Чӑваш Ен халӑхсем хушшинчи «Интурмаркет-2014» IX турист куравне хатӗрленет. Вӑл пуш уйӑхӗн 15–18-мӗшӗсенче «Крокус Экспо» курав центрӗнче иртӗ.
Куравра Болгари, Турци, Китай, Венгри, Египет, Итали, Испани, Греци, Норвеги, Прибалтика, Марокко, Тунис тата ытти ҫӗршыв хӑйсен экспозицисене кӑтартӗҫ. СНГ ҫулталӑкӗ пулнӑ май Казахстан, Беларуҫ, Украина, Кӑркӑстан хӑйсен стенчӗсене кӑтартӗҫ. Мальдива утравӗсем тата Австрали унта пӗрремӗш хут хутшӑнӗҫ.
Раҫҫей регионӗсем, Калининградран пуҫласа Владивосток таранах, стендсемпе тӗлӗнтерӗҫ. Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем пӗлтӗрхи пекех пӗр тӗвве пӗрлешсе «Аслӑ Атӑл» стенд хатӗрлӗҫ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Ен те. Инҫет Хӗвеланӑҫ тата Ҫӗпӗр регионӗсен пӗр стенд — «Раҫҫейӗн хӗвелтухӑҫ унки».
Чӑваш Республикине яланхи пекех туроператорсем, санаторисем, турбазӑсем, хӑна ҫурчӗсем хӳтӗлӗҫ. Стенда тӗрӗсемпе сувенирсем хитрелетнисӗр пуҫне кӑҫал чӑваш наци тӗпелӗ те пулӗ. Халӑх апат-ҫимӗҫӗ — ял тата экологи туризмӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Тен, паха тутӑ туристсене илӗртме пулӑшӗ.
Турци патшалӑхӗн Стамбул хулинче чӳкӗн 25–30-мӗшсенче Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑк усламҫисен пӗрремӗш аслӑ пухӑвӗ пулнӑ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи Екрем Абдулаев /Азербайджан/) йӗркеленӗ.
Пурӗ 23 ҫӗршывран 200 ытла делегат пуҫларӑннӑ. Голланди, Венгри, Болгари, Румыни, Косово, Кипр, Греци, Турци, Азербайджан, Кӑркӑстан, Казахстан, Туркменистан, Афганистан, Иракпа Иран, Сири — хутшӑннӑ ҫӗршывсен йышӗ пӗчӗк пулман. Раҫҫейрен те пынӑ: Тува, Пушкӑрт, Тутар, Дагестан, Калмӑк, Чӑваш республикисенчен, Омск облаҫӗнчен килнӗ. МАФУНран делегатсем Мари Элтен тата Коми Республикинчен пулнӑ.
Чӑваш Республикинчен ҫак аслӑ пухӑва иккӗн хутшӑннӑ: Олег Михайлович Цыпленков тата Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультечӗн 3-мӗш курс студентки Кузнецова Анастасия Борисовна. Настӑна Шупашкарти Суту-илӳпе промышленность палати янӑ.
Олег Михайлович каласа панӑ тӑрӑх ҫак пухӑва питӗ лайӑх та тӗплӗн хатӗрленӗ, докладсем те делегатсемшӗн питӗ интереслӗ пулнӑ. Аслӑ пухура Курултай йӗркелемелли пирки йышӑнчӗҫ, унӑн Уставне хатӗрлерӗҫ. Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑк усламҫисен курултайне регистрациленӗ вӑхӑтра сиксе тухма пултаракан ыйтусене татса пама 9 ҫынран тӑракан комитет суйларӗҫ — унта ытларах Турципе Азербайджан ҫыннисем тата Европӑри усламҫӑсем кӗчӗҫ.
1915 ҫулта Осман империйӗнче геноцида пула шар курнӑ 1,5 миллион эрмене Эрменсен апостол чиркӗвӗн Архиерей соборӗ канонизацилеме йышӑннӑ. Эрмен чиркӗвӗн епископӗсен пухӑвӗ тулли йышпа юлашки тӑватӑ ӗмӗр хушшинче пачах пухӑнманнине халӗ пуҫтарӑннӑ иккен. Ҫапла вара эрмен чиркӗвӗ 1651 ҫултанпа канонизаци ирттермен.
Эрмени Президенчӗ Серж Саргсян капла тунине халь пурӑнакансен тивӗҫӗ тесе хакланӑ, ҫӗнӗрен геноцид пуласран сыхланмаллине палӑртнӑ.
Эрменсене чӗлхе тата раса енчен хӗсӗрленине 2011 ҫулта Франци официаллӑ майпа ҫирӗплетме пӑхнӑ. Анчах Анкарара, Турцин тӗп хулинче, ку пуҫарӑва ырламан кӑна мар, турккӑ ертӳҫисем апла йышӑнсан ик ҫӗршыв хушшинчи лару-тӑру ҫивӗчленесси пирки асӑрхаттарнӑ. Турцин премьерӗ Реджеп Тайип Эрдоган Францие тек каймассипе хӑратнӑ. Ҫапла вара хрантсуссен саккун проектне парламентарисем ырласа йышӑннӑ, Конституци канашӗ сивленӗ. Эрменсем 1915 ҫулта геноцида пула шар курни ҫинчен калакан резолюци проектне пӗлтӗр Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен Конгресне илсе тухнӑ. Осман империйӗнче эрменсене йышлӑ пӗтернине йышӑннӑ пулин те АПШ правительстви геноцид сӑмаха усӑ курман.
Нумаях пулмасть массӑлӑ информаци хатӗресенче «Улӑп» чӑваш халӑх эпосне туркӑлла пичетлесе кӑларнӑ сас-хура тухрӗ. Ҫак пысӑк ӗҫе вара Турцири паллӑ чӗлхеҫӗ тата фольклорист — Бюлент Байрам пурнӑҫланӑ пулнӑ имӗш. Ҫурлан 29-мӗшӗнче вара республикӑри наци вулавӑшӗнче кун ҫутти курнӑ куҫарӑвӑн хӑтлавӗ иртнӗ.
Куҫарупа тата унӑн авторӗпе паллашма хӑтлава республикӑри паллӑ ӑсчахсем, чӑваш культурине аталантаракансем, литература никӗсне тытса пыракансем — Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Петӗр Яккусен, Валери Туркай — сӑвӑҫӑсем, Борис Чиндыков — ҫыравҫӑ, «Улӑп» эпоса вырӑс чӗлхи ҫине куҫаракан — Аристарх Дмитриев, Эктор Алос-и-Фонт — социолог, Николай Егоров, Виталий Родионов, Георгий Фёдоров — филологсем тата ытти чӑваш интелегенцийӗ пуҫтарӑннӑ.
Трибуна умне тухса калаҫакансен йышӗ сахал мар пулчӗ, вӗсенчен кашни Бюлент Байрам ӗҫе-хӗлӗн пысӑк тӳпине палӑртрӗ.
«Улӑп» чӑваш халӑх эпосне кӑҫал турккӑ чӗлхипе кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫурлан 29-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче унӑн хӑтлавне ирттерме палӑртнӑ.
«Улӑпа» турккӑлла Бюлент Байрам куҫарнӑ. Вӑл — Турцири паллӑ чӗлхеҫӗ тата фольклорист. Унччен маларах вӑл чӑвашла-турккӑлла словарь хатӗрленӗ тата чӑваш юмахӗсене турккӑлла куҫарса пичетленӗ.
Нумаях пулмасть «Улӑп» чӑвашла тата турккӑлла пичетленнӗ. Ӑна кун ҫути кӑтартма Тӗрӗк культурин пӗтӗм тӗнчери организацийӗ пулӑшнӑ.
Юмах-халапра Улӑпа тӑван халӑхӑмӑрӑн хӳтӗлевҫи евӗр кӑтартнӑ. Улӑп пирки калакан халапсенчи сюжетсене Ҫемен Элкер, Николай Шелепи, Геннадий Юмарт тата ытти ҫыравҫӑ усӑ курнӑ. Улӑп пирки ҫырнисене пӗр кӗнекене Хӗветӗр Сюин ҫыравҫӑ пӗрлештернӗ. Улӑп пирки калакан юмах-халапа вӑл 60 ҫул ытла пухнӑ. Эпосӑн тулли пуххине 1996 ҫулта «Улӑп. Чӑваш эпосӗ» ятпа пичетлесе кӑларнӑ. Кӗнекене 40 юрӑ кӗнӗ. «Улӑпа» вырӑсла куҫарса 2009 ҫулта Аристарх Дмитриев кӑларнӑ.
«Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтернӗ тӑрӑх нумай пулмасть Турцире иртнӗ фестивальсене чӑвашри ташӑ ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Чикӗ леш енчи пирӗн аякри тӑвансем патӗнче хӑйсен пултарулӑхне Марина Тимукова ертсе пыракан «Тайны Востока» (чӑв. «Тухӑҫ вӑрттӑнлӑхӗ») ансамбль тата Кӳкеҫри «Илем» ушкӑн кӑтартнӑ иккен.
«Тайны Востока» ансамбль Турцири Газиантеп тата Силифке хулинсенче чӑваш ташшисене лартнӑ. «Илем» валли вара тепӗр хуласем лекнӗ — Эрбаа тата Акчаабат.
Турцири халӑх пирӗн ентешсен пултарулӑхӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ тет, тепре те килсен та хапӑл кӗтсе илесси пирки пӗлтернӗ.
Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче ӗҫлекен (халӗ те унтах-ши, пӗлейместпӗр) Ксения Глунцовӑна тӗрлӗ телешоусене кӑмӑллакансем палласа ҫитрӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Вӑл Андрей Малаховӑн «Пусть говорят» кӑларӑмне те хутшӑннӑччӗ, «Давай поженимся» шоура вара каччӑ шыранӑччӗ, «Прямой эфир» кӑларӑма кайнӑччӗ.
Нумаях пулмасть хайхи Турцие ҫитнӗ. Ҫук-ха, телекӑларӑмра ӳкерӗнме мар, канма кайнӑ. Анчах пике унти Вӑтаҫӗр тинӗсре шар курнӑ иккен. Ӑна уринчен акула евӗр пулӑ ҫыртнӑ имӗш. Унта 30 доллар тӳлесе тухтӑрсенче пулӑшу илнӗ-мӗн. Халӗ пикене Шупашкарти тухтӑрсем пӑхса тӑраҫҫӗ, халӗ ун сывлӑхӗшӗн хӑрушши ҫук-мӗн. Ҫапах та хӗр Андрей Малаховӑн кӑларӑмне каяймасси пирки пӑшӑрханать иккен, мӗншӗн тесен ӑна авӑн уйӑхӗнче телешоуна чӗнме пулнӑ имӗш.
Чӑваш Енрен турист фирмисем урлӑ пӗлтӗр канма тухса кайнисенчен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ ют ҫӗршыва суйланӑ. Акӑ, унталла ҫул тытнӑ 24,4 пин туристран чӗрӗк пайӗнчен кӑшт ытларахӑшӗ Египетра каннӑ; 24,2 проценчӗ — Турцинче; 6,4 % — Испанире; 6% — Арабри Пӗрлештернӗ Эмиратра; 4,8% — Грецинче; 4,6% — Таиландра.
Хамӑр ҫӗршыв тӑрӑх тура 58,1 пин турист тухса кайнӑ. Вӗсенчен 92 проценчӗ Чӑвашра каннӑ; 3,8% — Краснодар крайӗнче; 2,7% — Питӗрте.
Ӗнер Чӑваш Ене Турцин Хусанти тӗп консулӗ Сабри Тунч Ангылы килсе ҫитнӗ. Пирӗн патра вӑл икӗ кун пулмалла. Турци элчи Шупашкара килни енсем килӗштерсе ӗҫлессине ҫирӗплетесси тата сарасси-мӗн, кунсӑр пуҫне Турци элчи Чӑваш енӗн экономикӑпа культура хӑвачӗпе паллашасшӑн иккен. Regnum хыпарагентство пӗлтернӗ тӑрӑх, консул чи малтанах республика ертӳҫипе паллашасшӑн, унпа вӑл ӳлӗмрен мӗн енӗпе килӗштерсе ӗҫлеме май пурри пирки сӳтсе явасшӑн пулнине палӑртнӑ-мӗн.
Турци ҫӗршывӗ пирӗн патра укҫа-тенкӗ хывни хальлӗхе пулман иккен-ха. Ют ҫӗршыв хӑни Шупашкарта ҫӗкленекен индустри паркӗпе питех те кӑсӑкланнӑ-мӗн, унта камсем кӗме пултарасси пирки ыйтса пӗлнӗ иккен. Аса илтеретпӗр, индустри паркӗ бизнес ҫыннисене пӗр ҫӗре пухмалли промышленноҫ лаптӑкӗ пулӗ.
Культура ҫыхӑнӑвне илсен, турккӑ ҫыннисем пирӗн патра иртекен тӗнче шайӗнчи мероприятисене ним те мар хутшӑнаяссине палӑртнӑ элчӗ. Пирӗн патран Турцине канма каяҫҫӗ-ха, анчах Турци ҫыннисем Чӑваш Енре те кӑсӑклине кураяҫҫӗ-пӗлееҫҫӗ. Ҫак шухӑша та палӑртнӑ консул.
Нумаях пулмасть суд приставӗсем Турцие канма каякансемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫу вырӑнне Шупашкарти аэропорта суйласа илнӗ.
Мӗн шухӑшпа тӗл пулнӑ-ши тетӗр-и? Ӗҫпе паллах. Чикӗ леш енне канма тухса каякансен парӑмсем пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме. Ара, парӑмлисене тытса чарма саккун ирӗк парать мар-и? Чӑн та, парӑмлисем тупӑннӑ. Хӑшӗсен Пенси фондне тӳлевсем пухӑнса кайнӑ иккен, хӑшӗсен — налукпа. Палӑртса хунӑ канӑва пӑсас мар тесе вӗсем парӑма аэропортрах тӳлесе татнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 734 - 736 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ют Николай Яковлевич, чӑваш критикӗ, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш ҫыравҫисемпе журналистсен пӗрлешӗвне туса хунӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |