Паян, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Валерий Бойков тухтӑр, врач-травматолог, медицина наукисен докторӗ (1996), профессор (1998), Чӑваш Республикин наукӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2002) 70 ҫул тултарнӑ.
Вӑл 1953 ҫулта Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи медицина факультетӗнче тата клиника ординатуринче вӗреннӗ.
1983 ҫулта вӑл ҫав аслӑ шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Валерий Бойков 227 ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетленӗ, 18 тӗпчев авторӗ.
«Врач офисӗнче шыв та ҫук, тухтӑр та ҫук» — тесе эпир Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи врач офисӗнчи лару-тӑру пирки «Ҫыхӑнура» форум пӗлтерни тӑрӑх ӗнер ирпе хыпарланӑччӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче асӑннӑ офис ҫынсене ҫак эрнери ытлари кун (кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче) йышӑнма тытӑнни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.
Тухтӑр ҫуртне пынисем офис пирки хавхаланса та ҫунатланса (халӑхра ун пеккине «вӗҫсе каясла» теҫҫӗ) каласа кӑтартнӑ. Сӑмахран, Киря посёлокӗнче пурӑнакан Валентина А, Людмила М. питӗ савӑннӑ. Вӗсем врач офисне ырласа пӗтереймеҫҫӗ.
Офисра врач тата профедура кабинечӗсем, 3 койко-вырӑнлӑх кӑнтӑрлахи стационар пур иккен. Тухтӑр ҫуртне интернетпа ҫыхӑнтарнӑран вырӑнтисем ансӑр специалистсемпе е республика пульницисенчи врачсемпе канашласа илме пултараҫҫӗ.
Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи врач офисне палӑртнинчен ҫур ҫул кая юлса уҫнӑ. Ӑна 2022 ҫулхи ҫуллах хута яма палӑртнӑ, анчах официаллӑ майпа уҫни пирки раштав уйӑхӗнчи юлашки ӗҫ кунӗнче ҫеҫ пӗлтернӗ.
«Ҫыхӑнура» форум пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ офиса тума тытӑничченех ӗҫсем йывӑррӑн пынӑ. Строителе палӑртма аукцион пилӗк хутчен ирттернӗ, ӗҫе пуҫӑнма килӗшекен подрядчик улттӑмӗш хутӗнче ҫеҫ тупӑннӑ.
Халӗ ҫав офисра ҫутӑ тата шыв ыйтӑвне тӗппипе татса паман, штата йӗркелесе ҫитермен. Объекта санитарка ҫеҫ пырса ҫӳрет-мӗн. Кун пирки иртнӗ эрне вӗҫӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн республикӑри хастарӗсем пӗлтернӗ.
Етӗрнери тухтӑрсем кӗрт ӑшӗнче выртакан ҫынна пулӑшнӑ.
Районти тӗп пульницӑра тӑрӑшакан Мария Панова врачпа Любовь Иванова медсестра ӗҫ хыҫҫӑн киле кайма тухнӑ. Утса пынӑ чухне вӗсем ҫул хӗрринче выртакан арҫынна асӑрханӑ. Иртен-ҫӳрен ним пулман пек иртсе ҫӳренӗ, выртакан ҫынна пӗри те пулӑшма шухӑшламан.
Шурӑ халатлисем арҫынна тӑратнӑ, пульницӑн йышӑну уйрӑмне илсе кайнӑ.
Алли-урри, пичӗ шӑнса кӳтнӗ арҫын халӗ пульницӑра сипленет.
Чӑваш Енри тухтӑрсем пӗчӗк виҫепе ҫуралнӑ пепкен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл кӗркунне Президент перинаталь центрӗнче кун ҫути курнӑ. Ача 610 грамм тайнӑ, 32 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ.
Амӑшӗ ӑна 24-25 эрнере ҫуратнӑ. Пепке тӳрех реанимацие лекнӗ. Тухтӑрсем 2 уйӑх ытла унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Майӗпен ача хӑй тӗллӗн сывлама, ҫиме пуҫланӑ, ӳсме тата ӳт хушма тытӑннӑ. Каярахпа унӑн куҫне операци тунӑ.
Пепкене амӑшӗпе пӗрле 3 уйӑхран киле янӑ. Ун чухне ача 2600 грамм тайнӑ, 44 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ.
Нумаях пулмасть Чулхула облаҫӗнчи Дивеевӑри Славян культурин центрӗнче «Серафим ячӗллӗ тухтӑр» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта «Серафим ячӗлллӗ врач» тата «Серафим ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх сестри» ятсене тивӗҫнисене чысланӑ.
Шупашкарти Елена Маштакова медсестрана «Серафим ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх сестри» ят парса хавхалантарнӑ. Хӗрарӑм Хулари 1-мӗш клиника пульницинче пӳр хирургийӗн уйрӑмӗнче ӗҫлет. Сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ уйрӑмра йывӑр чирлисем те сипленеҫҫӗ, вӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла. Елена Маштакова медсестра шӑпах ҫавӑн пек иккен.
Нумаях пулмасть Чулхула облаҫӗнчи Дивеевӑри Славян культурин центрӗнче «Серафим ячӗллӗ тухтӑр» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта «Серафим ячӗлллӗ врач» тата «Серафим ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх сестри» ятсене тивӗҫнисене чысланӑ.
Шупашкарти Елена Маштакова медсестрана «Серафим ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх сестри» ят парса хавхалантарнӑ. Хӗрарӑм Хулари 1-мӗш клиника пульницинче пӳр хирургийӗн уйрӑмӗнче ӗҫлет. Сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ уйрӑмра йывӑр чирлисем те сипленеҫҫӗ, вӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла. Елена Маштакова медсестра шӑпах ҫавӑн пек иккен.
Шупашкарта ҫаппа-ҫарамас арҫын 6-мӗш хутран тухса ӳксе чӗрӗ юлнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 29-мӗш ҫуртра пулнӑ. Курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ, 6-мӗш хутран ӳкнӗ. Юрать-ха, вӑл подъезд умне купаласа хунӑ юр купи ҫине персе аннӑ. Ҫакӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ ӗнтӗ.
Васкавлӑ медпулӑшу килсен арҫынна тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ.
Республикӑн онкодиспансерӗнче тӗп тухтӑрта икӗ уйӑх ӗҫленӗ хыҫҫӑн Светлана Баландина ку должноҫре тек тар тӑкмӗ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чулхула хӗрарӑмӗ ӗҫрен эрнекун пӑрахнӑ.
2018 ҫултанпа асӑннӑ пульницӑра тӗп врач пиллӗкмӗш хутчен ылмашнӑ. Анчах Светлана Баландинӑна ҫитекен пулман – вӑл икӗ уйӑхранах тӗп врач пуканне пушатнӑ. Хӗрарӑма ку тилхепене юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тыттарнӑ, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑл ӗҫрен кайнӑ.
Онкодиспансерӑн тӗп врачӗнче унччен ӗҫленӗ Сергей Карамаликов тӗлӗшпе ҫулла пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти 1-мӗш хула больницинче ӗҫлекен тухтӑра ватӑ ҫынна кӑшӑлвирусран тӗрӗслеменшӗн штрафланӑ. Сумми пысӑках мар-ха — суд 50 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Ватӑ ҫын 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-25-мӗшӗсенче асӑннӑ больницӑн стационарӗнче выртнӑ. Кинемее кӑшӑлвирусран тӗрӗслемен. Ватӑ ҫыннӑн мӑнукӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫавна пула вӑхӑтра тӗрӗс диагноз лартайман, карчӑк вилсе кайнӑ.
Кинемейӗн мӑнукӗ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленине ҫӑхавпа ҫитнӗ. Больницӑри персонал санитарипе эпидемиологи нормисене те пӑхӑнман-мӗн.
Пӑтӑрмахла ҫав ӗҫ судра вӗҫленнӗ. Врач судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ковидран тӗрӗслеме тест пулман, апла пулин те ватта сиплеме тытӑннӑ.
Кинемейӗн мӑнукӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, тест пулнӑ, лаборатори ӗҫленӗ.
Судра Роспотребнадзор представителӗ те тестсем пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Больницӑра пулмасан заведующин республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинчен ыйтмалла пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |