Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав районӗн сучӗн ҫуртне кӗнӗ арҫын картлашка ҫине ларнӑ та тӑнне ҫухатнӑ. Хуралҫӑ часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Вӗсем ҫитиччен вӑл 56-ри арҫыннӑн чӗрине массаж тунӑ.
Килсе ҫитнӗ реанимаци бригади пациентӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Бригада реанимаци туса пацинта клиника вилӗмӗнчен кӑларнӑ. Халӗ пациент Республикӑри клиника пульницинче выртать.
Реанимаци бригади йышӗнче Олег Косов тухтӑр, Владимир Матюшкин медбрат тата Елена Ефимова медсестра пулнӑ.
Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче 660 грамм таякан, 30 сантиметр тӑршшӗ хӗрача ҫуралнӑ. Вӑл 24-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗ ӑна хӑйех ҫуратнӑ. Хӗрарӑм кӑшӑлвируспа чирлени лару-тӑрӑва тата кӑткӑслатнӑ.
Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, пӗчӗкскере 2 операци те тума тивнӗ. Ачана Президент пепкелӗх центрӗнчи тухтӑрсем пӑхнӑ, унӑн пурнӑҫӗшӗн пӗр уйӑх ҫурӑ кӗрешнӗ. Кӑштахран ача хӑй сывлама, ҫиме хӑнӑхнӑ. Кун хыҫҫӑн тин ӑна тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмне куҫарнӑ. Унта ачапа пӗрле амӑшӗ те выртнӑ.
Ачан чӗрипе, куҫӗпе кӑлтӑксем пулнӑран ӑна икӗ операци тунӑ. Кун хыҫҫӑн пепке пульницӑра тепӗр пӗр уйӑх ҫурӑ выртнӑ. Киле кӑларнӑ чухне вӑл 2200 грамм тайнӑ, 46 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ.
Хулари 1-мӗш клиника пульницин Перинаталь центрӗнче 800 грамм таякан ача ҫуралнӑ. Вӑл 26-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗн сывлӑхӗ хавшасан ӑна васкавлӑ кесарево мелӗпе ҫураттарнӑ.
Тухтӑрсем хӗрачан пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Малтан вӑл реанимацире выртнӑ, унтан - тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмӗнче. Ӑна ӑста тухтӑрсем пӑхнӑ. Ҫак тапхӑрта хӗрачан йывӑрӑшӗ 2 килограмран иртнӗ. Ӑна тухтӑрсем киле кӑларма йышӑннӑ.
Палӑртмалла: хӗр пӗрчи - ҫемьери иккӗмӗш ача. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна нумай вӑхӑт кӗтнӗ.
Паян ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов видиоконференци мелӗпе Ҫӗрпӳ районӗн тӗп пульницин ӗҫченӗсене ҫӗнӗ тӗп тухтӑрпа паллаштарнӑ.
Вӑл – Анджела Александровна Спиридонова, 2004 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне пӗтернӗскер. Анджела Александровна «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫе алла илнӗ.
Унччен вӑл Ҫӗрпӳ районӗн тӗп пульницин тухтӑрӗн ҫумӗ пулнӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ врачне, медицина наукисен кандидатне, республикӑн сывлӑх сыхлав аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ Вениамин Вишевский педиатра юлашки ҫула ӑсатӗҫ. Ӑна, эпир хамӑр ҫӑлкуҫсем урлӑ пӗлнӗ тӑрӑх, тӑван тӑрӑхӗнче — Етӗрне районӗнчи Советскинче — пытарӗҫ.
Вениамин Яковлевич 82 ҫула кайнӑ. Вӑл — 50 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ. Унӑн ӗҫӗсем республикӑра аллергологи тытӑмне йӗркелесе яма пулӑшнӑ.
Вениамин Вишневский Етӗрне районӗнчи Анат Сӑнар ялӗнче 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хусанти мединститутра вӗреннӗ. Йӑлӑмра педиатрта, Шупашкарти ача-пӑча пульницинче тӗп врач ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче малтан ассистентра, 1987–1998 ҫулсенче педиатри кафедрин доцентӗнче ӗҫленӗ. 1983-1987 ҫулсенче республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп педиатрӗ шутланнӑ. 1998 ҫулта Вениамин Вишневский тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, Хучашри участок пульницинче ӗҫленӗ.
Чӑваш Енри тухтӑрсем телемедицина мелӗпе тӑтӑшах канашлаҫҫӗ, ҫавна май вӗсем ҫынсене вилӗмрен те ҫӑлса хӑвараҫҫӗ.
Кӑҫалхи 4 уйӑхра 1500-е яхӑн телемедицина консультацийӗ ирттернӗ. Районсенчи тухтӑрсем республикӑрисемпе канашлаҫҫӗ, республикӑрисем — федераци клиникисенчисемпе.
Пысӑк шайри пултаруллӑ тухтӑрсем хӑйсен ӗҫтешӗсене видеомелпе тӗрлӗ канаш параҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне медицина консилиумӗсем пухаҫҫӗ.
Телемедицина пулӑшӑвӗ аталаннине пула пациента тепӗр больницӑна илсе кайса кӑтартма хӑтланмалла мар.
Хулари 1-мӗш клиника пульницин травматолог-ортопечӗсем Максим Филипповпа Сергей Тарасов пациентӑн аллине ҫӑлнӑ. Вӗсем Республикӑри кардиологи диспансерӗн чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗпе Иван Барановпа пӗрле кӑткӑс операци тунӑ.
Пациент болгаркӑпа ӗҫленӗ чухне аллине кастарнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем алла ҫӑлас тесе пӗр тӑхтамасӑр операци тунӑ.
Операци тунӑ хыҫҫӑн арҫын аллине туйма пуҫланӑ ӗнтӗ. Халӗ ӑна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ, сиплев малалла пырать.
Диспансеризаци вӑхӑтӗнче арҫын тухтӑра хырӑмӗ ҫинчи мӑкӑрӑлчӑка кӑтартнӑ. Юлашки тапхӑрта мӑкӑль вӑйлах ӳснӗ-мӗн. Тухтӑр ӑна пӗр тӑхтамасӑр УЗИ тума янӑ.
Унта вара ҫакӑ палӑрнӑ: арҫыннӑн пӳре тӗлӗнче мӑкӑль ӳснӗ. Анчах вӑл хӑш органра пулнине палӑртайман. Пациента Республикӑри онкодиспансера янӑ. Тухтӑрсем ӑна операци тумаллинех палӑртнӑ.
Операци вӑхӑтӗнче шурӑ халатлисем 25 сантиметр тӑршшӗ мӑкӑль касса кӑларнӑ. Операци ансат пулман, ҫапах ӑна пысӑк квалификациллӗ хирургсем, анестезиологсем тата реаниматолгсем ӑнӑҫлӑ ирттернӗ.
Пациентӑн химиотерапи курсӗ витӗр те тухма тивӗ.
Президент пепкелӗх центрӗнче пӗлтӗр 4493 ача ҫут тӗнчене килнӗ. Вӗсенчен 159-шӗ кӑшӑлвируспа чирлӗ амӑшӗнчен ҫуралнӑ.
Ҫак пулницӑра кун ҫути курнӑ ачасен 8 проценчӗ вӑхӑтран маларах ҫуралнӑ. 37 пепкен кӗлетке йывӑрӑшӗ питӗ пӗчӗк пулнӑ: 500-999 грамм.
Сӑмах май, Президент пепкелӗх центрӗнче 490 грамм таякан пепке те кун ҫути курнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне упраса хӑварма пултарнӑ.
Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу бригадисем виҫӗ хӗрарӑма ҫӑмӑлланма пулӑшнӑ.
Акан 17-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче, тепӗр кунхине Элӗк районӗнче ача кӗтекен хӗрарӑмсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах пульницӑна ҫитеймен, ҫул ҫинчех ҫуратнӑ. Фельдшерсем вӗсене ҫӑмӑллӑнма пулӑшнӑ, унтан пепкепе амӑшне пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Акан 19-мӗшӗнче вара Вӑрнар районӗнче хӗрарӑм килтех ҫӑмӑлланнӑ. Вырӑна ҫитнӗ фельдшерсем ӑна пулӑшнӑ, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |