Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӑкаксем

Ял хуҫалӑхӗ

Республикӑра пӗр вӑхӑт шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран тата хӑш-пӗр районта ҫумӑр ҫуманран Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑш-пӗр тӑрӑхра инкеклӗ лару-тӑру тесе утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хушу кӑларни, иртнӗ эрне вӗҫӗнче ҫав хушӑва пӑрахӑҫлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, инкеклӗ лару-тӑрӑва хӑй вӑхӑтӗнче Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ районӗсенче йышӑннӑччӗ. Ҫанталӑк шӑрӑх тӑни кӑнтӑр енчи районсенчи ял хуҫалӑх культурисене сиен кӳнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри хуҫалӑхсем малтанласа шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, шӑрӑх 15,2 пин гектар ҫинчи ял хуҫалӑх культурисене шар кӑтартнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче тӗш-тырӑпа пахча-ҫимӗҫ 3,3 пин гектар сиенленнӗ, Патӑрьел районӗнче — 11,9 пин гектар. Тӗрӗссипе миҫе гектар шар курнине ҫак уйӑхра тӗплӗнрех шутласа кӑлармалла.

 

Республикӑра

ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи каҫ тӗлне Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗнче 4600 кубла метр йывӑҫ сиенленнӗ. Ку тӑкак 4 миллион та 830 пин тенкӗпе танлашать.

Пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунӑран республикӑри тӑватӑ вӑрман хуҫалӑхӗ сиенленнӗ: Сӗнтӗрвӑрри, Сӑнав, Шупашкар, Етӗрне вӑрман хуҫалӑхӗ. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче — Турханкасси тата Сӗнтӗрвӑрри вӑрманӗсем, Сӑнав тӑрӑхӗнче Сурӑм, Ильинка, Карачура вӑрманӗсем электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.

Халӗ ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин учрежденийӗсем ҫак лару-тӑрӑва сирес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Электролини районсене тухакан прачаксене пӑрланнӑ, ӳкнӗ туратсенчен тасатаҫҫӗ.

Атӑл леш енче те лару-тӑру кӑткӑс. Унти электролинисем ытларах вӑрмансем витӗр тухаҫҫӗ. Япӑх ҫанталӑка пула 4 ялта электричество пулман. «Чӑваш Ен» санатори, Октябрьски, Первомайски, Ҫурҫӗр поселокӗсенче электричество пулманнисӗр пуҫне шывпа тивӗҫтересси те япӑх ӗҫленӗ.

 

Экономика

Кӑҫалхи кӑрлач–авӑн уйӑхӗсенче тӑкаклӑ предприятисен шучӗ Чӑваш Енре 7,3 процент чухлӗ нумайланнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑрпа танлаштарсан.

Тӑкаклисем транспортпа ҫыхӑну отраслӗнче уйрӑмах йышлӑ иккен. Вӗсен асӑннӑ отрасльти мӗнпур предприятин 60,5 проценчӗ чухлӗ. Ӑслӑлӑх тӗпчевӗпе тата шухӑшласа кӑларассипе ӗҫлекенсем хушшинче тӑкаклисем пӗтӗмпе те 16,7 процент. Ҫапла вара тӑхӑр уйӑхра республикӑри 393 организаци (кунта, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, пӗчӗк предприятисем, банксем, страхлакан организацисем тата хысна учрежеднийӗсем кӗмен) 10,5 миллиард етнкӗ тупӑш илнӗ. 166 предприяти вара 6,3 миллиард тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.

 

Республикӑра

Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем 2014-мӗш ҫулхи тата 2015-мӗшпе 2016-мӗшсенчи планлӑ тапхӑр валли бюджета иккӗмӗш вулавпа йышӑннӑ.

2014 ҫулта тупӑш пайӗ 32 405 317,8 пин тенкӗпе танлашмалла. Кӑҫалхипе танлаштарсан тупӑш пайӗ 2 651 619,1 пин тенкӗ чакмалла-мӗн.

Республика хысни налука пула тулнине илес тӗк, кӑҫалхинчен вӑл 1,5 миллиона яхӑн пысӑкланмалла. Уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илекен налук виҫи 7 740 333,7 пин тенкӗпе танлашмалла, ку вӑл кӑҫалхинчен 1 518 447,7 пин тенкӗ нумайрах тенине пӗлтерет.

Тӑкаксен пайӗ вара килес ҫул 3 685 579,9 пин тенкӗ чухлӗ хӗсӗнмелле. 2015-мӗшӗнче ҫитес ҫулхинчен 123 318,1 пин тенкӗ чакармалла, 2016-мӗшӗнче 2015-мӗшӗнчинчен 877 478,0 пин тенкӗлӗх.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/67245
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Ака, 02

1932
93
Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1932
93
Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1944
81
Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
1965
60
Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ.
1977
48
Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи