Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш чӗлхи тата алтаистикӑн хальхи ҫивӗч ыйтӑвӗсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.02.2009 09:33 | 2368 хут пӑхнӑ

Нарӑсӑн 27-28-мӗшӗсенче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗтӗм тӗнчери «Чӑваш чӗлхи тата алтаистикӑн хальхи ҫивӗч ыйтӑвӗсем» ӑслӑлӑх конференцийӗ иртӗ. Ӑна М.Р. Федотов ҫуралнӑранпа 90 ҫул, Н.И. Егоров ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалласа ирттереҫҫӗ.

Конференцине инҫетрен килекен ӑсчахсем нумай пулӗҫ. Турцирен турккӑ чӗлхе пӗлӗвӗн обществин президенчӗ Акалын Шюкрю Халюк, тата ытти ӑсчах килӗ. Польшӑран Варшава университечӗн профессорӗ Пазымиес Анна ҫитӗ. Мускавран пысӑк ушкӑн пулӗ — Олег Мудрак, Анна Дыбо, Ирина Самарина, Светлана Бритова, Алий Чеченов профессорсем килӗҫ.

Конференци нарӑсӑн 27-мӗшӗнче 10 сехетре уҫӑлӗ.

 

М.Р. Федотов — паллӑ чӑваш ӑсчахӗ, профессор. Вӑл 1919 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районне кӗрекен Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Михаил Романович Чӑваш Республикин патшалӑх премине, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ. Вӑл пурӗ 200 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ. Паллӑраххисем: «Словарь чувашских нехристианских личных имен» (Шупашкар, 1998), «Этимологический словарь чувашского языка» (Шупашкар, 1997).

Н.И. Егоров — М.Р. Федотов вӗренекенӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор. 1949 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Вӑрмар районне кӗрекен Тури Кинчерте ҫуралнӑ.

Николай Иванович паллӑ тюрколог, культуролог.

#Польша, #Мускав, #Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, #Турци, #чӑваш чӗлхи, #конференцисем, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем