Вӑрнар поселокӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри хастарӗсем халь-халь ишӗлессӗн ларакан ҫуртсемлӗ урама тупнӑ.
Ун пеккине «фронтҫӑсем» пӗлтӗрех асӑрханӑ-мӗн-ха. Путейнӑй урамри кивӗ ҫуртсем пирки вӗсене «вӑрӑм чӗлхеллӗ» пӗр ҫын систернӗ имӗш. Йӗпе-сапара унта кӗрсе тухма та ҫук иккен, йӑлари хытӑ каяша та турттармаҫҫӗ-мӗн, ҫӑлкуҫри шыв ӗҫме майсӑр имӗш, васкавлӑ пулӑшӑва та кӗтсе илейместӗн пулать. Ҫакӑн пек хыпара илтнӗ хыҫҫӑн Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри элчисем вӑл тӑрӑха ҫитсе килнӗ, унта пурӑнакансен условийӗсемпе паллашнӑ.
Чукун ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ ҫав хӑтсӑр ҫуртсенче (хӑй вӑхӑтӗнче — иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче — хӑтлах пулнӑ-ха. Ҫулсем иртнӗҫемӗн йывӑҫ ҫуртсем япӑхнӑ) чукун ҫул ҫинче ӗҫлекенсем пурӑннӑ-мӗн. Федераци харпӑрлӑхӗнчи ҫурт-йӗре вырӑнти харпӑрлӑха куҫарман-мӗн. Ҫынсене ун пек условире пурӑнтарма юрамасть — ҫапла пӗтӗмлетнӗ черетлӗ хут Вӑрнарта пулнӑ «фронтҫӑсем». Ҫуртсене кивӗ ҫуртран куҫармалли республика программине кӗртмелле. Ҫак ӗҫе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.
Пуйма хӑтланакан мулсӑр юлнӑ темелле-ши ӗнтӗ паллӑ ваттисен сӑмахне кӑшт ылмаштарса? Пуяс тени хӑш чухне, чӑн та, инкекпе вӗҫленет. Улатӑрти пӗр хӗрарӑм укҫаллӑ пулас тӗллевпе лавкка уҫнӑ. Унта вӑл ытти-хыттипе пӗрлех туртмалли тата хаяр шӗвек те сутнӑ.
Ятарлӑ ирӗк илсен ун пек таварпа суту-илӳ тума никам та чармасть-ха. Хӗрарӑм-усламҫӑ вӑл енчен саккунпа килӗшӳллӗн ӗҫлесе пынӑ. Анчах пӗр кунхине хайхискер пирус тата пӗр банка сӑрана ҫул ҫитмен каччӑна тыттарса янӑ. Туянакан пултӑр, укҫа килтӗр тенӗ-ши?
Анчах ҫул ҫитменнисене эрех-сӑра тата пирус сутма юраманнине кирек епле сутуҫӑ та пӗлме тивӗҫ. Кассӑсем патӗнче те тепӗр лавккасенче ун пек асӑрхаттару ҫырса ҫакаҫҫӗ, сутуҫӑсем те ҫамрӑк курӑнакансенчен паспорт ыйтаҫҫӗ.
Пирус тата сӑра сутнишӗн усламҫӑ-хӗрарӑм тӗлӗшпе Улатӑрти прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Саккуна пӑснишӗн хӗрарӑма пӗтӗмпе 80 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Ильяпа Агриппина Чеботарев-фронтовиксен ҫуртне хулари тӳре-шара тепӗр хутчен хак парӗ. Ун пек тума вӗсене суд йышӑнӑвӗпе хисетнӗ. Суда вара тавӑҫпа прокуратура тухнӑ.
Икӗ ҫул каялла, 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, ватӑсен ҫуртне тӳре-шара пырса пӑхса кайнӑ-ха. Пӗччен-иккӗн те мар, комиссипех. Йышра техника инвентаризацийӗн бюровӗн ӗҫченӗсем те пулнӑ. Анчах вӗсем 2004 ҫулта илнӗ ҫуртӑн техника паспортне уҫкаласа пӑхнӑ-мӗн те унта ҫурт 40 процент таран кивелнӗ тесе ҫырнине ӗненсе лартнӑ курӑнать.
Ҫурчӗ, тӗрӗссипе, кивелнӗ пулнӑ мӗн-ха. Стенисем, маччи, алӑк тата чӳрече патӗнче 45 процент таран ишӗлнӗ. Тӳре-шара шучӗпе ҫурт тепӗр 9 ҫултан та ним пулман пек ларнӑ, кивелмен тесе шухӑшланӑ-тӑр. 1958 ҫулта хӑпартнӑ ҫурт чип-чипер ларать тесе пуҫлӑхсем фронтовиксене ҫурт пама килӗшмен. Халӗ вӗсен пӳрте тепӗр хутчен хакламалла.
Чӑваш Енӗн прокуратури республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче тӗрӗслев ирттерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ _http://www.chuvash.org/news/8871.html_. Прокурорсем мӗн патне пырса тухни халӗ паллӑ иккен.
«Правда ПФО» интернет ҫӑлкуҫ пӗлтерни ҫине таянса «Аргументы и Факты» хаҫат ҫырнине ӗненсен, федераци тата республика хыснинчи укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ чух уҫҫӑнах махинаци тунӑ сисӗннӗ имӗш. Прокуратура тупса палӑртнӑ фактсене халӗ правӑна сыхлакан органсем тӗрӗслеҫҫӗ имӗш.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министерстви Шупашкарти ликерпа водка савутне патшалӑх хысни шутӗнчен 67 миллион тенкӗ субсиди уйӑрни те йӗркеллӗ япала мар-мӗн. Субсиди пирки каласан, хысна укҫи-тенки республика парламенчӗн ертӳҫисем витӗм кӳрекен предприятисене сахал мар уйӑрнӑ пулать.
Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвне Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев патне те ҫитернӗ.
Шыва кӗмелли ятарлӑ вырӑнсене йӗркелес тесен вӗсене тӗрӗслемелле. Ҫак ӗҫе пӗве-кӳлӗ хуҫисен санитарипе эпидемиологи службине те, шыв айӗнчи ӗҫсене тӑвакансене те явӑҫтармалла. Малтанхисем шыв пахалӑхне хаклаҫҫӗ пулсан, иккӗмӗшсем — водолазсем — шыв управҫисен тӗпӗнче мӗн пуррипе ҫуккине пӑхаҫҫӗ, кирлӗ пулсан тасатаҫҫӗ.
Асӑннӑ ӗҫе пурнӑҫлама тӑкаклине шута илсе ял тӑрӑхӗсен чылай пуҫлӑхӗ «Ишме юрамасть» текен асӑрхаттарусем ҫырса ҫапать те ӗҫӗ-пуҫӗ пӗтет. Ара, асӑрхаттармасан тӗрӗслемен пӗве-кӳлӗре шыва кӗрекенсемшӗн вӗсем яваплӑ пек пулса тухать-ҫке...
Муркаш районӗнчи Чуманкасси ял тӑрӑхӗ апла хӑтланас темен: ҫынсене ишмелли вырӑн туса парас тесе ҫав ялти Казанчик пӗвене водолазсене чӗнсех тӗрӗслеттернӗ.
Сӑнсем (7)
Паян Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков строительство организацийӗсем хӑйсен гаранти вӑхӑтӗнчи ҫулсене юсанине пӑхса ҫаврӑннӑ. Пуҫлӑх гаранти вӑхӑтӗнчи ҫулшӑн хула пӗр пус та пӗтермесси пирки ҫирӗплетсех каланӑ.
Муниципалитет подряд организацийӗсемпе тунӑ килӗшӳре гаранти вӑхӑтне 5 ҫул тесе палӑртнӑ. Унта-кунта шӑтӑк-путӑк пулса кайсан лешсен кӑлтӑка хӑйсен шучӗпе пӗтермелле.
Тӗрӗслеве хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Калинин кӗперӗнчен тытӑннӑ. 2014 ҫулта ӑна «Дорэкс» предприятие 1,8 миллион тенкӗлӗх юсанӑ. Анчах кӑҫал ҫуркунне кӑлтӑксем палӑрнӑ. Ҫӗнӗрен юсама предприяти 300 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Тӗрӗслевччен пӗр кун маларах, ӗнер, «Дорэкс» ҫитменлӗхе пӗтернӗ.
Алексей Ладыков ҫавӑн пекех Кривов урамне, Станциҫум урама ҫитсе тӗрӗсленӗ.
Сӑнсем (50)
Выльӑх апачӗ хатӗрлеме вӑхӑт ҫитни пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви «Агро-Инноваци» хысна предприятийӗ пӗлтерни тӑрӑх васкатать. Ку хыпара вӑл хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчех вырнаҫтарнӑ.
Маларах асӑннӑ хысна предприятийӗ иртнӗ эрнере республикӑри хӑш-пӗр хуҫалӑха ҫитсе унти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлемелли культурӑсем ҫулма хатӗррипе хатӗр маррине пӑхса ҫӳренӗ. Вӗсем «Колос» сӑнавлӑ хуҫалӑхра, «Атлашевский», «Коминтерн», «Новый Путь» кооперативсенче пулнӑ, нумай ҫул ӳсекен курӑка ҫулма вӑхӑт ҫитнине палӑртнӑ. Пӑрҫа йышшисем чечеке ларнӑ, пӗрчӗллисем пучаха ларас патен ҫитнӗ. Апла пулсан вӗсене сенаж хума шӑпах вырӑнлӑ. Кӑштах вӑхӑт иртсен вӗсенчи протеин сахалланса юлать.
Пирӗн республикӑра «Халӑх тӗрӗслевӗ» портал 5 уйӑха яхӑн ӗҫлет. Ҫав хушӑра унта 519 ҫыру ҫитнӗ.
Порталпа усӑ куракансенчен ытларахӑшӗ (61 проценчӗ) тавралӑха хӑтлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хускатать-мӗн. Вӗсем урам тата ял ячӗсене тӗрӗс мар ҫырнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ, нумай хваттерлӗ ҫуртсен умӗсене начар тасатнине палӑртнӑ. Ҫӑхавланисенчен 27 проценчӗ ҫул пахалӑхӗпе тимлеме чӗнсе каланӑ. 10 проценчӗ управляющи компанисен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр.
Ҫӗнӗ ресурса пыракан ҫырусем ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене ҫийӗнчех ҫитни пирки, ыйтусене 10 кунра хуравлани пирки ӗнентерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен мӗнпур ыйтӑвӑн 96 процентне хуравланӑ. Ахаль чухне 30 кун кӗттереҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫын экзотикӑлла кайӑксене тытать иккен. Фермер килӗнче турткӑш тата фазан хӑйсене хуҫа пек тытса ҫӳреҫҫӗ. Усрас тесен тем те тытма юрать-ха, анчах Ҫӗрпӳ фермерӗ кайӑксене профилактика карантинӗ витӗр кӑларман имӗш. Вӑл вӗсене пуллорозпа, туберкеркулезпа, ерекен тата ытти чирпе аптӑранине те тӗрӗслеттермен. Ҫакӑ федераци саккуне пӑсни шутланать. Куншӑн пуҫран шӑлмаҫҫӗ.
Шӑпах ҫавӑн пек ҫаврӑнса тухнӑ та. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем фермера административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ май (ку органӑн апла тума ирӗк пур) виҫӗ пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма мӗнпур тӗрӗслев материалӗсене чӗрчунсен чир-чӗрӗпе кӗрешекен районти станцине ҫитернӗ тесе пӗлтернӗ асӑннӑ орган.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей ҫыннисем монополипе кӗрешекен федераци службине телекураври реклама хытӑ кайни пирки ҫӑхавлама пултараҫҫӗ.
Ведомство пуҫлӑхӗн ҫумӗ Андрей Кашеваров журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, ФАС реклама роликӗсенчи сасӑсене тӗрӗслекен лабораторие хута ярӗ. Реклама тата кӑларӑмсен анонсӗн сассин телекураври контентран вӑйлӑрах пулмалла мар-мӗн.
РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Алексей Волин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ведомствӑн телеканалсене тӗрӗслеме ирӗк пур. Ҫавӑн пекех ҫынсем ҫӑхавласан та вӗсем тӗрӗслӗҫ.
Талӑкне 80 ролик таран тӗрӗслеме пултарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |