Юлашки виҫӗ уйӑхра республикӑра ҫӗр ҫине нӳрӗк нормӑран 75 процент ытларах ӳкнӗ. Ҫанталӑк йӗпе тӑнӑран ака кӑҫал 2-3 эрне мар, 2,5 уйӑха тӑсӑлнӑ. Ҫапах тухӑҫ пӗлтӗрхинчен 4,5 процент ытларах пулассине палӑртаҫҫӗ.
Йӗпе-сапа пулнӑран ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӑшӑрханать. Ку ҫӗрулмине пырса тивет. Ӑна 4,8 пин гектар ҫинче лартнӑ. Ку – 75 процент кӑна. Ҫӗрулми лартас ӗҫ малалла пырать, тепӗр 150 гектар лартӗҫ. Ыттине ӗлкӑӗреймӗҫ. Халӗ специалистсем тӑкака шутлаҫҫӗ. Вӑл 5 млн тенкӗрен иртсен инкеклӗ лару-тӑру режимне йышӑнӗҫ.
Ҫумӑр ҫунӑран утӑ хатӗрлес ӗҫ те вӑрах пырать. 16 район утӑ ҫулма пуҫланӑ, 7 пин гектар ҫулнӑ, ку пӗлтӗрхинчен 4 хут сахалрах.
Кӑшӑлвируса пула Чӑваш Енри сунарҫӑсем те шар курчӗҫ. Икӗ хутчен. Сунара кайма укҫа тӳлесе ирӗк илчӗҫ те пӑшал ҫакса сунара каяймарӗҫ. Вирус алхаснӑ вӑхӑтра вӗсене те килте ларма хушрӗҫ.
Паян Чӑваш Ен правительствин ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Воробьев каланӑ тӑрӑх, тӑкака саплаштарма пулать. Ҫапла тума республика ертӳҫи Олег Николаев хушнӑ.
Сунарҫӑсем патшалӑх пошлини тӳлесе тӑкакланнине каяра усӑ курайӗҫ. Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви ҫавӑн пек йышӑну хатӗрленӗ. Асӑннӑ документа правительство ларӑвӗнче ырланӑ. Ҫапла вара сунарҫӑсем унччен тӳленӗ патшалӑх пошлинипе кӗркуннехи е хӗллехи сунар тапхӑрӗнче усӑ курма пултарӗҫ.
Статистика акӑ мӗн кӑтартать: Чӑваш Енре пӗлтӗр ҫул ҫинче 39 чӗрчуна ҫапса хӑварнӑ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви хыпарлать.
Пӗлтӗр аварире 39 тискер чӗрчун вилнӗ. 24 тӗслӗхре аваришӗн айӑплӑ ҫынсем паллӑ, вӗсенчен сунарҫӑсен ресурсне кӳнӗ тӑкака шыраса илмелле пулнӑ. ОСАГО полисӗ пур тӑк ҫак тӑкака страхлав компанийӗ саплаштарать.
Пӗлтӗр 29 чӗрчуна ҫул ҫинче ҫапса хӑварса пӗтӗмпе 1,5 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Палӑртмалла: ҫак йыша саккуна пӑснӑ сунарӑҫем кӳнӗ тӑкака та кӗртнӗ.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче 100-мӗш маршрутпа троллейбус ҫӳрени пирки сайтра хыпарласах тӑтӑмӑр. Халӗ лару-тӑру мӗнлерех-ха?
Ку ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра ҫӗкленӗ. Аса илтерер: троллейбус пӗр уйӑх каялла ҫӳреме тытӑннӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл 18,8 пин пассажира илсе ҫӳренӗ. Вӑтамран пӗр рейсра 56 пассажир ларнӑ. Пӗтӗмпе 427 пин тенкӗ тупӑш кӗнӗ. Анчах тӑкакӗ нумайрах – 790 пин тенкӗ.
Тӑкак ан пултӑр, пассажирсем ытларах ҫӳреччӗр тесе ҫак маршрут ҫинче ятарлӑ проездной тӑвасшӑн. Вӑл 900 тенкӗ тӑрӗ, унпа 60 хутчен кайма май пулӗ. Ку билетпа 100-мӗш маршрутпа ҫеҫ ҫӳреме май пулӗ.
Улатӑр хули 35,7 млн тенкӗ перекетлессишӗн 71,4 млн тенкӗ тӳлеме хатӗр. Ҫакӑн пирки «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ.
Хула аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ҫав конкурсра подрядчик организацине палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ организаци хулари ҫутӑ перекетлес тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе ҫине тӑрӗ.
Хальхи вӑхӑтра хулара 125 Вт тата 250 Вт урамри 2 842 ҫутӑ лампи вырнаҫтарнӑ. Подрядчикӑн вӗсене 35 Вт, 65 Вт, 100 Вт, 120 Вт лампӑсемпе ылмаштармалла.
Пӗлтӗр Улатӑр хулинчи урамри лампӑсем 2,2 миллиард Квт ҫунтарнӑ.
Подрядчик лампӑсене улӑштарнӑ хыҫҫӑн ултӑ ҫул хушшинче ресурссен 50 процентне перекетлеме палӑртнӑ. Ҫапла вара улатӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, урамри ҫутӑшӑн укҫа-тенкӗ тӑкакласси ултӑ ҫулта 35 млн 736 пин тенкӗ таран чакмалла.
Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫ ялӗнче пӗр йытӑ машинӑна тапӑнса хуҫине самай тӑкак кӳнӗ. Водитель кун пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, лешсем протокол ҫырнӑ, ялти ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ.
Каярахпа машина хуҫи райсуда йытӑ хуҫи тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл машинӑна юсанӑшӑн тӑкака саплаштарма 19353 тенкӗ ыйтнӑ. Кунсӑр пуҫне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен 20 пин тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ.
Суд машинӑна йытӑ сиенлетнине палӑртнӑ. Ял халӑхӗ каланӑ тӑрӑх, йытӑ тӑтӑшах ирӗкре ҫӳрет, вӑл машинӑсене, ҫынсене тапӑнать. Иртен-ҫӳрен унран шикленет-мӗн.
Суд машина юсанӑшӑн тӑкакланӑ укҫана йытӑ хуҫинчен шыраса илмелле тунӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илмелле туман.
Муркашра тирпейлӗ хӑна кил хуҫисене чутах пӳртсӗр хӑварман. Ӗнер ҫавскер улӑма пуҫтарса ҫунтарма шут тытнӑ. Шухӑшланӑ — тунӑ. Пӳрт ҫумӗнчи улӑма йӑпӑр-япӑр чӗртсе янӑ. Ҫулӑм алхасса кайсан пушар сӳнтерекенсене чӗнсе илме тивнӗ.
Ӗнер Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче те пушар тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнче 70-мӗш
ҫуртӑн иккӗмӗш подъездӗнчи ҫӳп-ҫап упранакан вырӑн ҫунма пуҫланӑ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑма пилӗк минутранах сӳнтернӗ. Ҫуртра пурӑнакансем шар курман. Ҫавӑн пек инкек Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра та пулнӑ. Унта та вута алхасма паман. Хуласенчи ҫак икӗ пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Чӑваш Енри хурт-хӑмӑр ӑстисемшӗн кӑҫал кулянмалли тупӑннӑ: чылайӑшӗ вӗлле хурчӗсем вилсе пӗтни пирки калать. Ҫакна вӗсем уйсене пестицидсем сапнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫак ыйтӑва ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче иртнӗ канашлура пӑхса тухнӑ. Унта хурт-хӑмӑр ӑстисем мӗн чухлӗ тӑкак курнине шутлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне ял хуҫалӑх производителӗсемпе, вӗлле хурчӗ ӗрчетекенсемпе калаҫу ирттерӗҫ.
Сӑмах май, вӗлле хурчӗсем Чӑваш Енре кӑна мар нумаййӑн вилнӗ. Пушкӑрт, Тутар, Удмурт республикисенче, Пенза, Томск, Ростов, Сарӑту, Тамбов, Липецк облаҫӗсенче тата ытти регионта кунашкал пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. РФ Ял хуҫалах министерстви утӑ уйӑхӗн вӗҫленнӗ тӗле шутланӑ тӑрӑх, 40 пине яхӑн вӗлле хурчӗсен ҫемйи пӗтнӗ.
Канаш районӗнче хыр каснӑ ҫынна шыраҫҫӗ. Асӑннӑ муниципалитет территорине кӗрекен Вӑтакас Кипеч ял тӑрӑхӗн территорийӗнчи вӑрманта хыр каснине Канашри районсем хушшинчи прокуратура палӑртнӑ. Тӗрӗслев материалӗсене Шалти ӗссен министерствин вырӑнти пайне ярса панӑ. Унтисем паллӑ мар ҫын тӗлӗшпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хыр касса республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине 20 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Раҫҫейӗн Пуҫиле кодексӗн 260-мш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ ӗҫе вырӑнти йӗрке хуралҫисем епле тӗпченине Канашри районсем хушшинчи прокуратура хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ. Ҫакӑн пирки надзор органӗн пресс-службинче паян пӗлтернӗ.
Канаш районӗнчи Виҫпӳрт ялӗнче ялӗнче ӗнер, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, харӑсах ултӑ ҫурт тата унти дача ҫурчӗсем вутпа сиенленнӗ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар типӗ курӑка ҫунтарнипе ҫыхӑннӑ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» шӑпах ҫавна пула алхаснӑ.
Пушара сарӑлма парас мар тесе пушар хуралӗн ӗҫченӗсем 10 техникӑна явӑҫтарнӑ, ял-йыш та май килнӗ таран тӑрӑшнӑ. Апла пулин те ҫурт-йӗр самай сиенленнӗ. Теприсене юсама та май ҫук. Ара, вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ваттисем тӗрӗсех каланӑ мар-и?..
Канаш районӗнчи хӑрушӑ ҫак инкек йӑлари хытӑ каяша е типӗ курӑка тирпейленӗ чух питех те асӑрханмаллине тепӗр хутчен ҫирӗплетсе парать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |