Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
    
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
    
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
 Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем 2014-мӗш ҫулхи тата 2015-мӗшпе 2016-мӗшсенчи планлӑ тапхӑр валли бюджета иккӗмӗш вулавпа йышӑннӑ.
2014 ҫулта тупӑш пайӗ 32 405 317,8 пин тенкӗпе танлашмалла. Кӑҫалхипе танлаштарсан тупӑш пайӗ 2 651 619,1 пин тенкӗ чакмалла-мӗн.
Республика хысни налука пула тулнине илес тӗк, кӑҫалхинчен вӑл 1,5 миллиона яхӑн пысӑкланмалла. Уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илекен налук виҫи 7 740 333,7 пин тенкӗпе танлашмалла, ку вӑл кӑҫалхинчен 1 518 447,7 пин тенкӗ нумайрах тенине пӗлтерет.
Тӑкаксен пайӗ вара килес ҫул 3 685 579,9 пин тенкӗ чухлӗ хӗсӗнмелле. 2015-мӗшӗнче ҫитес ҫулхинчен 123 318,1 пин тенкӗ чакармалла, 2016-мӗшӗнче 2015-мӗшӗнчинчен 877 478,0 пин тенкӗлӗх.
