Чӑваш Енӗн Раҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗн ҫумӗ пулма Сергей Григорьева шаннӑ. Ку хушӑва паян, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» (чӑв. Саккунсен пуххи) ярӑма вырнаҫтарнӑ.
Сергей Вениаминович Григорьев унччен Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ҫав пукана ӑна 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, министерствӑри яваплӑ портфельпе ҫӳреме пуҫличчен Сергей Григорьев Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палатин Професси квалификацийӗсен сертификацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Питӗре ӗҫпе кайсан пульницӑна кардиологи уйрӑмне лекни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хут та хыпарларӗ.
Шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Юрий Шакеев блогер Питӗре Элтепер патне пульницӑна кайнӑччӗ. Турра шӗкӗр, Михаил Васильевич хӑйне аван туять иккен. Ҫакӑн пирки хайхи-майхи блогер та пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Правительствинче тунтикунсерен иртекен канашлура та ҫавӑн пиркиех каланӑ. Михаил Васильевич патне республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов ҫитсе килнӗ. Михаил Игнатьев министрсене телефонпа та ӗҫлӗ хушусем парать иккен.
Юрий Васильев вице-премьер — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев Элтепере курас тесе Питӗре чӑваш блогерӗ кайнине ырламан. Чирлесси, чӑн та, такамӑн та пулать. Пульницӑра концерт кӑтартмаҫҫӗ — курмалли ним те ҫук.
Хамӑр енчен ҫапах та ҫакна палӑртар: Михаил Игнатьев чирленине Элтеперӗн пресс-служби пытарма хӑтланни МИХсенче тӗрлӗ сӑмах ҫуратрӗ.
Ӗнер Питӗрте Раҫҫейри тата Беларуҫри регионсен форумӗн пленарлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта РФ Президенчӗ Владимир Путин, Беларуҫ президенчӗ Александр Лукашенко, ытти тӳре-шара, регионсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. Ҫав шутра – ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та.
Cheb.media пӗлнӗ тӑрӑх, официаллӑ пӗр тӗлпулу хыҫҫӑн Михаил Игнатьева Мариинка пульницин кардиологи уйрӑмне илсе кайнӑ. Ку информацие асӑннӑ портал журналисчӗсене Питерти МИХсенчи ӗҫтешӗсем те ҫирӗплетнӗ.
Cheb.media журналисчӗсем кун пирки Элтеперӗн пресс-секретарӗнчен Олег Сидоровран ыйтса пӗлнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен Михаил Игнатьев отпускра, Чӑваш Ен тулашӗнче диспансеризаци тухать.
Портал журналисчӗсем лару-тӑрӑва сӑнаса тӑраҫҫӗ. «Палӑртмалла, хальлӗхе Питӗрти официаллӑ репортажсенчи сӑнсенче Михаил Игнатьева тупаймарӑмӑр. Унӑн пресс-секретарӗн сӑнӳкерчӗкӗ ҫеҫ пур», - ҫапла ҫырнӑ порталта.
Чӑваш Республикинчи пӗр районта гербицид тӑкса хӑварнӑ. Сиенлӗ шӗвеке Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫирӗккасси Туҫа ялӗнче пурӑнакансем асӑрханӑ.
«М-7» ҫул хӗррипе шӑршлӑ шыв юхса выртнӑ. Йывӑҫсем хӑрма тытӑннӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫирӗккасси Туҫа ялӗнче пурӑнакансем ҫакӑн пирки республика Пуҫлӑхне пӗлтернӗ тет НТРК. Михаил Игнатьев хушӑвӗпе Чӑваш Енри синкерлӗ лару-тӑрупа кӗрешекен министр ҫийӗнчех вырӑна ҫитсе килнӗ.
Усал шӗвеке Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫирӗккасси Туҫа ялӗнчен пӗр ҫур ҫухрӑм ҫурӑра тӑкса хӑварнӑ. Такамсем. Ӗнер-паян тӑкман. Малтанах.
Гербицида «Экология» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗ тасатнӑ. Ӗҫе ӗнер тытӑннӑ вӗсем. 5,2 кубла метр шӗвеке пуҫтарса илнӗ. Тасатнӑ ҫӗр ҫине тӑпра пырса тӑкӗҫ. Ӑна гербицидпа хутӑштарӗҫ. Кайран турттарса кайӗҫ.
Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов унти ҫемҫе пукана текех йышӑнмассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Юрий Боголюбов администрацинчи яваплӑ тивӗҫрен хӑтарма ыйтса ыйту ҫырнӑччӗ. Унӑн заявленине вырӑнти депутатсем ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Тепӗр кунне депутатсем тепӗр хутчен ларӑва пухӑннӑ. Унта пуҫлӑх тилхепине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумне – экономика пайӗн пуҫлӑхне Елена Васягинӑна вӑхӑтлӑха тыттарнӑччӗ.
Ӗнер вара хулара Депутатсен пухӑвӗн черетлӗ хутчен ларӑва пухӑннӑ. Унта администраци пуҫлӑхӗ пулма «Алатырьторгсервис» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗн ертӳҫине Владимир Степанова суйланӑ.
Чӑваш АССРӗн Госстройӗн председателӗнче – 15 ҫул, ЧР строительство министрӗнче 16 ҫул ӗҫленӗ Владимир Филатов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 80 ҫулта пулнӑ.
Владимир Николаевич Ставрополь крайӗнче 1939 ҫулта ҫуралнӑ, 1970 ҫулта Ростоври инженерипе строительство институтне пӗтернӗ. ЧР строительство министрӗнче вӑл 1994-2005 ҫулсенче ӗҫленӗ, унтан, 2005-2006 ҫулсенче, хула строительствин тата пӗтӗмӗшле инфратытӑм министрӗ пулнӑ. Юлашкинчен вӑл «Чувашгражданпроект» проект институтӗнче вӑй хунӑ.
Владимир Филатов Шупашкарти Анне палӑкӗн архитекторӗ пулнӑ. Вӑл – РСФСР тава тивӗҫлӗ архитекторӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ строителӗ, СССР Министрсен Канашӗн преми лауреачӗ.
Владимир Николаевичпа паян сывпуллашнӑ.
Пирӗн республикӑра ӳсӗрле вилекенсем нумай. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн ӗҫ тӑвакан органӗсенче ӗҫлекенсемпе тата районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ. Унта тӗрлӗ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер ӳсӗрсем тӗрлӗ инкеке лексе вилнине палӑртнӑ. Ун пек тӗслӗхсем йышлӑ-мӗн. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче цифрӑсене асӑнман та, анчах Михаил Васильевич чан ҫапнине кура лару-тӑру чӑннипех ҫивӗчне тӗшмӗртме йывӑр мар.
Михаил Игнатьев Элтепер вырӑнти тӳре-шаран яваплӑрах пулмаллине, инкек ӑҫта тата мӗн сӑлтавпа пулнине пӗлсе тӑмаллине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ кам пуласси паллӑ. Республикӑн влаҫ органӗсенн официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ведомствӑн ертӳҫин ҫумне палӑртмалли конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ларӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ.
ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи сӑн ӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, конкурс комиссийӗнче ҫавӑн пекех финанс министрӗ Светлана Енилина, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов пулни паллӑ.
Конкурс комиссийӗ ҫӗнтерӳҫи тесе Алексей Юрьевич Гурьева палӑртнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи кӗске хыпарта конкурса тата камсем хутшӑннине асӑнман.
Нумаях пулмасть чӑваш парламентӗнче депутатсенчен пӗрне тишкернӗ. «Хыпар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Александр Федотов вице-спикер ертсе пынӑ.
Комитет пайташӗсем Александр Андреев «халӑх тарҫи» депутат этикин правилисене мӗнле пӑхӑннине пӑхса тухнӑ. Ҫапла тума вӗсене юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева сӗннӗ иккен.
Андреев депутат Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи ҫӗре ял хуҫалӑх ҫӗрӗсен категорийӗнчен промышленноҫ ҫӗрӗсен категорине куҫарни пирки тӗрӗс мар калаҫнӑ-мӗн. Ҫавна вӑл парламентӑн черетлӗ 33-мӗш сессийӗнче те каланӑ иккен, ҫавӑн пекех МИХсенче, тӗнче тетелӗнче хыпарланӑ-мӗн.
Маларах асӑннӑ комитет пайташӗсем Андреев депутат республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ӗҫне тӗрӗс мар информацие тӗпе хурса, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен халӑх итлевӗсем ирттермелли полномочийӗсене шута илмесӗр критикленӗ тесе хакланӑ. Александр Андреева хайхисем тӗрӗс фактсемпе усӑ курма сӗннӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн тӗп прокурорӗн утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Шӑмӑршӑ районӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ муниципалитетри надзор органне ертсе пыма Владимир Николаева шаннӑ. Вӑл — юстицин аслӑ канашҫи.
Владимир Геннадьевич Николаев 1977 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Ҫарӑклӑ ялӗнче ҫуралнӑ. 1993-1998 ҫулсенче Хусанти патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Вӗренсе пӗтеричченех вӑл, 1997 ҫулхи раштав уйӑхӗнче, Канашри районсем хушшинчи прокурор пулӑшуҫи пулса тӑрӑшма пуҫланӑ. Каярах Владимир Николаев унта следовательте ӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн транпсорт прокурорӗн ҫумӗ, Тӑвай районӗн прокурорӗ те пулнӑ. 2012 ҫултанпа Комсомольски район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ. Халӗ ӑна Шӑмӑршӑна куҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |