Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Димитриев нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплен епле юсанине пахалама хӑй ҫула тухнӑ. Ҫула тухнӑ-тухнах вӑл ҫурт-йӗр ҫивитти ҫине хӑпарсах аннӑ: строительсем ӗҫе епле пурнӑҫланине куҫӗпе курса хаклас тенӗ.
Владимир Димитриев ӗнерхи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче район центрӗнчи Совет урамӗнчи 61-мӗш тата Ҫӗнтерӗве 30 ҫул урамри 1-мӗш ҫурта епле юсанине пахаланӑ.
Иртнӗ ҫул Шупашкар районӗнче нумай хваттерлӗ 13 ҫурта тӗплӗн юсанӑ. Кӑҫал 27 ҫурта 21 миллион тенкӗлӗх ҫӗнетме палӑртса хунӑ.
Ҫав шута Кӳкеҫри 14, Ҫӗнӗ Тутаркассинчи 8, Ҫӗньялти 2, Чӑрашкассинчи 2, Ҫӗктерти 1 ҫурт лекнӗ.
Ӗнерхи куна илсен ҫичӗ ҫуртра ҫивиттие, сивӗ шыв тытӑмне, канализаци пӑрӑхӗсене ылмаштарса ӗлкӗрнӗ.
Нумаях пулмасть Халӑх фрончӗ Канашри ҫулсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем чылай ҫӗрте ҫул япӑххине палӑртнӑ.
Муниципалитет 100 ҫухрӑм ҫула пӑхса тӑрать. Унран пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ ҫеҫ хытӑ сийлӗ. Кунашкаллисен йышӗнче — Ильич урамӗ. Унта асфальт ҫукпа пӗрех. Ку ҫул ҫинче шӑтӑксем 19 сантиметр тарӑнӑш.
Ленин проспектӗнчи, Комсомольски урамӗнчи, Карл Маркс урамӗнчи ҫулсем ҫинче те шӑтӑк-путӑк самай. Хӑш-пӗр ҫӗрте кирпӗч сарнӑ. Ҫул хӗрринче сий ҫуккипе арматура тухса тӑрать. Ҫавна май унта авари пулас хӑрушлӑх пысӑк.
Ленин проспектӗнче лару-тӑру тата йывӑртарах. Арканнӑ ҫул 10 метр таранах ҫитет. Халӑх фрончӗ муниципалитета ку ҫитменлӗхсем пирки пӗлтернӗ. Усси пурах ҫав. Канашри хӑш-пӗр вырӑнти ҫула юсанӑ. Унта-кунта ӗҫе тӗплӗн туман, ҫапах пӑр вырӑнтан тапранни паха.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Юрма» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ чӑх-чӗп валли начар апат туяннӑ.
Россельхознадзор управленийӗ унти комбикорм, тулӑ пахалӑхне тӗрӗслеме Хусанти ятарлӑ центра ярса панӑ. Планпа ирттерекен тӗрӗслев вӑхӑтӗнче илнӗ пробӑсене лабораторире пахалани генпа модефикациленине ҫирӗплетмен-ха: тыр-пул пахалӑхӗ чиперех пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах кайӑк-кӗшӗк апачӗ валли усӑ куракан тулӑ, урпа пахалӑхне хутпа ҫирӗплетсе паманни йӗркеллӗ япала шутланмасть. Ку вара хальхи вӑхӑтри саккунсене пӑснипе танлашать.
Кӑлтӑкшӑн «Юрма» тулли мар обществӑна Раҫҫей Федерацийӗн административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан саккунӑн 14,43 статйин 1-мӗш пайне пӑснӑ тесе административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Елчӗк районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсенче те ҫак кунсенче хӗрӳ ӗҫҫи пырать. Анчах ун вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнаҫҫӗ-и? Ҫак тӗллевпе Гостехнадзорӑн районти инспекцийӗн ертӳҫи А. Соловьев хуҫалӑхсене куллен тухса ҫӳрет, уй-хирти кӗрхи ӗҫсене хутшӑнакан техника юсавлӑхне тӗрӗслет.
Тыр-пул пухса кӗртнӗ вӑхӑтра комбайнсем ҫинче 2 огнетушительтен кая мар, ҫавӑн пекех 40 литр шыв, хӑйӑр кирлӗ. Тимӗр икӗ кӗреҫе, йывӑҫран пӗр кӗреҫе, шӑпӑр е швабра пуррине те вӑл пӑхать. пушар тухсан ӑна хупласа хума брезент кирлӗ.
Нумаях пулмасть специалист «Эмметево» тулли мар яваплӑ обществӑра, «Труд» ялхуҫалӑх производство кооперативӗнче, Таяпа Энтринчи А. Петров хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче пулса унти комбайнсене хакланӑ.
Чӑваш Енри ача-пӑча уйлӑхӗсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Шӑпарлансем канакан вырӑнсенче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем тӗрӗсленӗ.
Специалистсем уйлӑхри пӳлӗмсенче тивӗҫлипе тасатманнине, вӗсене вӑхӑтра уҫӑлтарманнине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӑванмалли пӳлӗмсенче крансем йӗркеллӗ ӗҫлемен. Аслисем ачасен кун йӗркине те тивӗҫлипе йӗркелемен.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑшӗн (ку ачасене апатланӑвне, пурӑнмалли условисене те пырса тивет) 214 административлӑ протокол ҫырнӑ. Пӗтӗмпе штрафсем 614,8 пин тенкӗлӗх пухӑннӑ.
«Пурин те халӑх ырлӑхӗшӗн» ҫине тӑмаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗҫӗмех калать. Анчах тӳре-шара те ҫавна илтмест, те ытлашшипех тар тӑкать: хӑшӗсем ҫынсен ыйтӑвне те вӑхӑтра хуравламаҫҫӗ.
Патшалӑх тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче (район-хула администрацийӗсенче, ял тӑрӑхӗсенче) тӑрӑшакансем ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухассипе кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта епле ӗҫленине нумаях пулмасть Чӑваш Ен прокуратури тишкернӗ.
Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, граждансен ыйтӑвне пӑхса тухассипе ҫыхӑннӑ саккуна ҫур ҫулта 100 ытла пӑснӑ. Ку фактсемпе 63 хутчен прокурор кӑтартӑвӗ шӑрҫаланӑ.
Ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухассинчи час-час тӗл пулакан кӑлтӑк шутне вӑхӑтра хуравламаннине, ыйтусене ытти органа ӑсатса ларнине, ыйту авторне кун пирки пӗлтерменнине кӗртмелле.
Яваплисен тӗлӗшпе прокурорсем ҫине тӑнипе 19 хутчен административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Чиновниксем Шупашкарти кафесене, хупахсене ҫите курнӑ. Саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ вӗсем.
Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, суту-илӳ киоскӗсенче сӑра сутма юрамасть. Анчах рейд вӑхӑтӗнче чиновниксем Трактор тӑвакансен проспектӗнче сӑра лавкки тупнӑ. Сутуҫӑ саккун пирки илтмен те-мӗн. Лавкка сентрисем ҫинче сӑра кӑна мар, алкоголь коктейлӗсем те пулнӑ.
Ҫак лавкка тӗлӗшпе тӗрӗслев акчӗ ҫырнӑ, сутуҫа асӑрхаттарнӑ. Усламҫӑ сутма ирӗк панӑ документ кӑтартмасан ШӖМ ӗҫченӗсемпе ҫыхланма тивӗ.
Чиновниксем 12 заведение ҫитнӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте вӗсем сутуҫӑсене тӗрӗслес тесе хӑйсен ҫыннисене туянма янӑ. Рейд ҫакна палӑртнӑ: чылай усламҫӑ саккуна лайӑх уянӑ, 23 сехет хыҫҫӑн пӗр кӗленче эрех-сӑра та сутман. Унсӑрӑн 30 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивет-ҫке-ха.
Чиновниксем кунашкал рейдсене тӑтӑшах ирттересшӗн.
Улатӑрта пурӑнакан 58 ҫулти арҫыннӑн чартакӗ ҫинче 115 грамм симӗс хутӑш тупнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ку мӑкӑнь улӑмӗ пулни палӑрнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Арҫын унччен те пуҫиле майпа явап тытни паллӑ. Ун чухне вӑл наркотик упранӑшӑн тата ӑша янӑшӑн ҫакланнӑ.
Наркотӗрӗслев службин ӗҫченӗсем ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли ҫӗр лаптӑкӗсенче мӑкӑнӗ тата кантӑра вӑхӑтра тӗп тумалли пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Унсӑрӑн ҫӗрпе усӑ куракан ҫынна явап тыттарма пултараҫҫӗ. Наркотик хутӑшӗллӗ курӑк ӳстернӗшӗн 300 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме е ирӗкрен 2 ҫуллӑха хӑтарма пултараҫҫӗ.
Наркотик хутӑшӗллӗ курӑк ӳстернине асӑрхасан 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем нумай хваттерлӗ ҫуртсене юсакан регионсенчи операторсен сайчӗсене тишкернӗ. Тӗпчев вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри фонд халӗ те ҫулталӑкри отчета кӑтартман.
Отчета мӗн кӗмелле-ха? Унта регионти операторӑн управленийӗпе тытӑмӗ пирки, капюсав программине мӗнле пурнӑҫласа пыни, укҫа мӗнле пухни ҫинчен информаци пулмалла. Кунашкал хыпарсене Раҫҫейри 42 регионти ҫӳлерех асӑннӑ сайтсенчен тупайман. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Ен те.
Атӑлҫи федераци округӗнче кунашкал тепӗр ултӑ регион: Киров, Пенза, Сарӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсем, Мари, Тутар республикисем. Халӑх фрончӗ кун пирки халӑха пӗлтериччен лару-тӑру Сарӑту, Чӗмпӗр, Киров облаҫӗсенче улшӑннӑ, вӗсем отчет хатӗрленӗ.
Отчета сайтра пичетлемелли пирки РФ Ҫурт-йӗр кодексӗнче ҫырнӑ.
Ҫӗрпӳсем хӑш-пӗр суту-илӳ точкинче хаксем ҫӗпре ҫинчи пек хӑпарни пирки республика Элтеперне Михаил Игнатьева ҫӑхавланӑ. Михаил Васильевич вырӑна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ҫитнӗ.
Элтепер ҫӑкӑр, кӗрпе, какай, пулӑ мӗн хак тӑнипе кӑсӑкланнӑ. Улма-ҫырла пиҫнӗ вӑхӑтра хӑш-пӗр сутуҫӑ сахӑр хакне 60 тенкӗ таран хӑпартни ҫынсене кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Теприсем пӗр килограмне 50 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Элтепер кун пек тӗрӗсмарлӑхпа, хаксем ӗрӗхсе ӳснипе, кӗрешме хушнӑ.
Михаил Игнатьев тавара ӑҫтан кӳрсе килнипе те интересленнӗ. Лавкка сутуҫисем тӳрех хуравланӑ: районтанах.
Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ районне тепӗр сӑлтавпа та килнӗ. Вӑл ӗҫри хастарлӑхшӑн вырӑнти аграрисене тав хучӗпе чысланӑ. Строительсемпе ҫул саракансене те вӑл награда панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |