Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Муркаш районӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑм ҫӑнӑх складне сиенлетнӗ.
Шатракассинчи складра ҫулӑм ҫурҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра алхасма тытӑннӑ. Вырӑна ҫитнӗ пушарнӑйсем унпа 20 минут кӗрешнӗ. Юрать, кӳршӗ склада сыхласа хӑварма май килнӗ. Унта тырӑ упраннӑ.
Пушарта 30 тонна ҫӑнӑх ҫунса кайнӑ. Ку тӑкак 200 пин тенкӗпе танлашать.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал республикӑра 549 пушар тухнӑ, ҫулӑм пӗтӗмпе 54 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Тата хӑрушӑраххи – пушарта 38 ҫын вилнӗ, 47-ӗн аманнӑ. 129 ҫынна пушарта ҫӑлма май килнӗ.