Шупашкар хулинче пурӑнакан Надежда Протолионова тивӗҫлӗ канӑва тухса хӑйӗн чун киленӗҫӗпе — тӗрӗ тӗрлессипе тата чӑваш тумне хатӗрлессипе — ҫине тӑрсах аппаланма тытӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, артист пулма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑм фельдшер пулса 41 ҫул ӗҫленӗ.
24 ҫулта чухне вӑл туя кайма тесе хушпу хӑй аллипе ӑсталанӑ. Кайран та ал ӗҫӗпе аппаланма хӑтланнӑ-ха, анчах вӑхӑт хӗсӗкки кансӗрленӗ. Паян тивӗҫлӗ канура та ан ӳркен кӑна — тем туса та ӗлкӗрӗн.
Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫӳренӗ май Надежда Аркадьевна унта та ал ӗҫӗпе аппаланать, социаллӑ учрежденири «Калинушка» хорта юрлать, центрта ӗҫлекен сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыракансен клубне ҫӳрет.
Республикӑн кардиологи диспансерӗнче ҫӗнӗ йышши аппаратпа юн тасатма тытӑннӑ. Ҫӗнӗлӗхе хӑнӑхтарма сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче ӑсталӑх сехечӗсем иртӗҫ, врачсен лекцисем вулӗҫ. Ку ӗҫе сывлӑх сиплев учрежденийӗ пӗр уйӑхра туса ирттерме палӑртнӑ.
Иртнӗ эрнере пӳре чирӗпе нушаланакан ҫыннӑн юнне ҫавӑн пек мелпе тасатнӑ та ӗнтӗ. Токсинсене ҫав аппаратпа организмран кӑларса организма таса юнпа тивӗҫтернӗ. Тухтӑрсем COVID-19 чирпе нушаланакан пациентсен юнне те ятарлӑ аппаратпа тасатӗҫ.
Улатӑрти район пульницинче ӗҫлекен тухтӑр йӗрке хуралҫисене пулӑшнӑшӑн ята кӗнӗ.
ЧР Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хирург-тухтӑр 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен йӗрке хуралҫисене сӗтевле пулӑшса пурӑннӑ. 2 пин тенкӗ укҫалла вӑл вӗсене (пурӗ 5 ҫынна) ӗҫрен пӑрӑнма ирӗк паракан справка ҫырса панӑ. Сӗтев панӑ йӗрке хуралҫисене халӗ ӗҫрен кӑларса янӑ ӗнтӗ. Вӗсенчен пӗрне 5 пин тенкӗлх штраф хурса панӑ.
Тухтӑр пирки каласан, 2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл пӗлӗшӗнчен 1 пин тенкӗ илнӗ, ӑна вӑл больничнӑй уҫса панӑ.
Врач тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Улатӑр районӗнчи суда ярса панӑ.
Чӑваш Енри стоматологсем рак чирне те тупса палӑртаҫҫӗ. Шӑл тухтӑрӗ патне кайсан онкоскрининг ирттереҫҫӗ. Ҫав меслет усал шыҫӑна вӑхӑтра тупса палӑртма май парать. Аутофлуоресцент стоматоскопийӗ текен технологи ятарлӑ куҫлӑх витӗр шыҫҫа курма пулӑшать.
Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче «Добро в село» (чӑв. Яла ырӑ) акци пурнӑҫа кӗрет. Ҫавна май тухтӑрсем ялта пурӑнакансен сывлӑхне те тӗрӗслеҫҫӗ. Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑварти усал шыҫҫа 60 ытла процент тӗслӗхре шала кайсан (чир виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш стадие ҫитсен) ҫеҫ тупса палӑртаҫҫӗ.
2021 ҫулта Хулари стоматологи поликлиникинче 2280 онкоскрининг процедури ирттернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 77 пациента онколог патне тӗрӗсленме янӑ, ҫав шутран 21 тӗслӗхӗнче диагноза ҫирӗплетсе панӑ.
Президент пепкелӗх центрне реанимобильпе 800 грамм таякан тин ҫуралнӑ ачана илсе ҫитернӗ. Реаниматологсем тата неонатологсем ӑна 10 кун пӑхнӑ. Анчах пепкен сывлӑхӗ йывӑрланса пынӑ. Ҫавна май тухтӑрсем ӑна операци тума йышӑннӑ.
Операцие Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче ирттернӗ. Ӑста тухтӑрсем 20 минут ҫак кӑткӑс ӗҫе пурнӑҫланӑ.
Малтанлӑха хӗреача ятарлӑ аппаратура пулӑшнипе сывлӗ. Кӑшт вӑй илсен хӑйех сывлама пултарӗ. Халӗ пепке Президент пепкелӗх центрӗн реанимаципе интенсивлӑ терапи уйрӑмӗнче вӑй илет. Хальлӗхе ӑна киле кӑларасси пирки тухтӑрсем каламаҫҫӗ, ӑна пӑхмалла, вӑй илме пулӑшмалла.
Каласа хӑварар: палӑртнӑ кунран пӗчӗк виҫепе чылай маларах ҫут тӗнчене килнӗ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ Кристина ят панӑ.
Чӑваш Енри сывлӑх учрежденийӗсем ҫак уяв кунӗсенче епле ӗҫлесси паллӑ.
Ыран, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тата тунтикун, пуш 8-мӗшӗнче, пульницӑсенче канӗҫ. Васкавлӑ пулӑшӑва вара унчченхиллех кӳрӗҫ. Асӑннӑ енӗпе пулӑшӑва ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен илме май килӗ. Вакцинаци пӳлӗмӗсем ыран 8 сехетрен 13 сехетчен ӗҫлӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем шӑматкунхи графикпа йышӑнӗҫ. Васкавлӑ пулӑшу кӳрекен пӳлӗмсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлӗҫ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Александр Захаров ӗнер, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 7о ҫулта пулнӑ. Унпа ыран, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Иоанн Кронштадтский чиркӗвӗнче (вӑл Шупашкарти Коммуналлӑ слобода урамӗнчи 28-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ) 11 сехетре сывпуллашӗҫ.
Александр Иванович 15 ҫул хушши — 1985-2000 ҫулсенче – Республикӑн ача-пӑча клиника больницин анестезиологипе реанимаци уйрӑмне ертсе пынӑ. Сывлӑх сыхлав тытӑмӗнче вӑл 47 ҫул ытла ӗҫленӗ. Вӑл ача-пӑчан анестезиологипе реанимаци службине пуҫарса яраканӗсенчен пӗри пулнӑ тесен те йӑнӑш мар.
Александр Захаров Горькинчи (халӗ — Чулхулари) медицина инстиутӗнче педиатри факультетӗнче тата Хусанти патшалӑх медицина унивеситетӗнчи аспирантурӑра анестизиолог-реаниматолога вӗреннӗ.
Чӑваш Енре 64 ҫулти арҫын ҫӑкӑр тип пыра кайнипе чутах вилмен. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ Сергей Николаев, Ҫӗрпӳри подстанци ӗҫченӗ, ҫӑлса хӑварнӑ.
Ку нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Каҫхине апатланнӑ чухне арҫын ҫӑкӑра пырне лартнӑ. Вӑл ҫавӑнтах сывлӑш ҫитменнипе аптӑрама пуҫланӑ. Тӑванӗсем часрах медпулӑшу чӗннӗ.
Тухтӑрсем ҫитсен пациента тӗрӗсленӗ те пырӗнче темӗн ларнине асӑрханӑ. Сергей Николаев фельдшер ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ.
Арҫын ирӗклӗн сывлама пуҫласан ӑна пульницӑна малалла сипленмешкӗн илсе кайнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, паян, Мускаври 56 тухтӑра ҫӗршыври 9 региона кӑшӑлвируспа кӗрешме янӑ. ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, ку таранччен Мускаври тухтӑрсем кӑшӑлвируспа кӗрешессинче опыт нумай пухнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Мускавра кӑшӑлвирус сарӑлнин чи вӑйлӑ тапхӑрӗ иртнӗ. Ҫавна май унти тухтӑрсем регионсене пулӑшма пултараҫҫӗ. Вӗсене 9 региона икӗ эрнелӗхе янӑ.
Чӑваш Енсӗр пуҫне тухтӑрсене Амур, Курск, Сарӑту облаҫӗсене, Алтай крайне, Забайкальене, Крыма, Ҫурҫӗр Осетие, Чулхулана пулӑшма янӑ.
Юрий ятлӑ пӗчӗк арҫын ача 4 уйӑх каялла, амӑшӗн варӗнче 22 эрне аталансан, ҫут тӗнчене килнӗ. Ун чухне вӑл 490 грамм тайнӑ.
Вӑхӑтран чылай маларах ҫуралнӑ ачан органӗсем хӑй тӗллӗн ӗҫлеме хатӗр пулман. Ӑна Хулари 1-мӗш клиника пульницин тухтӑрсем вӑй иличчен, аталаниччен пӑхнӑ. Пӗчӗкскер майӗпен ӳснӗ, хӑй тӗллӗн сывлама, ҫиме хӑнӑхнӑ. Унччен ӑна вена урлӑ ҫитернӗ.
Тухтӑрсем Юрие 4 уйӑх та 3 кун пӑхса ӳстернӗ. Нумаях пулмасть ачана тата амӑшне киле янӑ. Арҫын ача 2 килограмм та 467 грама ҫитнӗ.
Сӑмах май, Хулари 1-мӗш клиника пульницинче пӗлтӗр питӗ пӗчӗк виҫеллӗ 37 ача ҫуралнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |