«Ҫыхӑнура» форум пӗлтернӗ тӑрӑх, Ладыковӑн ывӑлне Олег Ладыкова тытса чарнӑ. Кун пирки Cheb.media портала пӗр-пӗрне пӑхӑнман виҫӗ ҫӑлкуҫ хыпарланӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти Атӑл (выр. «Волжский» урамӗнче ҫынна хӗнени пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитнӗ. Ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ тӑрӑх, Ладыков-кӗҫӗнни йӗрке хуралҫисене пӑхӑнман, вӗсенчен пӗрне тапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна полицин 2-мӗш уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
Официаллӑ мар даннӑйсене ӗненес тӗк, 19 ҫулти Олег Ладыков халӗ вӑхӑтлӑх тытмалли изоляторта.
Каярахпа «Ҫыхӑнура» формура хыпара ҫӗнетнӗ: полицейскисем Росгварди пулӑшнипе лимузина тытса чарнӑ (салонри ҫынсем ҫапӑҫу вырӑнӗнчен тарнӑ). Ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, полици уйрӑмӗнче Олег Ладыков полицин патруль службин пӗр ӗҫченне питрен ҫапнӑ.
ЧР Экономика аталанӑвӗн министрӗ тата вице-премьер следстви изоляторӗнче пулнине Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ. Ӑна унта икӗ уйӑхлӑха вырнаҫтарнӑччӗ. «Правда ПФО» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ареста ҫуллаччен тӑснӑ.
Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ министрӑн арестне тӑсмалли ходатайствӑна ӗнер пӑхса тухнӑ. Суд Владимир Аврелькина ирӗке яма хирӗҫленӗ, ареста 4 уйӑхлӑха, ҫӗртмен 12-мӗшӗччен, тӑсма йышӑннӑ.
Ӗҫе федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗпчет. Ку ӗҫе «Тасатмалли биологи сооруенийӗсен» директорӗпе Шупашкарти «Ордер» компани директорӗ те явӑҫнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкара Раҫҫей культура министрӗ Владимир Мединский килнӗ. Кун пирки влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Кунта вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ, юбилейсене республика епле хатӗрленнине пӗлме йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне ирттернӗ, филармонире юсав ӗҫӗсем епле пынипе паллашнӑ, искусствӑсен академийӗнче пулнӑ. Каҫхине министр культура ӗҫченӗсемпе курнӑҫӗ.
«Шупашкар йӗркеленнӗренпе 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче— 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫӗ пулса кайнӑранпа 2020 ҫулта пӗр ӗмӗр ҫитет. Юбилейсене паллӑ тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене регион пуҫлӑхӗпе Михаил Игратьевпа сӳтсе яврӑмӑр», — ҫырнӑ Владимир Мединский халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ сӑн айне.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн транспорт министрне Владимир Иванова ӗҫрен кӑларнӑ. Ӗҫрен ямашкӑн вӑл хӑй ыйтса ҫырнӑ-мӗн. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Ҫак ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн Владимир Иванова министртан кӑларма темиҫе сӑлтав та пухӑннӑ. Республика пуҫлӑхӗн ӑна ӗҫрен кӑларассипе ҫыхӑннӑ хушӑвне официаллӑ порталта вырнаҫтарнӑ. Унта асӑннӑ тӑрӑх, Владимир Иванова министр пуканӗсӗр хӑварни вӑл урӑх ӗҫе куҫнипе сӑлтавланнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, Владимир Иванов ку должноҫе икӗ ҫул каялла, тӗрӗсрех каласан, 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, йышӑннӑ. Унччен малтан вӑл Чӑваш Республикин предпринимательсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӗнче вӑй хунӑ.
ЧР прокуратури тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗ Шупашкарти биатлон центрне тунӑ чухне хысна укҫипе мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев ЧР Спорт министерствинче иртнӗ. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, спорт инвентарӗ тата ытти хатӗр-хӗтӗре туянмашкӑн уйӑрнӑ 34,3 миллион тенке вӑрлани ҫиеле тухнӑ.
Прокуратура ыйтнипе спорт министрӗн пӗрремӗш экс-ҫумӗ тата «Алза» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Палӑртмалла: министрӑн экс-ҫумне Алексей Яковлева унччен те явап тыттарнӑ. Ун чухне вӑл «Шурӑ чулсем» вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли центра, мунтинбайк центрне тунӑ чухне укҫа тӑкакланӑшӑн тата биатлон комплексӗ умӗнче йывӑҫсене каснӑшӑн суд сакки ҫине лекнӗ. Куншӑн ӑна колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ, халӗ вӑл унта ларать.
«Алза» директорне Сергей Лаврентьева кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тытса чарнӑ, халӗ вӑл килти арестра ларать.
Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Кубӑри делегаципе тӗл пулнӑ. Шупашкара Кубӑн Раҫҫейри посолӗ Херардо Пеньялвера Порталя та ҫитнӗ.
Тӗлпулура тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Куба Чӑваш Енпе пӗрле хӗвел энергетикипе ҫыхӑннӑ проекта пурнӑҫа кӗртесшӗн. Ҫавӑн пекех республика Кубӑна «Промтрактор» кӑларакан 45 бульдозера ӑсатма калаҫса татӑлнӑ. Икӗ ен сывлӑх сыхлавӗ, культура, туризм, спорт, вӗренӳ тытӑмӗсенче те ҫыхӑну йӗркелесшӗн.
Михаил Игнатьев ҫапла палӑртнӑ: гуманитари тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫленине каҫал паллӑ тӑвакан виҫӗ юбилейпе ҫыхӑнтарӗҫ: Шупашкар 550 ҫул тултарӗ, Кубӑн тӗп хули 500 ҫулхине уявлать, Кубӑн туслӑх обществи йӗркеленнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тепӗр пулӑшуҫа ӗҫе илнӗ. Ҫапла майпа Владимир Голубейков унӑн тӑваттӑмӗш пулӑшуҫи пулса тӑнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ республикӑра транспорт реформине пурнӑҫа кӗртессишӗн яваплӑ пулӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫул-йӗр строительствин проекчӗсене пӑхса тӑрӗ, регион экономикин аталанӑвӗшӗн те, экономикӑри кӑтартусене пӑхса тӑрассишӗн те Владимир Голубейковах яваплӑ пулӗ.
Вӑл Харьковри летчиксене хатӗрлекен С.И. Грищевец ячӗллӗ аслӑ ҫар училищинче тата Мускаври потребитель кооперацийӗн университетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1987-2001 ҫулсенче ҫарта тӑнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухсан Шупашкарти «Элара» заводра ӗҫленӗ.
Каласа хӑвармалла, Владимир Голубейковсӑр пуҫне Элтепер пулӑшуҫи пулса Надежда Белова, Владислав Кротов тата Татьяна Михайлова ӗҫлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ЧР юстици министрӗн ҫумӗ Алексей Вязов ӗҫрен кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Пушӑ пукан хуҫи тупӑннӑ. Ку должноҫа Дмитрий Неяскин йышӑннӑ. Хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Дмитрий Неяскин Алексей Вязов пекех ЗАГС пайӗсемпе ӗҫлӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче Юстици министерствине кадр резервне кӗртмелли кандидатурӑсене пӑхса тухакан конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ун чухне Дмитрий Сергеевич Неяскина кадр резеврне кӗртнӗ.
«Ҫыхӑнура» форумра ҫырнӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра Неяскин хушамат сайра хутра тӗл пулать. Унашкал хушаматлӑ тепӗр тӳре-шара пур: ЧР ШӖМӗн ертӳҫи Сергей Неяскин. 2016 ҫулта панӑ интервьюра вӑл унӑн виҫӗ ывӑл пуррине пӗлтернӗ, вӗсенчен пӗри – Дмитрий Сергеевич Неяскин.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ене РФ культура министрӗ Владимир Мединский Шупашкар 550 ҫул тултарнипе тата Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫитнипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явмашкӑн ҫитӗ. Ҫавна май ҫак уявсене хатӗрлекен Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ пулӗ. Владимир Мединский ҫак комитечӗн председателӗ шутланать.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев министра Шупашкара кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче чӗннӗ. Вӑл ун чухне шӑпах Мускавра ял территорийӗсене аталантарас енӗпе иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ.
Министр Шупашкара килсен юбилей тӗлне федераци укҫи-тенкипе реконструкцилекен объектсене ҫитсе курӗ.
Кӗҫех 334-мӗш маршрута хупасси пирки сас-хура сарӑлнӑ. Кун тӗлӗшпе Шупашкар хула администрацийӗ ҫынсен хушшинче ыйтӑм та ирттернӗ.
Пӗтӗмлетӳ паллӑ: халӑх 334-мӗш маршрута хупассине хирӗҫ. Ара, вӑл питӗ меллӗ маршрут – Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне Мускав проспекчӗ урлӑ каять. Влаҫ ӑна хупас мар, маршрут схемине сыхласа хӑварас тесе тӑрӑшӗ.
«Ку маршрута ҫав маршрут ҫулӗпех сыхласа хӑвармалла. Чылайӑшӗ ӑна хӑнӑхнӑ, унпа халӑх нумай ҫӳренӗ. Ҫавӑнпа эпир ҫак маршрута сыхласа хӑварӑпӑр тесе шутлатпӑр», - тенӗ ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов. Халӗ министерство хула администрацийӗпе кун тӗлӗшпе калаҫать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |