Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: «Валдайсем» хыҫҫӑн юханшыв маршрутне Тутарстан та уҫма шухӑшлать

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 10.06.2021 11:53 | 286 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
«Чайка» пассажир карапӗ
«Чайка» пассажир карапӗ

Шупашкара Хусанпа ҫыхӑнтаракан юханшыв маршрутне уҫнӑ хыҫҫӑн (унта «Валдай» кимӗ ҫӳрӗ) Тутарстан влаҫӗсем те асӑннӑ маршрутпа хӑйсен пассажир карапне яма шухӑшлани пирки пӗлтернӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Советская Чувашия» кӑларӑма панӑ интервьюра пӗлтернӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ журналистсен ыйтӑвне хуравланӑ май икӗ республикӑн тӗп хули хушшинче ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнче ҫӳреме пуҫлакан «Валдайсем» ҫинче билет хакӗ автобусринчен уйрӑлса тӑмӗ тесе пӗлтернӗ. Маршрутра хальхи вӑхӑтра Сӗнтӗрвӑрринче тата Куславккара чарӑнусене пӑхса хӑварнӑ, Сӗве ялӗнче те чарӑну тӑвасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.

Кунсӑр пуҫне Олег Алексеевич юханшыв маршрутне Тутарстан влаҫӗсем те уҫма шухӑшлани пирки пӗлтернӗ. Кун валли вӗсем хальхи вӑхӑтра Ешӗл Варти А.М. Горький ячӗллӗ савутра тума пуҫланӑ «Чайка» караппа усӑ курасшӑн. Пахалӑхӗсене танлаштарсан ку карапсем «Валдайсенчен» миҫе ҫынна турттарма пултарассипе (176 ҫынна хӑйпе илейрет; «Валдай» вара 45 ҫеҫ) ирттереҫҫӗ, анчах хӑвӑртлӑх енӗпе вӗсем япӑхрах. «Чайка» сехетре 18 ҫухрӑма яхӑн хӑвалама пултарать пулсан, «Валдай 45-Р» шывай ҫунатлӑ кимӗ сехетре 65 ҫухрӑм таран вӗҫтерме пултарать.

Аса илтеретпӗр, пӗрремӗш «Валдай» кимме Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ те ӗнтӗ, ӑна халь пассажирсене турттарма хатӗрлеҫҫӗ, тепӗр икӗ кимӗ ҫуллахи вӑхӑт вӗҫнелле ҫитмелле.

#транспорт, #Атӑл, #кӳршӗре, #Тутарстан, #Шупашкар, #Хусан, #Валдай, #кимӗсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=237562
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Автобус Миттов бульварне ҫитет
2020, 09, 11
Иван Яковлев палӑкӗ умне чечек хунӑ
2020, 10, 23
Пуйӑс билетне ҫур хакпа туянма пулать
2020, 12, 04
Юханшыв маршручӗ уҫма палӑртаҫҫӗ
2021, 04, 08
Ҫӗнӗ парковкӑсем уҫӑлнӑ
2021, 06, 08

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org