Хулара
![]() yablor.ru сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫынсем темӗн шӑрши кӗни пирки калаҫаҫҫӗ. Паян Роспотребнадзор сывлӑшри хлор чӑннипех те темиҫе хут ытларах пулнине тупса палӑртнӑ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, хлор виҫӗ адреспа нормӑран пысӑкрах пулнӑ: Винокуров урамӗнчи 35-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче, Совет урамӗнчи 1-мӗш ҫурт патӗнче тата Хӗвеллӗ урамри 33-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче. Унта сывлӑшри хлор 1,3-2 хут ытларах-мӗн. Палӑртмалла: ӗнер Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ тест туса сывлӑш йӗркеллех пулнине палӑртнӑ. Прокуратура вара тепӗр хутчен тӗрӗслев ирттерме ҫине тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |