Тутарстан Республики 100 ҫул тултарнине халалласа «Тутарстанӑн чи лайӑх 100 бренчӗ» интернет-конкурс ирттернӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӑмӑрту вӗҫленнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсем паллӑ.
«Ҫӗнтерӳҫӗсен хушшинче чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ предприятисем те пур», – тесе ҫырнӑ «Сувар» хаҫатӑн тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи страницинче.
«Тӗслӗхрен, Ҫӗпрел районӗнчи «Тӑван ен» хаҫат, Алексеевски районӗнчи Пӳлерти музей-заповедник, Элкел районӗнчи «Хузангаевский» ял хуҫалӑх производствин кооперативӗ», – пӗлтернӗ «Сувар».
Тутарстанри шкул ачисем тӗп патшалӑх экзаменне тытмалли предметсене суйланӑ. Чӑваш чӗлхипе экзамен тытас кӑмӑллисем те пур.
Кӳршӗллӗ регионта кӑҫал тӑхӑр класс вӗренсе пӗтерекенсенчен 1949 ача тутар чӗлхипе тӗп патшалӑх экзаменне тытма палӑртса хунӑ. Пӗлтӗр кун пеккисен йышӗ 1600 вӗренекен пулнӑ. Ҫак цифрӑсене Тутарстанӑн Вӗренӳ министерствин ӗҫченӗ Марина Алексеева пӗлтернӗ.
Марина Алексеева каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта 100 ача чӑваш чӗлхипе экзамен тытма ӗмӗтленет. Удмурт тата мари чӗлхисене суйланисем те пур.
Тӑван чӗлхене суйлакансен йышӗ ҫапах та сахалтарах. Математика предметне, акӑ, Тутарстанри 405 пин ача суйланӑ. Ҫакӑ вӑл е ку предмет ӳлӗмрен вӗренме кӗнӗ чух кирлӗ пулассипе ҫыхӑннӑ пулинех.
Чӑваш Енре Семён Ислюков ятне вилӗмсӗрлетесшӗн. Вӑл парти тата патшалӑх ӗҫченӗ пулнӑ.
Семён Ислюковпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва Патшалӑх Канашӗнче тишкернӗ. Ҫак сӗнӳпе Чӑваш Енӗн агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен союзӗ республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫитнӗ.
Семён Ислюков Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Чӑваш Таяпи ялӗнче 1915 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Юридици наукисен кандидачӗ. Хусанти юридици институтӗнче, Партин аслӑ шкулӗнче, Общество ӑслӑлӑхӗсен академийӗнче вӗреннӗ. Унӑн пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр тапхӑрне ҫиелтен асӑнар. 1932 ҫулта Тутарстанра учительте ӗҫлеме тытӑннӑ. 1941–1947 ҫулсенче Чӑваш обкомӗн лекторӗ, пропагандӑпа агитаци пайӗн ертӳҫи пулнӑ, Шупашкар хула комитечӗн виҫҫӗмӗш тата иккӗмӗш секретарӗнче тӑрӑшнӑ. 1947 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш обкомӗн виҫҫӗмӗш секретарьне суйланӑ. 1955 ҫулхи нарӑс–чӳк уйӑхӗсенче — Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн председателӗ. 1968–1985 ҫулсенче вӑл ЧАССР Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗ пулнӑ.
Google Translate сервиса ҫӗнӗ пилӗк чӗлхе хушнӑ. Вӗсен хушшинче тутар чӗлхи те пур. Ҫапла май вӗсен куҫару сервисӗ 108 чӗлхе пӗлме пуҫланӑ.
Тутар чӗлхисӗр пуҫне ҫӗннисен йышне руанда, ори (е оди), туркмен тата уйкур чӗлхисем кӗнӗ. Ixbt.com пӗлтернӗ тӑрӑх ку чӗлхесемпе пурӗ 75 млн ҫын калаҫать. Тутарпа уйкур тата руанда чӗлхисем валли Гугл ӑстисем виртуаллӑ клавиатура та ӑсталанӑ.
Сӑмах май, тутарларан куҫарма Яндекс.Тӑлмач 2015 ҫултах вӗренсе ҫитнӗ. 2018 ҫулта Швейцарире пурӑнакан тутарсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Рустам Минниханов Тутарстанри ҫыхӑну министерствине тутар чӗлхине Google Translate куҫару сервисне хушма май тупма хушнӑччӗ, кун пирки хыпар тухнӑччӗ. Халь вара ку ӗҫ пурнӑҫланнӑ теме май пур.
Чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗн уҫлӑхне кӑларас тӗлӗшпе «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ӗҫлет. Вӗсем тӑрӑшнипе нумай пулмасть Яндекс чӑвашларан куҫарма вӗренсе ҫитрӗ. «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» чӑваш чӗлхине Google сервисне те ҫитерес шухӑшлӑ — хальхи вӑхӑтра вӗсем чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене пухаҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсен йышӗ 300 пин урлӑ каҫрӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре «Пӑр кубокӗ» ӑмӑрту иртнӗ. Ипподрома ҫаврӑннӑ кӳлмеке Чӗмпӗртен тата Тутарстанран та пуҫтарӑннӑ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ 17 лашаран финала пиллӗккӗшӗ ҫеҫ тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма виҫӗ ӑмӑрту май панӑ. Пӗчӗк пӑр кубокне Марина Никольская
ӑйӑрӗ тивӗҫнӗ. Вӑтам пӑр кубокне Петр Макаров тытса пыракан ӑйӑр ҫӗнсе илнӗ. Пысӑк пӑр кубока Владимир Пайдютов тивӗҫнӗ.
Лаша спорчӗн ӑмӑртӑвӗ пӑр ҫинче пуҫласа иртнӗ. Рысаксен урисене ятарлӑ шиппа таканланӑ.Каннӑ вӑхӑтра вӗсен урисене ӑшӑтнӑ.
Лаша спорчӗн ӑмӑртӑвне курма халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Шупашкарти кӳлмеке 3 пин ытла ҫын пухӑннӑ. Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене сырникпа тата вӗри чейпе сӑйланӑ.
«Чӑвашкино» чӑваш патшалӑх киностудине тата электрон документацин архивӗнче Кӑркӑстанри кинематографистсем пулнӑ.
Вӗсем Совет Союзӗн маршалӗн А.И. Еременкӑн «Годы возмездия» кӗнекине тӗпе хурса Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 10 паттӑрӗ ҫинчен фильм ӳкереҫҫӗ иккен. Ҫав паттӑрсенчен пӗри — Чӑваш Енри Вӑрнар район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Фёдор Иванович Ашмаров.
Кӗске метрлӑ фильма Латвинче, Кӑркӑстанра, Узбекистанра, Каракалпак Республикинче, Пушкӑртстанра, Тутарстанра, Чӑваш Енре, Чӗмпӗр облаҫӗнче, Мускав облаҫӗнче ӳкернӗ. Кино ӳкерес ӗҫе 2018 ҫулта пуҫланӑ.
Хӑнасене «Чӑвашкино» ертӳҫин ҫумӗ Олег Цыпленков В.В. Николаевӑн «Генеалогия чувашского народа» кӗнекине тата Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивалӗн статуэткине парнеленӗ.
«Чӑвашла тумлантарса янипе кӑна ача чӑвашла калаҫма тытӑнмасть», — ҫапла ҫырнӑ Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫатӗнче Константин Малышев.
«Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне икӗ халӑха танлаштарни» ят панӑ материал хӑйӗн содержанине ятӗнченех уҫса парать.
«Эпир ачасен пуласлӑхне чӑвашсемпе мар, урӑх халӑхпа ҫыхӑнтаратпӑр. Урӑхла каласан курмастпӑр вӗсен чӑвашла пуласлӑхне», — тесе шухӑшлать кӳршӗллӗ регионта ӗҫлесе пурӑнакан журналист. «Эпир ачасене вырӑс пулма хатӗрлетпӗр, тутарсем урӑхла. Каласа хӑвармалла, вӗсене те хула пурнӑҫӗ тӑван чӗлхинчен уйӑрма хӑтланать, анчах та кирлӗ механизмсене шыраса тупнӑ кӳршӗсем», — тенӗ май Тутарстанра наци чӗлхине сарассипе патшалӑх шайӗнче епле ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсем ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Тутарстанри Анат Камāри 34-мӗш гимнази-интерната кайнӑ. Кун пирки Елена Нарпи Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. «Урӑхла чӑваш гимназийӗ. Тутарстан варринчи чӑваш утравӗ. Кунта ачисем те «Аван-и?» тесе сывлӑх сунаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Елена Нарпи. Г.А. Ляхова директор Чӑваш Енри хӑнасене хапӑл туса кӗтсе илнӗ, хӑтлӑ пӳлӗмсене вырнаҫтарнӑ. Ачасем музейри экспонатсемпе паллаштарнӑ. Паян, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Тутарстанри мероприяти малалла тãсӑлнӑ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалланӑ.
«чӑваш утравне»
Йӑлана кӗнӗ «Раҫсей йӗлтӗр йӗрӗ» ӑмӑртӑва кӑҫал каярах вӑхӑта куҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Спорт мероприятине нарӑс уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче йӗркелекенччӗ. Анчах юр ҫуманнине пула РФ Спорт министерстви ӑмӑртӑва каярах ирттерме сӗннӗ. Пирӗн тӑрӑхра ӑна хӑҫан йӗркелесси халӗ паллӑ. Спортӑн ҫак енӗпе туслисем йӗлме йӗлтӗр йӗрӗ ҫине ҫитес шӑматкун, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, тӑрӗҫ.
«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» ӑмӑртӑва пирӗн ҫӗршывра 1982 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Пӗлтӗр унта ҫӗршыври 1,5 млн ҫын хутшӑннӑ. Йӗлтӗрҫӗсен шучӗпе Тутарстан рекордсмен пулнӑ. Унта старта тӑма 172 пин ҫын регистрациленнӗ. Чӑваш Енре 65 пин ҫын ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Ҫӗршыври чи аслӑ ҫын пӗлтӗр Хусантан пулнӑ. Вӑл — 93 ҫулхи пенсионер. Чӑваш Енре вара чи ваттисем 89 ҫулхи Пимен Петров тата 87 ҫулхи Вера Орлова пулнӑ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ уява Мускавра та палӑртӗҫ. Ҫак тата ытти ыйтӑва паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура сӳтсе явнӑ. Унта Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалланӑ уява хатӗрленсе ирттермелли ӗҫлӗ ушкӑн тата йӗркелӳ комитечӗн пайташӗсем пухӑннӑ. Пӗрлехи ларӑва Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ.
Республикӑмӑрӑн 100 ҫулхине хамӑр тӑрӑхра уявланипе ҫеҫ ҫырлахмассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Мускавра, Питӗрте, Тутарстанра, Чӗмпӗр облаҫӗнче Чӑваш культурин кунӗсем иртмелле. Удмурт тата Мӑкшӑ республикинсенче уявласси пирки те шухӑшлаҫҫӗ иккен — халӗ калаҫусем пыраҫҫӗ. Ҫапла пӗлтернӗ республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |