Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Наркотикпе кӗрешнисем ҫул-йӗр юсаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.02.2017 13:10 | 2226 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Евгений Барсуков генерал-майор
Евгений Барсуков генерал-майор

Чӑваш Енри ҫул-йӗршӗн наркотикпа кӗрешнӗ ҫынсем яваплӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер хула-район пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци ирттернӗ чух сӑмах хускатнӑ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, маларах ведомствӑсемпе муниципалитетсем ҫул-йӗр тума тата тытса тӑма укҫа ҫитменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ, халӗ пуррипе те вӑхӑтра усӑ кураймаҫҫӗ. 2016 ҫулта Чӑваш Ен территорийӗнчи ҫул-йӗр отрасльне 3 миллиард та 645 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ, кӑҫал 5 миллиардран кая мар уйӑрмалла.

Патшалӑх саккасне пурнӑҫлакан тӗп учреждени — Чӑваш Республикин Ҫул-йӗр управленийӗ. Унӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫне Евгений Барсуков генерал-майор пурнӑҫлать. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Федерацин наркотӗрӗслев службин республикӑри управленине чылай ҫул ертсе пынӑччӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑвашупрдор пуҫлӑхне лартмалли конкурс иртиччен учрежденири ӗҫ-хӗле тӗрӗсленӗ те предприятири пӗлтерӗшлӗ должноҫсене унччен Наркотытӑмра ӗҫленисем йышӑннине палӑртнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслеве Михаил Игнатьев хушнипе ирттернӗ. «Чӑвашупрдорта» профессионалсен тухӑҫлӑ команди ӗҫлемелле», — асӑрхаттарнӑ Элтепер республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр министрне Михаил Резникова.

#конкурссем, #Чӑвашупрдор, #тӳре-шара, #укҫа-тенкӗ, #ҫул-йӗр, #канашлусем, #Элтепер, #ӗҫ вырӑнӗсем, #Транспорт министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем