Лозаннӑри спорт арбитраж сучӗ Раҫҫейри темиҫе спортсмена дисквалификациленӗ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ентеш те пур.
Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫейри хӑвӑрт утакан пилӗк спортсмена дисквалификациленӗ: Иван Носкова, Михаил Рыжова, Денис Стрелкова, Эльмира Алембековӑна тата Вера Соколовӑна.
Мӗншӗн? Вӗсем антидопинг йӗркине пӑхӑнман тесе ҫирӗплетнӗ. Вӗсен юнӗнче мельдони тупман, анчах эритропоэтин тесчӗ «+» паллӑпа ҫирӗпленнӗ.
Ҫапла майпа пирӗн ентешӗн Вера Соколовӑн дисквалификацийӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫланать. 2015 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗччен тунӑ ҫитӗнӗвӗсене пӑрахӑҫланӑ.
Вера Соколова хӑй айӑплӑ маррине ӗнентерме тӑрӑшнӑ, тепӗр хутчен проба илме ыйтнӑ. Анчах суд пӗрех ун майлӑ йышӑну туман.
Россельхознадзор авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти 27-мӗш ача пахчине планпа килӗшӳллӗн тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче специалистсем йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
Ясмӑк тата урпа пӑттинче хурт-кӑпшанкӑ йӗрне тупса палӑртнӑ. Ҫавӑнтах срокран тухнӑ урпа кӗрпи упраннӑ. 1,5 килограмм пулнӑ вӑл. Лаборатори тӗпчевӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, урпа кӗрпи ҫинче сӑвӑс пур. Ҫиме юрӑхсӑр кӗрпене ҫунтарса тӗп тунӑ.
Ҫӑнӑх ҫини сӑвӑс ҫын сывлӑхӗшӗн тата чӗрчуншӑн сиенлӗ. Унра бактерисем пур. Ӑна пула наркӑмӑшланма пулать. Вӑл хырӑмлӑха лексен йывӑррӑн сывлаттарать, хӑрӑлтаттарать. Ҫитменнине, вӑл аллерги пуҫарать.
Ача пахчинчи хӑш-пӗр ҫынна явап тыттарнӑ. Уншӑн 2 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттереҫҫӗ.
Иртнӗ эрнекун Шупашкар районӗнче автобуса чарнӑ. Унта Узбекистанран килнӗ 54 ҫын пулнӑ.
Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем вӗсен докуменчӗсене тӗрӗсленӗ. 15 пассажирӑн Раҫҫейре пулма ирӗк панӑ докуменчӗ срокран тухнӑ-мӗн. Узбексем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем Тӗп федераци округӗнчен шапашран таврӑннӑ.
Апла-и, капла-и: инспекторсем йӗркене пӑснӑ узбексем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Шупашкар районӗн сучӗ вӗсене 2 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелли пирки постановлени кӑларнӑ.
Халӗ ҫав узбексем Раҫҫее 5 ҫул килеймӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 21-30-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Автобус» декада иртет. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫынсене илсе ҫӳрекен автобуссене чарса тӗрӗслеҫҫӗ. Ку – питӗ лайӑх шухӑш. Мӗншӗн тесен ҫулпа шӑхӑрса пыракан водитель сахал мар халӗ. Халӑха илсе ҫӳремелли йӗркене пӑснӑ тӗслӗх те пайтах.
Инспекторсем водительсене тӗрӗсленине 21+ телекуравпа пӑхма май килчӗ. Сюжета сӑнанӑ май ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑчӗ. Ара, хам та кашни эрнерех яла каятӑп, пӗрмай ҫул ҫинче. Автобуса е маршруткӑна ларнӑ чухне водителе, организацие шанатӑн-ҫке-ха.
Инспекторсем икӗ маршруткӑна чарчӗҫ. Вӗсенчен иккӗшне те асӑрхаттару пачӗҫ. Пӗри, Ҫӗрпӳрен Шупашкара килекенскер, урапана газпа ӗҫлеттермелле тунӑ. Полицейскисем ку ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине каларӗҫ. Урапана улшӑнусем кӗртни инкекпе вӗҫленме пултарать. Инспекторсем ҫынсене ку маршруткӑран кӑларса теприне, хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине, лартрӗҫ. Ҫынсем Шупашкара чипер-йӗркеллех ҫитнӗ.
Тепӗр маршруткӑна чарсан вара вӑл пачах саккуна пӑсни палӑрчӗ. Хайхи водителӗн ҫынсене «Ҫӗрпӳ-Шупашкар» маршрутпа илсе ҫӳреме ирӗк ҫук-мӗн.
Ҫак кунсенче Шупашкарти лавккасем четреме ерчӗҫ пулӗ. Ара, пирӗн пата «Пятница» телеканалпа пыракан «Магаззино» каларӑм ертӳҫи пӗр кӗтмен ҫӗртен персе ҫитнӗ-ҫке-ха.
Малтах вӑл Тӗп пасара тӗрӗсленӗ. Александр Молочко унта наклейка ҫыпӑҫтарса хӑварман, мӗншӗн тесен вӑл кӑлтӑксем тупнӑ. Чӑннипе, ҫав пасара апат-ҫимӗҫ туянма хам та ура ярса пусмас тесе сӑмах панӑччӗ. Урамра пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла сутакансем шутсӑр харсӑр, темӗн те пӗр каласа хӑртма пултараҫҫӗ. Сентре ҫинче вӗсен яп-яка та ҫап-ҫавра улма-ҫырла выртать. Хакӗ те пысӑках мар пек. Анчах хутаҫа мӗн тултарса параҫҫӗ вӗсем? Ятарласа витӗр курӑнманни, хура тӗсли ҫине яраҫҫӗ тата. Пӗррехинче унтан панулми туянтӑм. Ара, сентре ҫинче йӑлтӑртатса кӑна выртать те иртсе кайма хал ҫитмерӗ. Сутуҫӑ ҫимӗҫе мӗншӗн хура хутаҫа тултарни пирки шухӑшлама ӑс ҫитмерӗ-ха. Киле кайнӑ чухне ӑнсӑртран ӑнлантӑм: ҫӗрӗккине талтарман-ши вӑл? Хутаҫа уҫса пӑхрӑм кӑна – тарӑхса кайрӑм. Чӑнах та ҫӗрме пуҫланӑ панулми! Ирӗсӗрех ывӑтма тиврӗ.
Тепрехинче пасарта айккинче сӑнаса тӑнӑ чухне сутуҫӑсем ҫынсене улталамалли тепӗр меслетпе усӑ курнине асӑрхарӑм.
Лавккара сутӑнакан теттесенче хими япали нумайрах пулнине тупса палӑртнӑ. Погремушкӑра стирол пулнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ лавккасене тӗрӗсленӗ. Китайра туса кӑларнӑ тетте пахалӑхӗ вӗсене тивӗҫтермен. Унра хими япали пуррине тупса палӑртсан лавккана штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Ку лавкка Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Сутӑнакан пур тетте те пахалӑхсӑр пулман. Вӗсенчен пӗри ҫеҫ иккӗленӳ ҫуратнӑ.
Ҫав теттене 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Китайра туса кӑларнӑ. Вӑл таможня союзӗн техника регламенчӗпе килӗшсе тӑман. Лавкка хуҫин куншӑн явап тытма тивӗ. Штрафшӑн укҫа сахал мар кӑларса хумалла: 300 пин тенкӗ. Теттене сентре ҫинчен илсе тӗп тунӑ.
Шупашкара «Магазинно» телекӑларӑм ертӳҫи Александр Молочко килнӗ. «Пятница» телеканал ӗҫченӗсем хулари Тӗп пасарта пулнӑ.
Хӑнасем пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫитнӗ. Пасар хуҫи вырӑна ҫитиччен Молочко иҫӗм ҫырлине, хурмана, панулмине, арпуса тӗрӗслеме ӗлкӗрнӗ. Хурмапа арпусра кӑштах нитрат нумайрах пулнӑ. Помидорпа хӑярта вара — питӗ лайӑх. Александр Молочко темиҫе хутаҫ помидорпа хӑяр туяннӑ.
Телеертӳҫе аш-какай килӗшнӗ. Анчах павильонра срокран тухнӑ кӑлпасси те тупнӑ. Пӗтӗмпе 40 пин тенкӗлӗх кӑлпасси юрӑхсӑр пулнӑ. Ӑна тӳрех тӗп тума каланӑ. Апат-ҫимӗҫӗн сертификачӗ, санитари пирки те асӑрхаттарусем пулнӑ. Шел те, Тӗп пасар «Магазинно» наклейкӑна тивӗҫмен.
Шупашкарта харӑсах темиҫе вырӑнта «Светофор» магазин уҫӑлни чылаях пулмасть-ха. Маларах хӑшӗсем ырӑпах асӑнакан ҫав лавккара юлашки вӑхӑтра 200 тенкӗрен кая мар тавар илмелле йышӑннӑ. Пӗрисем кун пек ыйтнине кура тухса кайнӑ, теприсем тӗрӗслӗх шырама тытӑннӑ. Юлашкинчен асӑннисем Роспотребнадзорӑн пайӗсене ҫӑхавлама тытӑннӑ.
Сӑмах май каласан, ку сеть лавккисем федерацин 20 ытла регионӗнче ӗҫлеҫҫӗ иккен, пурӗ 300 ытла точка уҫнӑ.
«Йӳнӗ таварсен лавкки» тесе хӑйне рекламӑлакан Шупашкарти «Светофорта», акӑ, 200 тенкӗрен каярах суммӑлӑх (ытти хуласенче ку виҫе 500 тенкӗпе те танлашать) сутмаҫҫӗ.
Сахалтан та ҫавӑн чухлӗ суммӑлӑх тавар туянма хисетни, Роспотребнадзор управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, саккуна пӑсни пулать, ун пек тума пӗр саккун та ирӗк памасть.
Пӑрачкав тата Улатӑр районӗсене аптӑратнӑ Африка мурне сиплеме пулмасть, унран прививка та ҫук. Халӗ ку мура сарӑлма парас мар тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш Ене кӳрсе килекен тата кунта сутӑнакан сысна ашне тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ.
Халӗ 4 районти аш-какай ҫеҫ хӑрушсӑр шутланать: Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Вӑрмар, Шупашкар районӗсенче. Шупашкарти лавккасенче сысна какайне сахалрах сутаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн тата выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станцин ӗҫченӗсем рейд йӗркеленӗ, Шупашкарти пысӑк суту-илӳ точкисене ҫитнӗ.
Пӗр супермаркетра кунта туса илнӗ сысна ашӗ пачах сутман. Ӑна ют тӑрӑхран илсе килеҫҫӗ. Тепӗр лавккара Чӑвашри какай пулнӑ. Унччен ӑна Муркаш районӗнчен кӳрсе килнӗ. Халӗ вӑл 2-мӗш зонӑна кӗнӗрен чарнӑ. Какая Шуланкӑран (Звениговӑран), «Ҫӗрпӳ беконӗнчен» Сӗнтӗрвӑрри районӗ урлӑ илсе килеҫҫӗ.
Чӑваш Енре суйлав епле иртнине пӑхса тӑма Мускавран офицерсен десанчӗ килсе ҫитнӗ. Ку хыпара «Правда ПФО» хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.
Суйлав саккунӗсене пӑсни пирки шалти ӗҫсен органӗсене ҫӑхавласси Чӑваш Енре ытла та йышлӑ-мӗн. Ҫавна курах Мускаврисем кунтисем хӑйсен вӑйӗпе йӗрке туса ҫитереймеҫҫӗ тесе шухӑшланӑ-ши — ҫӗршывӑн тӗп хулинченех йӗрке хуралҫисене ярса панӑ.
«Наблюдатель» (чӑв. Сӑнавҫӑ) юхӑм йӗркеленӗ ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви нихӑш партинне те, сӑвӑн пекех уйрӑм ҫыннӑнне те правине пӑсма парас маррине ӗнентернӗ.
РФ Шалти ӗҫсен министерствин пайташӗсене регионсене ярса пани пирки каласан, кун пек чыса (те кавычкӑра каласан тӗрӗсрех пулатчӗ ӗнтӗ) ҫӗршывӑн ултӑ регионне кӑна ӑсатнӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |