Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: турци

Комсомольскинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗ ҫумӗнчи «Островок» хореографи ансамблӗ Турцири халӑхсен культурин фестивалӗнчен таврӑннӑ. Ҫамрӑк артистсем Адала ял тӑрӑхӗнчи Акатуй евӗрлӗ наци праҫникне хутшӑннӑ. Асӑннӑ уява абрикос, черешня тата иҫӗм ҫырлине пухса кӗртнӗ хыҫҫӑн ирттереҫҫӗ.

Фестиваль тӑватӑ куна тӑсӑлнӑ. Унта Аслӑ Британири, Болгарири тӗрӗк юррисене шӑрантаракан ансамбльсене те, Анкара, Стамбул, Измир хулисенчи профессионал артистсене те чӗннӗ. Ҫак уява ҫулсеренех 30 пин ытла ҫын пухӑнать.

Каҫал тӑрӑхӗнчи «Островок» ансамбль чӑваш тата тутар ташшисене кӑтартнӑ. Куракансем пирӗн артистсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ. Пурне те Тав ҫырӑвӗпе тата асӑнмалӑх парнепе чысланӑ.

 

Яндекс шыравҫӑ туркӑлла ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки компани тин кӑна салатнӑ пресс-релизра пӗлтерчӗ.

Шыравҫӑ турккӑ чӗлхин морфологине шута илсе ӗҫлет, йӑнӑш ҫапнӑ текста юсама пултарать. Аркадий Волож каланӑ тӑрӑх сервиса туркӑлла куҫарнӑ тени ҫителӗксӗр — ку чӑн та ҫӗнӗ продукт пулса тухнӑ.

Хальхи вӑхӑтра Турцире ытларах Кукӑль (Google) шыравҫипе усӑ кураҫҫӗ — ун пӗтӗмӗшле тӳпи 97-99% ҫитет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2011/09/20/yatr/
 

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Турцире иртекен Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсен «Пин сывлав пӗр сас» (Bin Nefes Bir Ses) IV-мӗш фестивальне хутшӑнаҫҫӗ. Паян Марина Карягина пьеси тӑрӑх лартнӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакльпе фестивале чӑваш артисчӗсем уҫӗҫ.

Чӑваш ушкӑнӗсӗр пуҫне, театр пухӑвне Казахстан, Молдова, Тутарстан, Башкортостан, Украина, Кипр, Македони тата Турци ушкӑнӗсем пырӗҫ.

Спектакльсене Турккӑ Республикин Конья (Konya) хулинчи патшалӑх театрӗнче тата Дилек Сабанджи (Dilek Sabancı) патшалӑх филармонийӗнче лартӗҫ.

Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Шупашкара ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче таврӑнӗҫ.

 

Авалхи храм вырӑнӗнче
Авалхи храм вырӑнӗнче

Турккӑ археологӗсем хальхи вӑхӑтчен сыхланса юлнӑ чи авалхи храма шыраса тупнӑ. «Hurriyet» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна 12 пин ҫул каялла туса лартнӑ. Малтан чи авалхи таса вырӑн шутӗнче Мальта утраври храм шутланнӑ — тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх ӑна пирӗн эрӑччен VI-V пин ҫул каялла туса лартнӑ пулнӑ.

Турцире вырнаҫнӑ храма тин ҫеҫ тупман, ӑна малтан та пӗлнӗ — вӑл Сири чикки ҫывӑхӗнчи Шанлӑурх илте (ил — Турци пайланӑвӗ, чӑвашла «тӑрӑх», вырӑсла «провинция») вырнаҫнӑ авалхи Харран хули ҫумӗнчи Кепеклитеп сӑрчӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Анчах та хальхи вӑхӑтччен ун аваллӑхӗ ҫавӑн пек тарӑннине татса калайман. Тин ҫеҫ тупӑннӑ статуэткӑсем вара ӑна сӗм авалта туни пирки калама май панӑ.

Йӗрӗх евӗр статуэткӑсене ҫын кӗлеткине евӗр тунӑ пулин те пуҫӗсем е пачах ҫук, е кайӑк пуҫлӑ. Ҫакнашкал кайӑк тӗсӗсем тӗл пулаҫҫӗ — кашкӑр, тилӗ, сысна, ҫӗлен, скорпион, тӑрна. Храмӑн тепӗр хӑйнеевӗрлӗхӗ — юписем «Т» евӗрлӗ.

Ку таса вырӑна мӗнле йӑх туса лартма пултарни пирки ӑсчахсем хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2010/03/19/temple/
 

Нарӑсӑн 27-28-мӗшӗсенче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗтӗм тӗнчери «Чӑваш чӗлхи тата алтаистикӑн хальхи ҫивӗч ыйтӑвӗсем» ӑслӑлӑх конференцийӗ иртӗ. Ӑна М.Р. Федотов ҫуралнӑранпа 90 ҫул, Н.И. Егоров ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалласа ирттереҫҫӗ.

Конференцине инҫетрен килекен ӑсчахсем нумай пулӗҫ. Турцирен турккӑ чӗлхе пӗлӗвӗн обществин президенчӗ Акалын Шюкрю Халюк, тата ытти ӑсчах килӗ. Польшӑран Варшава университечӗн профессорӗ Пазымиес Анна ҫитӗ. Мускавран пысӑк ушкӑн пулӗ — Олег Мудрак, Анна Дыбо, Ирина Самарина, Светлана Бритова, Алий Чеченов профессорсем килӗҫ.

Конференци нарӑсӑн 27-мӗшӗнче 10 сехетре уҫӑлӗ.

 

М.Р. Федотов — паллӑ чӑваш ӑсчахӗ, профессор. Вӑл 1919 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районне кӗрекен Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Михаил Романович Чӑваш Республикин патшалӑх премине, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ.

Малалла...

 

«РБК дейли» хаҫат хыпарӗсем Турцире ислам тӗнне ҫӗнетеҫҫӗ.

Анкара университечӗ ҫӗршывӑн премьер-министӑрӗ Реджеп Тайип Эрдоган пулӑшса пынипе исламӑн хӑшпӗр вырӑнӗсене пур енлӗ реформа тӑвассипе ӗҫлет. Тӗнӗн чылай шухӑшӗсене паянкунхи лару-тӑрӑва тата улшӑннӑ этеплӗхе шута илсе ҫӑмаллатма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем хадиссене (Мӑхамет пӳлӗх пурнӑҫ пирки каланисене, вӗрентнисене) ҫӗнӗрен ҫырса хурасшӑн, тӗн йӗркин хытӑ ҫирӗплӗхӗсене ҫӗмҫетес, ҫыннӑн правипе ирӗклӗхне уҫса парас тӗллеве пурнӑҫа кӗртесшӗн.

Ҫак ӗҫсене Турцин паллӑ тӗн ӗҫченӗсем Тӗн ӗҫӗсен Аслӑ канашӗ (Диянет) ертсе пынипе тимлеҫҫӗ, ҫавна пурнӑҫласа ҫитес пилӗк ҫул хушшинче исламӑн хальхи ыйтӑвӗсене татса памалли пилӗк томлӑ пуххине пичетлеме палӑртнӑ.

Ҫаплах, тӗслӗхрен, ҫӗршывра пыракан модернизаци 450 хӗрарӑма мӑсӑльман прави енӗпе ятарлӑ ӗҫтӗше хатӗрлеме хушу йышӑннӑ. Мӑсӑльман тӗнчишӗн ҫак вара халиччен пулман япала шутланать.

Мӑхамет тӗнӗн ҫакнашкал турккӑ версийӗ Европа хаклӑхӗсем еннелле туртӑннӑ ислам пулать темелле, вӑл Турцие анӑҫ тӗнчипе тӑтӑш ҫыхӑнуллӑ пурнӑҫ тытма мел уҫать. Пурӗ те пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, Анкара пӗтӗм вӑйӗпе Европӗрлӗхе кӗресшӗн тӑрмашать.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗтӗм ӗҫе лӑпкӑ, хӑвӑра кирлӗ пек татса пама май килӗ. Хирӗҫесрен пӑрӑнӑр, хӑвӑрӑн вӑя, энергие перекетлемелле. Пушӑ вӑхӑта ҫутҫанталӑкра ирттерӗр. Спортпа туслашма лайӑх вӑхӑт, Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарать, вӑл романтика хутшӑнӑвне куҫӗ.

Чӳк, 25

1950
74
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи