Канашри нумай хваттерлӗ ҫуртра пушар тухнӑ хыҫҫӑн ытти ҫӗрти ҫуртсене те тӗрӗслӗҫ.
Асӑннӑ ҫуртра 2019 тата 2020 ҫулсенче юсав ирттернӗ, ҫивиттие те юсанӑ. Ҫав ҫивитти пӗр сехет ҫурӑра кӗлленнӗ. Виҫӗм ҫул унта инженери сечӗсене улӑштарнӑ, пӗлтӗр — ҫивиттие.
Юсав организацийӗ ҫутӑ пӑралукне епле ылмаштарнине, ҫивиттие вут-кӑвартан асӑрхамалли ӗҫе мӗнлерех пурнӑҫланине, епле материалпа усӑ курнине, технологие пӑхӑннине специалистсем ҫывӑх вӑхӑтра тӗрӗслӗҫ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама республика Элтеперӗ Олег Николаев хушнӑ.
Канашри ҫав ҫурта тӗплӗн юсанӑ компани асӑннӑ хулари тата тепӗр 7 ҫуртра юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, Тӑвайӗнче — 1 ҫуртра.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем сывлӑш таса марри, хлор шӑрши кӗни пирки пӗр вӑхӑтра вӗҫӗмех хыпарларӗҫ. Ку ыйтупа республика Элтеперӗ Олег Николаев та кӑсӑкланнӑччӗ.
Чӑваш Ен прокурорӗ Андрей Фомин Чӑваш Ен наци телекуравӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн сӑлтавӗ темиҫе пулма пултарать. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «Химпром» предприятирен хлор шӑрши сарӑлма пултарнӑ. Унти 70-мӗш цеха шанмаҫҫӗ. Ҫавӑнта технологи процесӗсене пӑснине тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ цехри производствӑна уйрӑмах хӑрушӑ объектсен реестрне кӗртменрен Ростехнадзор ӑна тӗрӗслемен. Халӗ реестрта шута илнӗ.
Тӗпчевҫӗсем кӗпе-йӗп ҫӑвакан предприятие, сӑрӑ туса кӑларакан производствӑна тата ытти ҫавӑн пек хӑш-пӗр организацие шанманран тӗрӗслеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи икӗ шкулта ачасене тӑпӑрчӑ ҫитерес вырӑнне тӑпӑрчӑ хутӑшӗ парас тенӗ. Ҫакна республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви нарӑс уйӑхӗнчи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Хут ҫинче тӑпӑрчӑ тесе кӑтартнӑ, ӑна сутаканӗ вара тӑпӑрчӑ хутӑшӗ сутнӑ. Ҫавна асӑрхасан продукцие каялла тавӑрса панӑ, ачасене унпа апатлантарман.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пӗр шкул столовӑйӗнче ывӑс япӑххине палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫӗннисене туяннӑ. Тепӗр шкулта савӑт-сапана ылмаштарнӑ.
«Кӑлтӑк тупса палӑртнӑ шкулсене эпӗ хам ҫитсе килтӗм, – ӗнентернӗ вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Наталия Скворцова. – Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗпе тата шкул директорӗсемпе эпир пысӑк ӗҫ туса ирттертӗмӗр, шкул валли апат-ҫимӗҫ туянас ыйтӑва йӗркене кӗртмеллеине сӳтсе яврӑмӑр. Малашне те тӗрӗслесех тӑрӑпӑр. Ҫак ӗҫе хамӑр специалистсене ҫеҫ мар, Роспотребнадзорпа прокуратура ӗҫченӗсене те явӑҫтарӑпӑр».
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Радость» (чӑв. Савӑнӑҫ) 40-мӗш ача пахчинче савӑнмалла мар япала пулса иртнӗ. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче унти веранда ҫивиттийӗ ишӗлсе аннӑ. Вӑл юр пусарса лартнине чӑтайман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӑтӑрмах каҫхи тӑхӑр сехетсенче пулнӑ.
Строительсен урамӗнчи ача пахчинчи пӑтӑрмаха куракансем пулнӑ. Вӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Халӗ ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе прокуратура тата тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе хут ҫырса панӑ та ӗнтӗ. Чӑн та, юрать ачасем шар курман. Кӑнтӑрла пулсан унта пӗчӗккисем выляма пултарнӑ.
Муркашри шкулта юр пусарса тӑнине тӳсеймесӗр ҫивитти йӑтӑнса аннӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» интернет-порталта пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче шкулӑн икӗ хутлӑ ҫуртӗнче пулнӑ. Унта ачасем ритмика тата гимнастика енӗпе занятисене пухӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнтах шкул вулавӑшӗ вырнаҫнӑ.
Пӑтӑрмаха халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Тӗрӗслев РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе пӑхнӑ преступлени (ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламанни) пуррипе ҫуккине палӑртӗ.
Ҫавӑн пекех тӗпчевҫӗсем Шупашкарти Эгер бульварӗнчи 9 хутлӑ ҫуртӑн 1-мӗш хутӗнчи хваттерти стенана сӳтнӗ текен хыпара тӗрӗслеҫҫӗ.
Ыран, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, халӑха асӑрхаттармалли тытӑм епле ӗҫленине черетлӗ хутчен тӗрӗслӗҫ. Яваплӑ службӑсем ун пеккине тӑтӑшах ирттеренине хӑнӑхӑмӑр ӗнтӗ.
Урамсенче вырнаҫтарнӑ сиренсемпе громкоговорительсем граждан хӳтӗлевӗн тренировки пуҫланни ҫинчен систерӗҫ. «Внимание всем!» (чӑв. Пурин те тимлӗ пулмалла) асӑрхаттару икӗ хутчен: 10 сехет те 40 минутра тата 11 сехетре янӑрӗ.
Чӑваш Енӗн Граждан хӳтӗлевӗпе чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, сасса илтсен пӑлханма кирлӗ мар. Вӑл —тӗрӗслев кӑна.
Чӑваш Ене ӑратлӑ ӑйӑрсен биоматериалне кӳрсе килнӗ. Вӗсен генетика материалне Россельхознадзорӑн Чӑваш Республикипе Чӗмӗпӗр облаҫӗнчи управленийӗн инспекторӗ тӗрӗсленӗ.
Спорт ӑрачӗллӗ лашасене пӗтӗлентермелли биоматериала Швецинче туяннӑ. Ӑна пурӗ 14 доза илсе килнӗ.
Материал паха тата пирӗн тӑрӑхри лашасене пӗтӗлентерме юӑхлине Швецинче панӑ ветеринари сетификачӗ те ҫирӗплетсе панӑ. Сертификатра ҫырнине ӗненсен, биоматериала иличчен ӑйӑрсене тӗрлӗ чир-чӗртен тӗрӗсленӗ, янаварсем таса сыввине палӑртнӑ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр организацийӗсенчен пӗрне, «Дортех» тулли мар яваплӑ обществӑна, административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Вӑл ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче ҫула йӗркеллӗ тасатман.
Ҫавна тӗрӗслеме патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем тата прокуратура ӗҫченӗсем тухнӑ.
«Сӑр» автоҫулӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи пайӗнче тин ҫеҫ ҫунӑ юра вӑхӑтра тасатман. Ҫавна пула ҫул ҫинче инкексем пулма пултарнӑ.
«Дортех» предприяти директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 20 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штрафлама юрать.
Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви асӑннӑ предприяти ӗҫ калӑпӑшӗ пысӑк пирки ҫула тивӗҫлипе тытса тӑма ӗлкӗрейменнине пӗлтӗрех палӑртнӑ. Лару-тӑрӑва улӑштарма хальлӗхе май ҫук-мӗн, мӗншӗн тесен контракта 2022 ҫул вӗҫӗччен алӑ пуснӑ.
Шупашкарти тӳре-шара хулари коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем епле ӗҫленине тӗрӗслеме тухнӑ. Пуҫлӑхсем нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хулан тӗп пайӗнчи урамсене тӗрӗсленӗ. Тӳре-шара Ленин проспекчӗпе, Ильбек, Маршак, Энгельс тата Чапаев урамӗсене тӗрӗслеме тухнӑ. Вӗсен унти 40 ытли картише кӗрсе тухнӑ.
Тӳре-шара куҫӗ тӗлне юр тасатман тротуарсем, вӗренӳ заведенийӗсен умӗсем килнӗ.
Кӑлтӑксемшӗн «Дорэкс» акционерсен обществине сӑмах тивнӗ.
«Теплый дом», « Кван», «Старко», «Волна» управляющи компанисем картишсене йӗркеллӗ тасатса тӑман, нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр ҫивитти ҫинчи пӑр тумламне тасатман. «Жилкомсервис-1» тулли мар яваплӑ общество урама тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗпе сапман.
Йӗркеллӗ ӗҫлемен управляющи компанисене йӗркеллӗ ӗҫлеме хушнӑ.
Питӗр хулинче Чӑваш Енре ҫуралнӑ Петр Егоров зодчи скверӗ пулӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Питӗрти Топоним комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑвашра ҫуралса ӳснӗ, Питӗрте ӗҫлесе ят-сум илнӗ Петр Егоров ятне хулари пӗр-пӗр вырӑна парас ыйтӑва тишкернӗ. Ҫапла тума ыйтса Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хула кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов патне Культурӑпа истори эткерлӗхӗн «Ӑрусен астӑвӑмӗ» П.Е. Егоров ячӗллӗ фончӗ сӗннипе ҫыру янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Питӗрти 6-мӗш Совет урамӗнчи ятсӑр бульвара Петр Егоров зодчи ячӗллӗ сквер туса хума килӗшнӗ. Топоним комиссийӗ ырланӑ хыҫҫӑн ыйтӑва Питӗр хулин Тӗп районӗн администрацийӗнче ырлани кирлӗ.
Аса илтерер: Петр Егоров ҫуралнӑранпа кӑҫал 290 ҫул ҫитет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |