Тутарстанри Зеленодольск районӗнче ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пулнӑ хӑрушӑ аварире Чӑваш Енри пачӑшкӑ, унӑн мӑшӑрӗ тата тепӗр икӗ тӑванӗ — арӑмӗпе упӑшки — вилнӗ. Пачӑшкӑн 22 ҫулти хӗрӗ, аварире йывӑр аманнӑскер, халӗ реанимацире выртать. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать.
М7 автоҫул ҫинче пулнӑ тискер аварире чӑваш номерӗллӗ «Лада Ларгус» ҫӑмӑл машина йывӑр тиевлӗ икӗ транспорт хушшине хӗсӗннӗ. Тӑватӑ ҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Вӗсенчен пӗри — Куславкка районӗнчи Кивӗ Тӗрлемес ялӗнчи чиркӳ пачӑшки Сергий Колпаков. Вӑл 55 ҫулта пулнӑ. Вилӗм кӳнӗ авариччен темиҫе сехет маларах кӑна чиркӳре служба ирттернӗ. Авари Scania автовозӑн тормозӗ ӗслеме пӑрахнипе пулнӑ: йывӑр тиевлӗ машина светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнса чарӑннӑ «Лада Ларгуса» лапчӑтнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн позицийӗ утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче чакнӑ. Ҫакӑн пирки «Рейтинг» информаци коммуникацийӗсен центрӗ пӗлтернӗ.
Кӗпӗрнаттӑрсен наци рейтингӗнче Михаил Игнатьев халӗ 42-мӗш вырӑн йышӑнать. Унчченхинчен ҫакӑ 5 йӗрке чакнине пӗлтерет. Пирӗн республика ертӳҫи — танлаштарӑмӑн иккӗмӗш ушкӑнӗнче.
Атӑлҫи тӑрӑхӗсенчи регионсен пуҫлӑхӗсен хушшинче Михаил Игнатьев саккӑрмӗш вырӑн йышӑнать. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн позицийӗ пӗр йӗрке чакнӑ.
Ҫӗршыри кӗпӗрнаттӑрсенчен танлаштарӑмра Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Тула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Алексей Дюмин татс Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Моор ҫӳлти йӗркесене йышӑнаҫҫӗ, Атӑлҫи тӑрӑхӗсенчинчен — Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Тутарстанри «Казан» ҫемье центрӗ умӗнче «Я выбираю небо!» (чӑв. Эпӗ тӳпене суйлатӑп) авиаци уявӗ пулӗ. «Ӑна хальхинче Раҫҫей Сывлӑш-ҫар флочӗн кунне, А.Н. Туполев авиаконструктор, ученӑй ҫуралнӑранпа – 130, тӗнчери пӗрремӗш хӗрарӑм-космонавт, чӑваш кинӗ В.В. Терешкова космоса вӗҫнӗренпе 55 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ асӑннӑ тӑрӑхри «Сувар» чӑвашсен хаҫатӗнче Ирина Кузьмина пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, авиашоу программинче — «Русь» плиотаж ушкӑнӗн, ТУ –95, ТУ –160, ТУ– 22М3 ҫар авиацийӗн, Honda Jet, Л-410 ӗҫ авиацийӗн, Stinson 108, Цесна-172, «Фермер» самолетсен тата «АНСАТ», «Ми-8» и «Ка-32» вертолетсен вӗҫевӗ. Раҫҫей парашютисчӗсем парашюта мӗнле тӗрӗс пуҫтармаллине те кӑтартӗҫ. Уява байк-шоупа концерт вӗҫлӗ.
Иван Яковлев ҫуралнӑ ялта, Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче, аслӑ вӗрентекенӗмӗр ячӗллӗ парк уҫасшӑн. Ҫак ӗмӗтпе Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эдуард Бахмисов пӗлтӗр ҫунатланнӑ. Халӗ Кӑнна Кушкинче ҫӗнӗ проекта хута ярассипе тӑрӑшаҫҫӗ.
«Хыпар» хаҫата Эдурад Бахмисов пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Теччӗ районӗнчи «кашни яла ҫитсе курма» тӗв тунӑ хыҫҫӑн машинӑпа икӗ кун ҫӳренӗ, унтах ҫӗр каҫнӑ. «Савӑнмаллине те куртӑм, анчах чылай ялта пушӑ ҫурт йышлине асӑрхарӑм. Юхӑннисем те, ишӗлсе аннисем те пур. Ҫакӑ пӗлтӗр пулчӗ. Чӑваш ялӗсем пӗтес хӑрушлӑх пур. Вӗсен ячӗсем архивсемсӗр пуҫне ниҫта та ҫырӑнса юлман. Ара, хӑй вӑхӑтӗнче Иван Яковлев ҫав ялсем тӑрӑх та ҫӳренӗ-тӗр, шкулсем те уҫнӑ пулӗ. Ҫапла майпа Аслӑ вӗрентӳҫӗн ялӗнче ун ячӗллӗ парк тӑвас шухӑш ҫуралчӗ», — ӑнлантарнӑ Эдурад Бахмисов Надежда Смирнова журналиста.
Парка Кӑнна Кушкинчи шкулпа Иван Яковлевӑн музейӗн территорийӗнче тума пуҫланӑ та ӗнтӗ. Ҫак ӗҫре вырӑнти халӑх та, культура ӗҫченӗсем те, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев та пулӑшаҫҫӗ иккен.
Пӗрремӗш каналпа паян кӑтартнӑ «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑма сакӑр теҫетке ҫула ҫывхаракан чӑваш хӗрарӑмӗ Валентина Александровна (тӗрӗс илтрӗм пулсан. — Авт.) хутшӑнчӗ. Икӗ ҫулта тӑлӑха юлнӑскерне аппӑшӗ пӑхса ӳстернӗ. Халӗ вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, — иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр.
Тутарстанра ӳснӗскер, Узбекистанри Бухара хулинче 25 ҫул ӗҫленӗскер чӑвашла, вырӑсла, узбекла такмаксем каларӗ, пуплерӗ, Шупашкара салам ҫитерчӗ.
Хастар хӗрарӑм хӑйне валли телекӑларӑм ертӳҫинчен Леонид Якубовичран ноутбукпа телефон ыйтрӗ. Хӑй вӑл ватӑ иккенне палӑртрӗ, тӑлӑх ӳснине, вӑрҫӑ нушине курнине аса илтерчӗ, сусӑр пулнине пӗлтерчӗ. Леонид Якубович кӑларӑм йӗркине пӑсма килӗшрӗ, чӗрӗ чӑваша ноутбукпа телефон парнелерӗ.
Чӑваш Республикинчи Ҫӗнӗ Шупашкарти художествӑллӑ музейӗнче ҫак кунсенче Чӑваш художниксен пӗрлӗхӗн членӗ Виктор Артемьевӑн юбилейлӑ выставка уҫӑлнӑ.
Артемьев 1958-мӗш ҫулхи ҫӗртме (июнь) уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ТАССР Аксу районӗнчи Фёдоровский посёлокӗнче ҫуралнӑ. ТАССР Лениногорск хулари педучилищин художествӑллӑ уйрӑмне пӗтернӗ. Ҫар хыҫҫӑн Мускаври искусствӑсен университетне пӗтернӗ.
Чӑваш Республикин Ҫӗнӗ Шупашкар хулине пурӑнма куҫнӑ. ГЭСстрой предприятийӗнче, ЧПО «Химпромӑн» ОРС, Троллейбус управленийӗнче художник-оформитель пулса ӗҫленӗ. Халь шкулта учитель пулса ӗҫлет.
Пушӑ вӑхӑтра, паллах, художник этюдсене, картинӑсене ӳкерет. Уҫӑ вырӑнта пленэрӗнче тӑван ялта, Чӑваш Енче, хулара та, пейзажсене, ытларахӑш хитре ҫутҫанталӑк пейзажсене калӑплать. 2016-мӗш ҫулта ЧР халӑх художникпа Шупашкарта пурӑнакан Николай Енилинпа (вӑл ТР Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнчен) пӗрле Самар облаҫӗн Атӑлӑн сылтӑм енчи Шигон районӗнчи чӑваш ялсенче те пленэрӗнче ӗҫлерӗҫ.
Артемьев Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑна мар Шупашкарти выставкисенче те хастар хутшӑнать.
Тутарстанри Элмет районӗнчи Патраклӑра «Учӳк» фестивале черетлӗ хутчен йыхравлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулӗ. Заявкӑсене ҫк уйӑхӑн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кама леш енчи тӗне кӗмен чӑвашсен ҫулленхи «Учӳк» уҫӑ фестивалӗ яланхи пекех Элмет районӗнчи Патраклӑ ялӗнче пулать. Тутарстанран тата Раҫҫейри ытти регионсенчен пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑнасса кӗтеҫҫӗ».
Фестиваль программи пуян. Ирхи 6 сехетре «Учӳк» йӑлине ирттерӗҫ. Унта фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнмалла. 11 сехетре пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ пуҫланӗ. 9 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехет те 30 минутчен ачасемпе спорт лапамӗсем ӗҫлӗҫ. 14 сехетре чӑваш эстрада артисчӗсен концерчӗ пуҫланӗ. Фестиваль 15 сехетре хупӑнӗ.
Чӑваш шоуменӗ кӳршӗллӗ регион хаҫатне вулать. Анчах тутарлине мар, чӑвашлине.
«Пурте лайӑх пӗлекен чӑваш шоуменӗ, эстрада ҫӑлтӑрӗ Петр Ермолаев Тутарстанра килти пекех, вӑл пӗлмен пӗр ял-хула та ҫук кунта. Мӗншӗн тетӗр-и? Петя эрнесерен «Сувар» хаҫат вулать», — хыпарланӑ Тутарстанра тухса тӑракан асӑннӑ кӑларӑм.
Петр Ермолаев хаҫатҫӑсем паян ирпе ирех ватсаппа ҫапла ҫырса янӑ: «Ырӑ ир. Хаҫат ҫырӑнтармасӑр ан хӑварӑр мана. Ӑҫта тата мӗн чул куҫармалла?..»
«Суварҫӑсем» Петр Ермолаев шоумена кӳрентермӗҫ паллах. Ӑна кӑна мар, хаҫатпа туслашас шухӑшлӑ пӗр ҫынна та. Шоумен-и, ӗне сӑвакан-и, савутра станок умӗнче тӑракан-и... Вӗсем пурте Тутарстанри «Сувар» чӑваш хаҫатне ҫырӑнса илме, ӑна вулама пултараҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра Раҫҫейри халӑхсен «Атӑл асамачӗ» поэзи фестивалӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта хутшӑнакансемпе паян Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Аса илтерер, мероприятине И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Икӗ кунлӑх фестивале Тутарстанран, Пушкӑртстанран, Удмурт Республикинчен, Дагестанран, Мари Элтан, Коми Республикинчен, Мордва Республикинчен, Чӗмпӗр тата Аҫтӑрхан облаҫӗсенчен килнӗ.
Элтеперпе тӗл пулнисем хальхи вӑхӑтри поэтсемпе писательсен хайлавӗсене шкул программине кӗртме сӗннӗ. Вулавӑшсенче тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ чух та вӗсене анлӑрах сарсан аваннине палӑртнӑ.
Тутарстанри ҫамрӑксен тӗп проекчӗсенчен пӗри – чӑваш ачисен «Аталан» форумӗ. Унти чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Проектӑн авторӗ — Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн ӗҫтӑвком ертӳҫин ҫамрӑксен политики енӗпе ҫумӗ Артем Носков.
Форума Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнчи вӑтам шкулта йӗркеленӗ. Унта 12—18 ҫулсенчи шкул ачисем хутшӑннӑ.
Йӗркелӳҫӗсем проект ачасене ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарнине палӑртаҫҫӗ. Чӑваш ачисем валли 7 кейс хатӗрленӗ. Вӗсем ташӑҫӑ, актер, ҫыравҫӑ ӑсталӑхӗсене ӑша хывса пӑхнӑ. Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, Петр Хусанкай тата Иван Яковлев кун-ҫулӗсемпе те паллаштарнӑ.
«Шел пулин те, йыхравланӑ районсенчен хӑшӗ-пӗринчен делегатсем пулмарӗҫ. Пӑва, Апас, Теччӗ, Элмет, Пӗкӗлме районӗсенчен, Анат Кама хулинчен пӗр шкул ачи те, пӗр вӗрентекен те ҫитмерӗ. Ҫитес ҫулсенче вӗсенчен те делегатсем пуласса шанса тӑратпӑр», — ҫырнӑ «Сувар» хаҫатра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |