Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 50 ҫул тултарнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак хыпара паян ҫеҫ пӗлчӗ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хыпарсен служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫур ӗмӗрхине Юрий Васильев Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уявланӑ. Тата, унта ҫырнӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Элтепер ӑна уява ытлашши савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттерме сӗнмен имӗш. Юлашкинчен каланин чӑнлӑхне ҫирӗплетеймӗпӗр. Вырӑссем калашле, мӗн хакпа илнӗ, ҫав хакпа сутатпӑр.
Юбилея 120-е яхӑн хӑнана чӗннӗ. Ҫав йышра муниципалитетсен ертӳҫисем, правительство пайташӗсем, паллӑ политиксем, усламҫӑсем пулнӑ.
Юрий Васильев ҫар училищинче вӗреннӗ, Тӑвай район администрацине ертсе пынӑ.
Турцири TANIS Чӑваш Енре упрамалли элеватор хута ярасшӑн. Кун пирки Ял хуҫалӑх министерствинче калаҫнӑ.
Инвесторсем Чӑваш Ене килсе хӑйсем мӗн тума пултарни пирки каласа кӑтартнӑ. Компани ял хуҫалӑх продукцине упрамалли, хатӗрлемелли хатӗр-хӗтӗр кӑларас енӗпе ӗҫлет. Савут 25 пин тӑваткал метр лаптӑка йышӑнать. Халӗ унта тулӑ, ясмӑк, ытти кӗрпе, ҫӑнӑх хатӗрлемелли хатӗрсем туса кӑлараҫҫӗ.
Турцири инвесторсем каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре хӑйсен проектне пурнӑҫлама май килсен вӗсене патшалӑх пулӑшу парӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе асӑннӑ ведомствӑра пӗрремӗш ҫум пулса тӑрӑшнӑ Сергей Кудряшова шаннӑ.
Сергей Кудряшов 1982 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, унта вӑл Физика учителӗн профессине алла илнӗ. Каярах РФ вӗренӳ ӗҫченӗсен квалификацине ӳстермелли академийӗнче, Шупашкарти коопераци институтӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӗве туптанӑ. Канаш районӗнчи, Шупашкарти шкулсенче вӗрентекен тата директор ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ, Шупашкарти 55-мӗш вӑтам шкулта директорта ӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин пай пуҫлӑхӗ, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ, ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ, пӗрремӗш ҫумӗ пулса тимленӗ.
Тыл ӗҫченӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнса сусӑра юлнӑ арҫыннӑн тӑлӑх арӑмӗ Анастасия Терентьева чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 101 ҫул тултарнӑ.
Унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Вӑл Етӗрне районӗнчи Йерхкасси ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Анастасия – тӑххӑрмӗш ача. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл колхозра ӗҫленӗ. Тӑрӑшса вӑй хунӑшӑн ӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Вӑл – Ӗҫ вӗтеренӗ те.
Анастасия Терентьевӑна 101-мӗш ҫуралнӑ кунӗпе тӳре-шара та саламланӑ, парнесемпе, чечек ҫыххисемпе савӑнтарнӑ. Халӗ кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать.
Следстви комитечӗ Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. «Регнум» информагентство пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Чӑваш Ен сенаторӗн Вадим Николаевӑн ывӑлӗ пирки пырать.
Ку кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле Водопровод урамӗнче пулнӑ. Иван Николаев лайӑхах палламан тантӑшӗпе хирӗҫсе кайса ӑна чӑмӑрӗпе питӗнчен ҫапнӑ. Лешӗн янах шӑмми хуҫӑлнӑ. Ҫакна кӳнтеленсем те курнӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Сӑмах май, Иван Николаевпа ҫакнашкал пӑтӑрмах унччен те пулнӑ-мӗн. Ҫу уйӑхӗнче вӑл тата Элтепер ывӑлӗ Иван Игнатьев Оперӑпа балет театрӗ умӗнче тӑватӑ ҫамрӑкпа ҫапӑҫнӑ. Ку сас-хура халӑхра хӑвӑрт сарӑлнӑ, ҫавӑнпа Михаил Игнатьев ирттернӗ планеркӑра ШӖМ ҫапла ӑнлантарнӑ: «Иван Игнатьев ҫапӑҫман, ӑна та хӗнемен, вӑл та никама та тытман».
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР спорт министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ҫынна палӑртнӑ. Ку пукана Михаил Богаратов йышӑннӑ.
Михаил Васильевич палӑртнӑ тӑрӑх, Михаил Богаратовӑн респубикӑри спорт сообществинче авторитет пур. Вӑл пурнӑҫӗнчи 39 ҫулне спорт тытӑмне халалланӑ, вӑйлӑ спортсменсене хатӗрленӗ. 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен вара Чӑваш Енри футбол федерацине ертсе пырать. Элтепер ҫӗнӗ ертӳҫе министерство умӗнче тӑракан тӗллевсем пирки аса илтернӗ.
Михаил Богаратова министра кадр процедурисене вӗҫленсен лартӗҫ.
Паян ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин «Экологи тата природопользовани ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн» директорне Сергей Рязанова ӗҫрен кӑларасси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: Сергей Венедиктович ку должноҫра кӑҫалхи ҫӗрте уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен ӗҫленӗ. Унччен вӑл ЧР радиологи центрне ертсе пынӑ.
Сергей Рязанов умӗн институт ертӳҫи Владимир Барсуков пулнӑ. Ӑна кӑҫал ака уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ.
Институтӑн «ЭнергосбытТ Плюс» АУО умӗнче парӑм пур: 1,4 миллион тенкӗ ытла.
«Юрма» агрохолдинг чӑх каяшне тирпейлекен савут хута яма палӑртни пири ҫырнӑччӗ. Ӗнер савут строительствин ыйтӑвне халӑх итлевӗнче пӑхса тухнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» форум «Тӑван Ен» хаҫат каҫҫи ҫине кӑтартса пӗлтерет.
Тӑрӑллӑ машинӑсемпе кунсерен 250-370 тонна каяш савута илсе тухма палӑртнӑ. Унта ферментсем хушӗҫ. Тӗрлӗ процедура ирттернӗ хыҫҫӑн каяша типӗтӗҫ, упаковкӑсене вырнаҫтарӗҫ та склада ӑсатӗҫ. Агрохолдинг Йӑршшу юханшывне каяш яма пӑрахасси пирки те пӗлтернӗ.
Владимир Ермолаев хуҫа палӑртнӑ тӑрӑх, чӑх каяшне типӗтнӗ чухне унран ҫӑкӑр-булка евӗр шӑршӑ кӗрӗ. Вӑл ҫынсене те тав тунӑ: «Тавах чӑтнӑшӑн. Манӑн чи малтан Раҫҫейӗпе те сахал предприяти тӑвас килетчӗ. Кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ пулман тӑк, тен, сире ҫӑмӑлрах пулӗччӗ. Анчах эпир кунсерен 120 тонна какай туса кӑларатпӑр, унӑн ҫур пайӗ республикӑра юлать».
Ҫынсем савута палӑртнӑ вырӑнта тунине хирӗҫ. Агрохолдинг ертӳлӗхӗ ку ыйтӑва тепӗр хутчен пӑхса тухма шантарнӑ. Итлевре ҫывӑхри ялсенчи ҫынсене паспорт кӑтартсан чӑх какайне йӳнӗрехпе парасси пирки те калаҫу пулнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Березовка ялӗнче пурӑнакансем чӑтайман – Владимир Путин патне петици ҫырнӑ. Халӑха Йӗпреҫрен яла илсе ҫитерекен ҫул ытла та хӑрушӑ пулни пӑшӑрхантарать.
Общество транспорчӗ пӗрре урлӑ кӑна ҫӳрет, васкавлӑ медпулӑшу 40 минутран килет. Ара, хӑлтӑр-халтӑр ҫулпа хӑвӑрт ҫӳреймӗн. Ӑна 10 ҫул ытла юсаман. 20 ҫухрӑм ҫула 40 минутра ҫеҫ парӑнтарма пулать-мӗн. Общество транспорчӗпе те ыйту ҫивӗч. Расписанире – икӗ рейс, анчах вӗсем те пурте ҫӳремеҫҫӗ, мӗншӗн тесен водительсем кунашкал ҫулпа кайма хирӗҫ. Таксистсем вара 1000 тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Ял ҫыннишӗн ку пысӑк укҫа.
Петицие Change.org сайтра вырнаҫтарнӑ. Вӑл - Владимир Путин, Михаил Игнатьев Элтепер, Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров валли.
Ҫул япӑх пулсан та Йӗпреҫе тухса кӗмелли тупӑнать. Ялта пульница, аптека, лавкка ҫук. Петицире палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫулпа ҫывӑх ялсенче пурӑнакан 1105 ҫын усӑ курать. Анчах вырӑнти тата республика ертӳлӗхӗ сахал ҫыншӑн ҫул сарнинче уссине курмасть-мӗн. Ҫак ялсенче пурӑнакансен ачисем, мӑнукӗсем пуррине шута илеҫҫӗ-и вӗсем? Вӗсем те яла тӑванӗсем патне килсе ҫӳреҫҫӗ-ҫке-ха.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ, унччен Информаци политикин министерствине ертсе пынӑ Алексакндр Иванов И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорачӗ ҫумӗнче канашҫӑ пулса тӑрӑшать.
Ҫӗнӗ ҫынпа аслӑ шкулӑн ректорӗ Владимир Иванов педуниверситетӑн ученӑй канашӗн ларӑвӗнче паллаштарнӑ. Ку вӑл иртнӗ эрнерех, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, пулса иртнӗ.
Александр Иванов «тӗллевлӗ хатӗрлессишӗн, тӗллевлӗ вӗренӗвӗн нормативпа право никӗсне йӗркелессишӗн, ӗҫ паракансемпе ҫыхӑну тытассишӗн» яваплӑ.
Аса илтерер, Александр Иванова Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхне лартаҫҫӗ сӑмах тухнӑччӗ. Ун пек калаҫнине Александр Белов журналист тӗнче ттелӗнчи хаҫӑтсенчен пӗринче ҫырнӑччӗ. Апла пулсан, ку хыпар чӑнлӑхпа килӗшсе тӑмарӗ курӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |