Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шӑмӑршӑ районӗнчи инкеклӗ лару-тӑрӑва пӑрахӑҫланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 10.07.2015 21:40 | 1456 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Республикӑра пӗр вӑхӑт шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран тата хӑш-пӗр районта пӗр пӗрчӗ ҫумӑр та ӳкменрен ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑш-пӗр тӑрӑхра инкеклӗ лару-тӑру пулни пирки хушу алӑ пуснӑччӗ. Ку Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсене пырса тивнӗччӗ.

Паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки ЧР МЧСӗн пресс-служби пӗлтерет.

Аса илтерер: инкеклӗ лару-тӑрӑва утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче йышӑннӑччӗ. Ун чухнех пӗлтернӗччӗ — ӑна ятарлӑ хушусӑр та пӑрахӑҫламӗҫ.

Халӗ Шӑмӑршӑ районӗнче лару-тӑру лайӑхланнӑ, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе организаци ертӳҫисене тӑкака сахаллатас тӗлӗшпе ӗҫлеме хушнӑ.

#инкеклӗ лару-тӑру, #Патӑрьел районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #ҫанталӑк

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/78223
 

Комментари:

Нина // 3574.22.8843
2015.07.12 10:12
Софья Савнеш
Шӑмӑршӑ районӗнчи инкеклӗ лару-тӑрӑва пӑрахӑҫланӑ
Патӑрьел районӗнчи инкеклӗ лару-тӑрӑва мӗншӗн пӑрахӑҫламан вара?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем