Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Федотов Михаил Романович

Федотов Михаил РомановичФедотов Михаил Романович, — филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтарӗ, профессор, Чӑваш Енӗн ӑслӑлапа ӳнер Халӑх академиӗн тӗп членӗ. 1919 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2003 ҫулхи кӑрлачӑн 13 Шупашкарта вилнӗ.

Чӑваш Ен ӑслӑлӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ. Чӑваш Ен патшалӑх премиӗн лауриачӗ пулнӑ. Чӑваш патшалах гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн тӗп сотрудниксен шутне кӗрет.

Пурнӑҫӗ

1934—1937 ҫулсенче Михаил Федотов Патӑрьелти педагогика училищинче вӗреннӗ. 1937—1939 ҫулсенче Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткас тата Шӑмӑршӑ шкулӗсенче математикӑпа нимӗҫ чӗлхи вӗрентнӗ. Хӗрлӗ Ҫар салтакӗ, пехота училищин курсанчӗ пулнӑ (1939—1941 ҫулсенче). Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, тыткӑна лекнӗ. Концлагерьтен ирӗке тухсан Германири Совет Ҫар администрацийӗнче куҫаруҫӑра ӗҫленӗ (1945—1947).

Вӑрҫӑран таврӑнсан Мари Республикин Звенигово районӗнче (1948—1952) тата Етӗрне районӗнчи Мӑн Чураш шкулӗнче (1953—1954) нимӗҫ чӗлхи вӗрентнӗ, Ют чӗлхесен Чулхулари Н.А. Добролюбов ячӗллӗ педагогика институтне пӗтернӗ (1950—1953). И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗнче нимӗҫ чӗлхин преподавателӗ (1954—1956, 1964-1967), Вӗрентекенсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра ют чӗлхесен кабинечӗн пуҫлӑхӗ (1956—1964) пулнӑ.

Михаил Федотов чӑваш шкулӗнче нимӗҫ чӗлхи вӗрентекенӗсене пулӑшма виҫӗ кӗнеке хатӗрлесе панӑ (1957-1959), чӑваш чӗлхи Атӑлпа Пермь тӑрӑхӗнчи финн-угр чӗлхисемпе хутшӑннине сӑнлакан монографи (2 пайлӑ; 1965, 1968) пичетлесе кӑларнӑ.

1964 ҫулта «Чӑваш чӗлхинчи модальлӗхе палӑртмапли мелсем» темӑпа кандидат диссертацине, 1969 ҫулта «Чӑвашпа мари чӗлхисен ҫыхӑнӑвне истори тӗлӗшӗнчсн ҫутатни» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ.

1967 ҫултан пуҫласа Михаил Федотов Чӑваш патшалӑх университечӗнче ӗҫленӗ: ют чӗлхесен кафедрин доценчӗ, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗ кафедрин профессорӗ, тӗрӗк ӑслайӗсен кафедрнн профессор-консультанчӗ, хӗвел тухӑҫ пӗлӗвӗ кафедрин пуҫлӑхӗ пулнӑ, студентсене пулӑшма «Чӑваш чӗлхин историйӗ» (2 кӑларӑмпа; 1971, 1979), «Авалхи тӗрӗк чӗлхи» (1973), «Тӗрӗк чӗлхисен танлаштару грамматики» (1975), «Тюркологи пуҫламӑшӗ» (1976) кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ.

Чӑвашпа ҫармӑс чӗлхисен хутшӑнӑвне тишкерсе 1990 ҫулта Михаил Федотов «Чувашско-марийские языковые взаимосвязи» монографи хатӗрленӗ. «Материалы к историко-этимологическому словарю чувашского языка (1992)», «Этимологический словарь чувашского языка» (2 томпа; 1996), «Словарь чувашских нехристианских имен» (1998) ӗҫӗсене вулакан патне ҫитернӗ. 2002 ҫулта этимологи словарӗ иккӗмӗш кӑларӑмпа тухнӑ.

Тӗпчевҫӗн чи паллӑ ӗҫӗ виҫӗ кӗнекеллӗ «Чувашский язык в семье алтайских языков» (1980, 1983, 1986). 1996 ҫулта ҫак монографин анлӑлатнӑ варианчӗ — «Чувашский язык: Истоки. Отношение к алтайским и финно-угорским языкам. Историческая грамматика» — пичетленсе тухнӑ. Уншӑн Михаил Федотов Чӑваш Республикин Патшалӑх премине тивӗҫ пулнӑ.

Михаил Федотов чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн историкӗ те пулнӑ. Чӗлхеҫӗсен пултарулӑхне тишкерсе чылай статья тата «Исследователи чувашского языка» кӗнеке (1987, 2000) чӑваш чӗлхин хӑй евӗрлехне хӳтелесе Михаил Федотов ӑслӑлӑх кӗнекисенче те, хаҫат-журналта та статьясем пичетленӗ, тӑван чӗлхе сипетне упраса хӑварма тӑрӑшнӑ.

Ӗҫӗсем

Михаил Федотов 200 ытла ӑслӑлӑх ӗҫне ҫырнӑ. Вӗсенчен чи паллисем:

  • «Чувашский язык в семье алтайских языков» (Шупашкар, 1980, 1983, 1986),
  • «Чувашско-марийские языковые взаимосвязи» (Саранск, 1990),
  • «Чувашский язык. Истоки. Отношенне к алтайским и финно-угорским языкам. Историческая грамматика» (Шупашкар, 1996),
  • «Этимологический словарь чувашского языка» (Шупашкар, 1997).

Литература

  • Корифей чувашской тюркологии М.Р.Федотов. М.,1999;
  • Ӗмӗрсен ӗмӗлкине уҫакан ас-хакӑл [«Хыпар» кӗнеки]. Хыпар. 1999. Карлачан 20-мӗшӗ;
  • Федотов Михаил Романович [Некролог). Сов. Чувашия. 2003.14 янв.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Федотов Михаил Романович ҫинчен.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-03-04 12:58:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 15380 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем