Иртнӗ ҫул Шупашкарти аэропортран 250 пин ытла ҫын самолетпа ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине тата Турцине вӗҫнӗ. Ун пек цифра иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпе пулман та иккен.
2017 ҫулта, 15 ҫултан, унчченхиллех Анапӑна ҫуллахи рейссем уҫӑлнӑ, Турцинчи Анталья хулине Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен самолетпа ҫитме май килнӗ.
Крыма илсе каякан рейссен шучӗ пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен икӗ хут нумайланнӑ. 2016 ҫулта Симферополе самолетпа 6 720 ҫын кайнӑ, 2017-мӗшӗнче — 13 350-ӗн.
Мускава Шупашкартан самолетпа каяс текенсем пӗлтӗр те яланхиллех йышлӑ пулнӑ. Виҫӗм ҫул вӗсен шучӗ 146 пин ҫын пулнӑ, пӗлтӗр — 211 пин.
Иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти аэропорт амбулифт туяннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрех пӗлтернӗччӗ.
Раҫҫейри Сурдлимпиада комитечӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева саламлӑ тав ҫырӑвӗ ярса панӑ, унта Элтепере Анастасия Мамлина 23-мӗш ҫуллахи Сурдлимп вӑййисенче медаль ҫӗнсе илнӗ ятпа ырӑ сӑмахсем ҫырнӑ. Кун пирки ӗнер Спорт министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр: япӑх илтекен тата пачах илтмен спортсменсен тӑватӑ ҫулта пӗрре иртекен ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 18-30-мӗшӗсенче Турцири Самсун хулинче пулнӑччӗ. Унта 85 патшалӑхран 2627 спортсмен хутшӑннӑччӗ.
«Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди 199 медаль ҫӗнсе илчӗ. Пирӗн спортсменсен ҫӗнтерӗвӗнче сирӗн спортсменкӑн Анастасия Мамлинӑн тӳпи те пысӑк. Вӑл сӑнӑ ывӑтса бронза медале тивӗҫрӗ», — палӑртнӑ Раҫҫейри Сурдлимпиада комитечӗн президенчӗ Александр Романцев хӑйӗн тав ҫырӑвӗнче.
Палӑртса хӑварар: Шупашкарти спортпа адаптаци шкулӗн вӗренекенӗ хальхинче кӑна мар, иртнӗ Сурдлимп вӑййисенче те палӑрнӑ. Болгарири София хулинче вӑл йӗтре тӗртсе — 5-мӗш, сӑнӑ ывӑтса 8-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хальхинче вара Настя сӑнна 45 метр та 68 сантиметра ывӑтса «бронзӑллӑ» пулчӗ.
Пушкӑртстанра ҫывӑх кунсенче иртекен «Туганлык» пӗтӗм халӑхсем хушшинчи тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗ 11 театра пӗр сцена ҫине пухӗ. Унта Хакас Республикинчи, Кӑркӑстанри, Дагестанри, Азербайджанри, Кабарда Балкарти, Тыва Республикинчи, Казахстанри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри тата Турцири театрсем ҫитӗҫ.
Шупашкарти теартсенчен фестивале К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ каймалла. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл «Куккуклӑ сехет» спектакльне кӑтартӗ. Пьеса авторӗ — Марина Карягина.
Фестивальте ҫичӗ номинаципе чыслӗҫ: «Чи лайӑх режиссура», «Арҫыннӑн чи лайӑх сӑнарӗ», «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ», «Чи лайӑх сценографи», «Чи лайӑх юрӑ-ҫемӗ», «Иккӗмӗш планти чи лайӑх арҫын сӑнарӗ» тата «Иккӗмӗш планти чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ».
Иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат 85 ҫул тултарчӗ. Уявне хаҫатҫӑсем кӗреке хушшине пуҫтарӑнсах хальлӗхе палӑртман-ха. Ӑна вӗсем, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, кӗр мӑнтӑрӗпе уявласшӑн.
Шупашкар районӗн летопиҫне куллен кун ҫырса пыракан «Тӑван Ен» хаҫатӑн сакӑр теҫетке ҫул ҫурӑри кун-ҫулне тишкерсе Фадей Константинов таврапӗлӳҫӗ, хаҫатӑн хастар ялкорӗ кӗнеке кӑларнӑ. Хаҫатран виҫӗ ҫул ҫеҫ аслӑрах Фадей Константинович каланӑ тӑрӑх, материала пухма тӗрлӗ ҫӑлкуҫпа, архиври материалсемпе усӑ курнӑ. Пулӑшнисене автор ятран асӑнса кайнӑ.
«Тӑван Ене» сахал вӑхӑт ертсе пырсах хаҫат историйӗнче палӑрмалла ырӑ улшӑнусем кӗртнӗ тата кӗнекене пуянлатма пулӑшнӑ Борис Чиндыков драматург, поэт, куҫаруҫӑ, публицист та ҫӗнӗ кӗнекене хаваспах туяннӑ. Хӑйне валли кӑна мар, район хыпарҫине хӑй ертсе пынӑ вӑхӑтра пӗрле ӗҫленӗ Виктор Бычков дизайнер валли те. Шӑпах иккӗшӗ пӗр шухӑшлӑ пулса ун чухне хаҫатӑн сӑн-сӑпатне дизайнпа верстка тӗлӗшӗнчен пуҫӗпех ылмаштарнӑччӗ. Тӗслӗх вырӑнне вӗсем ют ҫӗршывра тухса тӑракан хаҫатсене те сахал мар тишкеретчӗҫ. Борис Чиндыков кӗнекене тӗлӗнмелле ӑслӑ та пултаруллӑ чӑваш ачине, Муркаш район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, халь Турцинче ӗҫлесе пурӑнакан Виктор Бычкова парнелӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Турци Республикин Хусанти Генеральнӑй консулӗпе Турхан Дильмачпа тата Турци Республикин Хусанти Генеральнӑй консульствин вице-консулӗпе Нуреттин Каяпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Енсем туслӑ ҫыхӑнусене анлӑлатас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Турципе Раҫҫей хушшинчи ҫыхӑнӑва малалла анлӑтас пирки ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Турципе Чӑваш Ен хушшинчи суту-илӳри тавар ҫаврӑнӑшӗ 2115 пин долларпа танлашнӑ. Хими,электротехника, промышленноҫ, ял хуҫалӑх тата ытти тавара Турцие ӑсатса Чӑваш Енре ҫак кӑтартӑва татах ӳстересшӗн. Турцин Хусанти Генконсулӗ Чӑваш Ене тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелли пӗртен-пӗр чаплӑ регион тенӗ. Кун пикри республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ.
Турцин кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ Мерсин хулинче иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче турккӑ поэчӗн Караджаогланӑн XV пӗтӗм тӗнчери поэзи каҫӗ иртнӗ. Унта чӑваш халӑх юррисене тӗрлӗ кӗвӗ хатӗрӗпе калама тата ҫав инструменчӗсене ӑсталама ӑста Микул Хумирек (Николай Фомиряков) хутшӑннӑ.
«Idel.Реалии» сайта Николай Фомиряков пӗлтернӗ тӑрӑх, XVII ӗмӗрти ҫурма легендӑлла сӑнара — Караджаоглана — турккӑсем сума сӑваҫҫӗ. Тата, вӑл ӑнланнӑ тӑрӑх, кашни ӗмӗрӗнех тата кашни вырӑнах тенӗ пекех хӑйсен Караджаогланӗ пур. XVI ӗмӗрте Караджаоглан хисепленӗ. Йозгат та хӑйӗн Караджаогланӗ пулнӑ. Азербайджансен те, туркменсен те пур. Чукурова районӗнче те урӑх Караджаоглан пулнӑ.
Турцире йӗркеленӗ концертра Николай Фомиряков шӑхличпа тӑм шӑхлич тата шӑпӑр каланӑ.
Республикӑн тӗп хулинчен Турцие канма каякансен йышне Шупашкарти аэропорт икӗ хут ӳстересшӗн. Маларах «Пегас Туристик» компани самолетсене 10 кунта пӗрре вӗҫтерес тенӗ. Халӗ ҫӗршыври пысӑк турооператорсенчен пӗринпе калаҫса татӑлнӑ. Ҫапла туни Анталия хулине тӳрремӗн каякан рейссене Шупашкартан икӗ хут нумайлатма май парӗ.
Маларах эпир Турци Раҫҫей ҫыннисене ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех кӗртме пуҫласшӑннине хыпарланӑччӗ. Аса илтерер, «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра Мускавпа сӳтсе явасшӑннине асӑннӑччӗ. Ун пирки Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мевлют Чавушоглу каланӑ. Хӑйӗн шухӑшне министр Антальере Раҫҫей гражданӗсемпе тӗл пулнӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.
Турци Раҫҫей ҫыннисене ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех кӗртме пуҫласшӑн. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра Мускавпа сӳтсе явасшӑн. Ун пирки Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мевлют Чавушоглу каланӑ. Хӑйӗн шухӑшне министр Антальере Раҫҫей гражданӗсемпе тӗл пулнӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.
Раҫҫей самолетне Турцире персе антарнӑ хыҫҫӑн хутшӑнусем сивӗнни Турцишӗн пӗртте меллӗ мар тесе шухӑшлаҫҫӗ экспертсем. Пӗрремӗшӗнчен, унта туристсем сахаллӑн ҫӳреме тытӑннӑ. Унччен ҫуркуннерен пуҫласа сӗм кӗркуннечченех Турцирен Раҫҫей ҫыннисем татӑлман. Иккӗмӗшӗнчен, икӗ тӑрӑх экономика енчен те питех те килӗштерсе ӗҫленӗ.
Ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех Турцине Раҫҫей ҫыннисене кӗртме пуҫласан туристсен шучӗ ӳсессе шанаҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗ Кристина Кускова Эрзурум хулинче иртнӗ хӗллехи Олимп фестивалӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑсталӑхне Шупашкарти спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче туптаканскер 7,5 ҫухрӑма парӑнтарса финиша чи малтан ҫитнӗ. 16 ҫулти Кристина дистанцие 19 минут 13,3 ҫеккунтра чупса тухнӑ. Ку — чи лайӑх кӑтарту. Пирӗн ентеш Раҫҫейри тата Финляндири спортсменсене хыҫа хӑварнӑ.
Ӑмӑртура медальсемшӗн 19 ҫӗршыври 44 спортсменка вӑй виҫнӗ. Сӑмах май, хӗллехи Олимп фестивалӗнче 14–18 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем спортӑн тӑхӑр тӗсӗнче ӑмӑртаҫҫӗ: йӗлтӗр чупӑвӗ, трамплинран сикесси, сноуборд, сӑрт-ту йӗлтӗрӗ, эрешлесе ярӑнасси, керлинг, шотр-трек, хоккей.
Ҫулла Шупашкрати аэропортран Турцири Анталие самолетсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Кун пирки «Международный аэропорт Чебоксары» (чӑв. Тӗнче шайӗнчи Шупашкар аэропорчӗ) тулли мар яваплӑ общество хӑйӗн сайтӗнче ӗнер хыпарланӑ.
«Калаҫса татӑлма ҫӑмӑл пулманнине пытарар мар. Анчах унӑн кӑтартӑвӗпе эпир мӑнаҫланатпӑр тата сире ӑна пӗлтеретпӗр», — тесе ҫырнӑ кӗске информацире. Шупашкартан ют ҫӗршыва самолетсем чылай ҫул вӗҫменнине шута илсен Анталие чартерлӑ рейс уҫма пултарнине, чӑн та, хӑпартланса йышӑнма пулать.
PEGAS Touristik компани Шупашкартан Турцие турсем сутма тытӑннӑ. Ӑшӑ тинӗс хӗрне канма пирӗн тӑрӑхран самолетпа ака уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑх вӗҫӗччен кайма май килӗ. Чартер рейсӗпе вӗҫекенсене PEGAS FLY авиакомпани турттарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 734 - 736 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ют Николай Яковлевич, чӑваш критикӗ, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш ҫыравҫисемпе журналистсен пӗрлешӗвне туса хунӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |