Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн пулӑшуҫисен тивӗҫне пурнӑҫлакансене ҫирӗплетнӗ.
Ҫапла йышӑнӑва вӑл ӗнер алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне паян ирпе вырнаҫтарнӑ.
Тӳрех палӑртар: йышӑнусенче каланӑ тӑрӑх, пулӑшуҫӑсем Олег Николаев Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ вӑхӑтра пулӑшуҫӑ тивӗҫне пурнӑҫлӗҫ. Контракта вӗсемпе шӑпах ҫав вӑхӑтлӑх алӑ пуснӑ.
Олег Николаева пулӑшакансем ҫаксем: Иван Даренков, Татьяна Михайлова, Иван Филиппов, Георгий Какабадзе.
Иван Филиппов, сӑмах май, пӗр эрне ытларах Михаил Игнатьев Элтеперӗн пулӑшуҫи те пулса ӗлкӗрчӗ. Унпа йышӑннӑ малтанхи йышӑнӑва кӑҫалхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ.
Agabazar // 8958.2.2239
2020.02.01 05:08 | |
Кукша // 6186.4.8163
2020.02.01 10:44 | |
Капла пулӑшуҫӑсемпе ҫӗн патша Республикӑна пылчӑкран кӑлараймасть. Неужели нормальнӑ помощниксем ҫук чӑвашра? Ох анчах! комеди!. | |

Курăсăн, вăл Николаев вăхăтĕнче те çаплах ларать.