Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Михаил Игнатьева ректор пулма сӗннӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 30.01.2020 18:33 | 1884 хут пӑхнӑ
Политика
GETTY IMAGES
GETTY IMAGES

Чӑваш Ене 10 ҫула яхӑн ертсе пынӑ Михаил Игнатьева ӗҫрен хӑтарни ҫинчен юлхав журналист та ҫырчӗ пулӗ. Михаил Игнатьевпа ҫыхӑннӑ хыпарсене ҫӗршыври тата хамӑр регионти МИХсем ӑмӑртмалла тенӗ пек хыпарласа тӑчӗҫ. Паян Михаил Васильевич хӑйӗнпе пӗрле ӗҫленисене тата хӑйне критикленисене тав туса Инстаграмра ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ ӗнтӗ.

Би-Би-Син вырӑс служби (аса илтерер: Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑва итлеме Би-Би-Син журналисчӗ Илья Барабанов килнӗччӗ) Шупашкарти ҫӑлкуҫсем систерни тӑрӑх ҫапларах пӗлтернӗ: Михаил Игнатьева Путин ӗҫрен кӑлариччен Федераци Канашӗнчи должноҫе тата Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗ пулма сӗннӗ-мӗн. Анчах Михаил Васильевич влаҫран кайма килӗшмен имӗш.

#аслӑ шкулсем, #политика, #МИХсем, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Алибасов // 2108.48.4778
2020.01.31 21:34
Малтанхи заметкăра ЧНКра ларакан "пуканесем" хушшинче Курак ăçта? Ухтияров пур, Леонтьев ларать, Угаслов пур, Карягин та çавăнтах. Ваттисен канашĕ пуçлăхĕ ăçта? Вăл хăйне чее тесе шутлать иккен. Эх, мĕскĕн!..
Agabazar // 8958.2.2239
2020.02.01 12:37
Agabazar
Халь вара Ялхуçалăх академийен ректорĕ çук-им? Вакантлă-им çав вырăн?
Agabazar // 2480.75.8779
2020.02.03 20:55
Agabazar
Алибасов, мен тăван пукансемпе?
Француз // 2297.10.1301
2020.02.06 04:09
Фейк ньюс чӑвашла мӗнле пулать?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем