳтнӗ-ватнӑ япаласене тиесе кайнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланине, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫын ывӑлӗн 1,5 пин тӑваткал метр ҫӗр пур тесе хут хатӗрлеттернӗ. Ку вӑл вунӑ ҫул каяллах пулнӑ. Ҫапла ҫырма вӑл администрацинче ӗҫлекен специалиста хушнӑ. 25 пин тенкӗ ытларах тӑракан ҫӗр лаптӑкне кӗҫех ывӑлӗн ячӗпе регистрацилеттернӗ. Ҫӗр вара Йӗпреҫ район администрацийӗн пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ, ӑна Йӗпреҫ район судне ярса панӑ.
ЧР Юстици министерстви «Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи косплексӗ» акционерсен обществи валли ҫӗнӗ ертӳҫӗ шырани пирки пӗлтерет. Заявкӑсем йышӑнма пуҫлӗҫ, документсене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗччен тӑратмалла.
Ҫак должноҫе йышӑнас тесен специалитетран пӗчӗкрех мар аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Кунсӑр пуҫне ертӳҫӗ должноҫӗнче е полиграфи тытӑмӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫленӗ стаж кирлӗ.
Халӗ тӗп директор тивӗҫӗсене Иван Архипов пурнӑҫлать. Унччен «Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи косплексне» ЧР культура министрӗ пулнӑ Вадим Ефимов ертсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |