Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрне ҫӳрекен шӑпӑрлансем пӗлтӗрхи ҫуллахи пӗр кунхине харсӑрланнӑ. Урама уҫӑлма илсе тухнӑскерсем веранда хыҫне кайнӑ та ача пахчин картин леш енче ларакан машинӑна чулпа пеме тытӑннӑ. Автомобиль сигнализацийӗ темиҫе хут та ӗҫлесе кайнӑ. Пӗчӗкскерсем пӗрех чарӑнман.
Кантӑка ватни, сӑрӑна сиенлени пирки транспорт хуҫи пакунлисене пӗлтернӗ. Полици машинӑна ача пахчине ҫӳрекен икӗ шӑпӑрлан сӑтӑр кӳнине палӑртнӑ.
Машина хуҫи пӑтӑрмах пирки судах ҫитнӗ. Унта вӑл тӑкака ача пахчинчен шыраса илме ыйтнӑ. Ачасен ашшӗ-амӑшне те ответчик евӗр тунӑ. Шупашкар хулинчи Мускав район сучӗ тӑкака ача пахчинчен шыраса илме йышӑннӑ. Шӑпӑрлансем ҫав вӑхӑтра унта пулнӑ-ҫке, ашшӗ-амӑшӗпе мар.
Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Республикӑри наркологи диспансерӗн тӗп тухтӑрӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫӗпе усӑ курнине тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Тӗп тухтӑр йӗркене пӑсни электронлӑ аукциона тӗрӗсленӗ чухне тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: кӗске сроклӑ хаклӑ реагентсене учреждени валли туяннӑ. Анчах вӗсен пӗр пайӗпе усӑ курман, срокӗ тухса кайнӑ. Ҫавна май тӗп тухтӑр хаклӑ реагентсене коммерци организацине тупӑш тума палӑшас тӗллевпе туяннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Диспансерпа организаци 2017 ҫулта килӗшӳ алӑ пуснӑ. Следстви шухӑшӗпе, ҫакна тӗп тухтӑр реагентсем кирлӗ мар пулсан та тунӑ. Тӑкак 2,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Аса илтерер, нумаях пулмасть ЧР Спорт министерствин финанспа экономика пай пуҫлӑхӗ, тӗп бухгалтерӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине пӗлтернӗччӗ.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ «Пятерочка» лавккаран пӗр каччӑ 23 флакон шампунь вӑрласа тухнӑ. Унӑн сӑнӗ видеокамера ҫине лекнӗ.
Нумаях пулмасть Франко урамӗнчи лавккаран пӗр ҫамрӑк 11 шампунь вӑрлани пирки хыпарланӑччӗ. Тӗлӗнмелле те, «Пятерочка» лавккаран та ҫав каччах шампунь йӑкӑртнӑ. Икӗ тӗслӗхре те вӑл пӗр пек шампуньсем, ««Head & shoulders», вӑрланӑ.
Хальхинче каччӑ 4500 тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Аса илтерер: ҫамрӑк 16-18 ҫулти пек курӑнать, хура куртка, ҫутӑ шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ, ҫурӑм хыҫне рюкзак ҫакнӑ. Ӑна курнӑ тӑк 62-00-02 е 89278555051 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Кӑҫал ҫулла ҫумӑр ытлах ҫумарӗ. Ҫавна май республикӑри хӑш-пӗр районта типӗ ҫанталӑк тӑчӗ, пахча ҫимӗҫ, тыр-пул лайӑх ӳсмерӗ. Паллах, ку аграрисемшӗн – тӑкак.
РФ Ял хуҫалӑх министрӗ Чӑваш Енри аграрисене типӗ ҫанталӑк кӳнӗ тӑкака шутланӑ – 69,7 миллион тенкӗ. 7,59 пин гектар ҫинчи ял хуҫалӑх культури тӗп пулнӑ.
РФ Ял хуҫалӑх министерстви аграрисене компенсаци тӳлемелли постановлени проектне РФ Правительствине пӑхса тухма панӑ. Ӑна ырланӑ хыҫҫӑн аграрисене компенсаци тӳлӗҫ.
ЧР спорт министрӗн пӗрремӗш экс-ҫумне саккуна пӑсса йывӑҫ каснӑшӑн айӑпланӑ. Ӑна колоние ӑсатнӑ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи раштавччен должноҫӗпе усӑ курнӑ, хӑй лайӑх ӗҫленине кӑтартас тенӗ. Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне вӑхӑтра юсаса пӗтермелле пулнӑ-ҫке-ха. Ҫавна май экс-ҫум подряд организацийӗсен ертӳҫисене биатлон центрӗ тумалли вырӑнта йывӑҫсене касма ирӗк панӑ. Ҫапла майпа пӗтӗмпе 20 ытла гектар ҫинчи йывӑҫсене каснӑ.
Министрӑн экс-ҫумӗ саккуна пӑснине палӑртнӑ. Вӑл 10 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ. Куншӑн ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Унсӑр пуҫне унӑн патшалӑх службинче 2 ҫул та 6 уйӑх ӗҫлеме юрамӗ
Шурашкар хулин экс-мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарни пирки сайтра нумай хутчен хыпарланӑччӗ. Халӗ ӗҫсем суда ҫитнӗ, пӗрремӗш суд ларӑвне те ирттерме палӑртнӑ. Анчах вӑл иртеймен-ха. Ирина Клементьева чирлет-мӗн.
Халӗ ӗҫ тӗлӗшпе производствӑна чарса лартнӑ. Айӑпланакан суда хутшӑнаймасть, хӑй ӑҫта пулни паллӑ – ҫапла ҫырнӑ Ленин районӗн сучӗн сайтӗнче.
Аса илтерер: Ирина Клементьевӑна 11 эпизодпа айӑпласшӑн. Вӑл кӳнӗ тӑкак 22,9 миллион тенкӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе вӑл килти арестра ларать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче вӑйлӑ ҫил ҫурт тӑррисене сӳни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫав кунах пӗлтернӗччӗ. Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе Улатӑра оперативлӑ ушкӑн ҫитнӗ.
Ятарлӑ комисси вӑйлӑ ҫил кӳнӗ тӑкака шутланӑ. Уйрӑмах нумай хваттерлӗ икӗ ҫурт шар курнӑ. Малтанах комисси «Стрелка» микрорайонти 37-мӗш ҫурт умӗнче чарӑннӑ. Унта тӑкак 370 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ҫил ҫурт тӑррин 300 тӑваткал метрне сиенлетнӗ. Халӗ специалистсем ӑна юсаҫҫӗ, ҫӗнӗ материал витеҫҫӗ.
Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫурт та самай сиенленнӗ. Ӑна 10 ҫул каялла кӑна хӑпартнӑ. Тӑрӑран нимӗн те юлманпа пӗрех. Хальлӗхе хваттерсене ҫумӑр анасран витнӗ-ха, тӗп ӗҫе специалистсем ыран пуҫӑнӗҫ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ЧР спорт министрӗн ҫумне Алексей Яковлева Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатма приговор вуланӑ, кунсӑр пуҫне патшалӑх службинче хӑш-пӗр должноҫа 3 ҫул йышӑнма чарнӑ. Тата унӑн ЧР Спорт министерствине 10 миллион ытла тенкӗ тӑкака саплаштармалла.
Ӗнер ЧР Аслӑ сучӗ айӑплав приговорне улӑштарнӑ, кун хыҫҫӑн Алексей Яковлев тӗлӗшпе амнисти акчӗ пурнӑҫлама май пулнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна ирӗке кӑларӗҫ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, министр ҫумӗ 2013 ҫулта ведомство ячӗпе «Шурӑ чулсем» республика центрне реконструкцилемешкӗн проект документацине хатӗрлеме Шупашкарти пӗр стройфирмӑпа 9 миллион ытла тенкӗлӗх патшалӑх килӗшӗвне алӑ пуснӑ. Шупашкарти маунтинбайк центрӗ ҫывӑхӗнчи ҫула тунӑ чухне те ҫакнашкалах лару-тӑру сиксе тухнӑ. Проектпа смета документацине патшалӑх экспертизи ырламасӑрах вӑл подрядчик счечӗ ҫине 1,2 миллион ытла тенкӗ куҫарса пама хушнӑ.
Аса илтерер: Алексей Яковлева 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Шупашкарти почтамт экс-пуҫлӑхӗ судра явап тытнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарти почтамтӑн экс-пуҫлӑхӗ почта ҫыхӑнӑвӗн федераци управленине 260 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗччен хайхискер фирмӑна, вӑл унта учредительсенчен пӗри пулнӑ, хулари электричество сечӗ патне Ҫӗнӗ Шупашкарти почта ҫыхӑнӑвӗн щичӗ урлӑ ҫыхӑнтарнӑ.
Экс-пуҫлӑх хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑл кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен кӳнӗ тӑкака, 75 пин тенке, йӑлтах саплаштарма шанатарнӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем ҫуркунне ҫитсен хваттерсенче ытла ӑшӑ пулнишӗн, уншӑн укҫа кӑлӑхах тӳлеме тивнишӗн пӑшӑрханнине илтме тивет.
Ӑшӑтмалли хатӗрсем кашни хваттерте чухне ҫын хӑйне кирлӗ пек йӗркелесе тӑраять-ха. Ҫапах та ун пек май ҫуккисен те, пӗрле пухӑнса, хӑйсен ҫуртӗнче ятарлӑ хатӗр вырнаҫтарма ирӗк пур.
Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен 26 проценчӗ ҫав майпа хальлӗхе усӑ курнӑ. Ӑшша йӗркелесе тӑракан хатӗр температурӑна хӑй тӗллӗн майлаштарса пырать.
Шупашкар хулин Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ хатӗр вырнаҫтарни ӑшӑ тӑкакне 35 процент таран чакарма май парать. Хатӗре вырнаҫтарса тӑкакланнин хӑй хаклӑхӗ ӑшӑтмалли 1-2 тапхӑрта саплашӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |